Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ Малăкла район Культура çуртĕнче вунă ытла кружокпа ансамбль ĕçлет. Ал ĕçĕсен кружокне Раиса Романовна Семёнова ертсе пырать.
-Эпĕ Курахви ялĕнче çуралнă. Эпир ӳснĕ вăхăтра ял клубĕнче Нина Николаевна Бикметова ĕçлетчĕ. Мĕнле интереслĕччĕ ун чухне! Ялта ачасен хорĕ, вокал ушкăнĕ, агитбригада пурччĕ. Пирĕн атте хăй те клуба çӳретчĕ, ачисене те унта хăвалатчĕ. Эпĕ агитбригадăра та, хорта та, пĕччен те юрлаттăм, ташлаттăм. Апла пулин те шкул хыççăн культурăра ĕçлеме ĕмĕтленмен. Алла аттестат илсен Ульяновскри строительсен техникумĕнче экзаменсем патăм. Конкурспа иртеймерĕм, вара куçа мĕн лекет, çавăнта вĕренме каятăп терĕм. Куç умне культпросвет училищи лекрĕ. Унта та конкурс пысăкчĕ - пĕр вырăна виçĕ çын. Вырăс чĕлхипе литератури, истори предмечĕсемпе экзаменсене лайăх патăм, специализаципе ташă кăтартаймастăп тесен мана пĕр преподаватель хусканусем кăтартрĕ, эп ун хыççăн тĕрĕс туса пытăм. Юрлама пултарнă ĕнтĕ. Вĕренме вара çав тери интереслĕччĕ училищĕре. Ташă маçтăрлăхне пире пысăк ăстасем - А.П.Пупков, Н.И.Кыштымова вĕрентетчĕç. Хорта та юрланă, облаçри кашни районта, Ульяновскри кашни паркра концертсем панă. Практикăра Çинкĕл районĕнчи Ялавăрта РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ А.В. Малышев патĕнче пулни культурăра ĕçлес туртăма вăйлатрĕ, - каласа парать вăл.
Лайăх практиканткăна ялавăрсем вĕçертесшĕн пулмаççĕ. Диплом илсен хăйсем патне ĕçлеме яма ыйтса училищĕне çыру яраççĕ. Раиса Романовнăшăн вара тăван тавралăхран хакли нимĕн те çук. Вăл 1979 çулта Çĕнĕ Малăклари Культура çуртне килсе вырнаçать. Унтанпа ĕç вырăнне вăл пĕртте улăштарман, должноçсем кăна улшăнса пынă.
Çамрăк хĕр ĕçлеме тытăнсанах шкула кайса ташă ушкăнĕсем валли ачасене пухать. «Халăх ташши» тата «Бал ташши» кружоксене 16-шар ача çӳреме тытăнать. Каçсерен бал ташшине вĕренме районти парти комитетĕнчен те çӳреççĕ. Район, область смотрĕсенче Çĕнĕ Малăкла район культура çурчĕ ялан пĕрремĕш вырăнсем илет. Нумай та ĕçлемест – пултаруллă çамрăка ачасен уйрăмĕн заведующине лартаççĕ.
90-мĕш çулсенче пурнăç улшăннă май Культура çуртĕнче те штата чакараççĕ. Раиса Семёнова ачасен пултарулăх кружокне ертсе пыма пуçлать. Тĕрĕссипе, ĕçĕ вара малтанхинчен пĕртте улшăнмасть.
-Халĕ ачасем сахал – пуçламăш шкулта пурĕ те 112 ача кăна вĕренет. Вĕсене пурте: эпир - РДК, шкул, Пионерсен çурчĕ те хăй патне йыхравлаççĕ. Ман пата кружока çӳрекен ачасемпе вĕтĕ шăрçасенчен тĕрлĕ капăрлăхсем çыхма вĕренетпĕр, акварельпе, çуллă сăрăпа ӳкеретпĕр, пластилинран теттесем йăвалатпăр. Уйăхра пĕрре сусăр ачасемпе ĕçлетĕп. Районта пурĕ 60 сусăр ача. Пирĕн занятисене 3 – 12 çулхи 12 ача тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ çӳреççĕ. Программăра вăйăсем, пластилинпа, тăварлă чустапа йăваласси. Сусăр ачасем пурте пултаруллă, таса чунлă, çемçе чĕреллĕ. Чăн-чăн пирĕштисем! Вĕсем хаваспах хăйсем мĕнле пурăнни, ĕмĕчĕсем пирки каласа параççĕ. Ĕç хыççăн вĕсене шелленипе хăш-пĕр чух йĕрес килет, çав вăхăтрах чунпа тасалнине туятăн. Сусăр ачасемпе ĕçлемелли программăна явăçтарнипе кăмăлăм тулать, - тет вăл.
Раиса Семёнова нумай çул районти Культура керменĕнче 1980-мĕш çулсенчех йĕркеленнĕ «Пилеш» ансамбле çӳрет. Пĕр вăхăт, Н.Н.Бикметова ертӳçĕрен кайсан, ăна ертсе пыма та тивет унăн. Халь ку ĕçе И.Н.Иванюкова илсе пырать, юрлама вара Раиса Романовна яланах хавас.
 
: 1014, Хаçат: 50 (1194), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: