Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ТĂНĂÇ ПУРНĂÇШĂН КĔРЕШМЕ ÇУРАЛНĂ
1995 çулхи кăрлачран тытăнса 2000 çулхи кăрлач уйăхĕччен Кавказри чечен вăрçине хутшăнса чăваш арĕ – Владимир Валерьевич Соловьёв – виçĕ хутчен Хăюлăх орденне тивĕçет. Ку çеç мар-ха…
Вăл 1966 çулхи чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕнчи Ульяновск районне кĕрекен Арскинче çуралнă. 1974-1977 çулсенче вырăнти шкулта пуçламăш пĕлӳ илнĕ. Сакăр класс пĕтерме Владимира Кротовкăра тӳр килнĕ. Кунта вăл 1977-1982 çулсенче вĕреннĕ. 1984 çулта вара Баратаевкăри шкултан вăтам пĕлӳ илсе тухнă. Çак шкулта пĕлӳ илнĕ тапхăрта Владимир грекпа рим кĕрешĕвĕн секцине çӳрет, чунĕнче чăн-чăн арçын кăмăл-туйăмне çирĕплетет.
Ăна 1985-1987 çулсенче Сывлăш десант çарĕсен пĕр ушкăнĕнче хĕсметре пулма тӳр килет.
Хĕсметрен таврăнсан Владимир Соловьёв пурнăçне милици тытăмĕпе çыхăнтарать. Ăна ятарлă ушкăн командирне çирĕплетеççĕ. Хастар та таса чĕреллĕ çамрăка чи йывăр, хăрушă заданисем параççĕ. Тĕслĕхрен, 1991 çулхи авăнăн 12-мĕшĕнче вăл йĕркелесе тата ертсе пынипе 8 преступлени уçма май пулать. Часах Владимир Соловьёв сăн ӳкерчĕкне облаçри шалти ĕçсен управленин Хисеп хăми çине вырнаçтараççĕ. 1997-2002 çулсенче В.Соловьёв Баратаевкăра, Кротовкăра, Отрадăра, Арскинче участковăй ĕçĕсене пурнăçлать. Нумай киревсĕр ĕçе тăрă шыв çине кăларать.
Вăл «хĕрӳ вырăнсенче» те темиçе хутчен пулать. Ăна пĕрремĕш хут 1992 çулхи чӳк уйăхĕнче пĕрлĕх ушкăнĕн командирне çирĕплетсе Кавказа осетинсемпе ингушсем хушшинче сиксе тухнă хирĕçĕве шайлаштарма яраççĕ. Хĕсметри десант хатĕрлевĕ ентешĕмĕре умне лартнă тĕллевсене ăнăçлăн пурнăçлама май парать – вăл ертсе пыракан ушкăн боевиксене питĕ йывăр çар тата çут çанталăк условийĕсенче тĕп тума пулăшать.
Ульяновск облаçĕн шалти ĕçсен управленийĕ Владимир Соловьев хастарлăхĕпе пултарулăхне пысăк хак парать, ăна хăвăрт тавçăрса илсе пурнăçа кĕртме пултаракан ятарлă отряда кĕртсе лайăх йĕркеленнĕ преступлени тăвакан группировкăсене аркатмалли операцисене хутшăнма шанать.
1995 çулта Кавказра вăрçă пуçланать. Пĕр подразделенипе пĕрле унта Владимир та каять. Вĕсем 1995 çулхи кăрлачра Грозный хулине боевиксенчен тасатас пулăма хутшăнаççĕ.
1995 çулхи чӳк уйăхĕнче Чечен Республикине каллех командировкăна кайма тӳр килет. 1996 çулхи нарăс уйăхĕнче Владимир отрячĕ Серноводск хулине ирĕке кăларнă çапăçусене хутшăнать. 1999 çулхи раштавра Владимир Соловьёв отрячĕ Чечен Республикинчи Шали хулине тухса каять. 2000 çулхи кăрлачăн 7-мĕшĕнче вĕсем пăрăхсем туса кăларакан завод территорийĕнче хăйсенчен темиçе хут вăйлăрах тăшмансемпе çапăçу пуçлаççĕ. Çак çапăçура Владимир 2 снайпера тата гранатомётчика тĕп тăвать. Вилĕме куçран пăхса вут çулăм ăшĕнчен икĕ Ульяновск собровецне тата вилнĕ юлташне илсе тухать.
Çакăн пек мухтавлă, пархатарлă ĕçсен шучĕн чикки те çук. Вĕсен пĕлтерĕшне Владимир Соловьёв тивĕçнĕ патшалăх наградисем уçса параççĕ:
1994 çул – «За отличную службу в МВД» кăкăр палли;
1995 çул – Хăюлăх орденĕ;
1996 çул – «Хастарлăхшăн» медаль;
1996 çул – Ульяновск облаçĕн Шалти ĕçсен управленин Хисеп хăми çине кĕртнĕ;
1998 çул – иккĕмĕш Хăюлăх орденĕ;
2000 çул – Раççей шалти ĕçсен министерствин «За отличие в службе» кăкăр палли;
2001 çул – «За участие в боевых действиях» кăкăр палли;
2001 çул – виççĕмĕш Хăюлăх орденĕ.
Çак хушăра Владимир Соловьёв 24 тĕрлĕ Хавхалантарăва, Тав сăмахĕсене, Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.
2002 çулта Владимир Соловьёв Раççей шалти ĕçсен министерствин Волгоградри академине пĕтерет…
Çак çулăн чӳк уйăхĕнче сарăмсăр вилĕм унăн пурнăçне татать…
Ăна чӳк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Ульяновск хулин Çурçĕр масарĕнчи (Ишевке) Мухтав аллейине пытараççĕ.
Владимир Валерьевич Соловьёв ячĕ - вилĕмсĕр. Тăнăç пурнăçшăн кĕрешме çуралнăскер хăйĕн тĕллевне туллин, пуриншĕн те тĕслĕхлĕ пурнăçласа çут тĕнчерен уйрăлнă. Ун ячĕпе паян грекпа рим кĕрешĕвĕн ăмăртăвĕсем иртеççĕ. Уйрăмах унăн ячĕпе Засвияжски районĕнче вырнаçнă Баратаевка, Кротовка, Отрада, Арски ялĕсенчи шкулсенче пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисем иртеççĕ. Çамрăк ăру хăй ентешĕн сумлă та чыслă ячĕпе çутă малашлăха çул хывать.
Паттăрсем – çухалмаççĕ те, вилмеççĕ те.
 
Ульяновск хули,
Засвияжски районĕ,
Баратаевка ялĕ.
 
: 1026, Хаçат: 36 (1128), Категори: Паттăрлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: