Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Мелекесс районĕнчи Эврелĕнчи хастарсемпе кăсăклансан мана Эврел хастарĕ Пётр Улюкин чи малтан Кокряшкинсен çемйине асăнчĕ. Александр Владимировичпа Людмила Анатольевна çак хисепе ял çыннисене тĕрлĕ енлĕ пулăшса тивĕçнĕ. Çемье пуçĕ услам ĕçĕпе аппаланать. Унăн пысăк машина пур. Вăл унпа тĕрлĕ груз турттарать. Ăна кăнтăрла килте тытма çук. Вăл яланах çул çинче. Çавăнпа унăн мăшăрне курас килчĕ. Вăл Сапаккелĕнчи почта уйрăмĕн пуçлăхĕ. Людмила Анатольевна çак ĕçре пилĕк çул вăй хурать. Уйрăмра тăватă почтальонка.
Малтан «Канаш»хаçата çырăнса илекенсен шучĕпе интереслентĕм.
-Ку çурçуллăхра, шел, вунă çын кăна вулама кăмăл тунă. Пĕлтĕр 22 ентеш вуланă. Чакнин сăлтавне калама хĕн. «Мелекесские вести» хаçата çырăнакансен шучĕ те чакрĕ. Те ĕçĕсенчен пушанаймаççĕ… Ман шутпа, тата сăлтавĕ акă мĕнре: чылайăшĕ чăвашла вĕренмен, вулама пĕлмеççĕ – калаçаççĕ пулин те. Çамрăксем вырăсланса пыраççĕ,- терĕ вăл пăшăрханса.
Эпир ентешпе хаçат тиражне мĕнле майпа ӳстерес пирки калаçрăмăр. Вăл пулăшма пулчĕ.
Почта ĕçченĕсен тĕп тивĕçĕ ĕлĕкрех хаçат-журнал салатасси тата ватăсене пенси укçи валеçесси пулнă пулсан халĕ почта уйрăмĕ чăн-чăн суту-илӳ вырăнне çаврăннă. Мĕн кăна сутмаççĕ кунта, лавккаринчен пĕрре те кая мар. Ку çеç-и-ха? Почтăсене çӳлтен план параççĕ. Ăна çулсерен ӳстерсе пыраççĕ. Кăçал 100 пин тенке çитернĕ. Çак ĕç пĕтĕмпех почтальонсем çине тиенет. Вĕсем халĕ ĕлĕкхи «челноксене» аса илтереççĕ. Тавара пултарнă таран хăйсен çине тиеççĕ те ял тăрăх сутса çӳреççĕ. Велосипед пулсан аван-ха, çук пулсан…
Кокряшкинсен ыр кăмăллăх ĕçĕсем çинчен сăмах хускатсан калаçăва Пётр Улюкин хутшăнмасăр тӳсеймерĕ.
-Саша пулăшу ыйтаканран нихăçан та пăрăнмасть: чăваш-и вăл е тутар-и, çук çын-и, пысăк ĕç тума тытăнакан-и – пурне те май килнĕ таран пулăшать. Эврелĕнче Совет Союзĕн Геройне В.И. Ерменеева палăк лартнă çĕрте те унăн тӳпи пысăк. Питĕ пысăк тав уншăн. Халĕ ялта хĕрлĕ кирпĕчрен часавай çĕклеме тытăнчĕç. Унта та вăл кирпĕч, цемент тата ытти строительство материалĕсем пачĕ. Людмила Анатольевна мăшăрне ăнланса ырă ĕçсем тума хавхалантарса пырать,- терĕ вăл ентешне мухтаса.
-Çемье бюджетĕнчен укçа кăларма шел мар-и? –ыйтрăм эпĕ çак сапăр хĕрарăмран.-Тепри ку укçапа хăйсен мулне нумайлатнă пулĕччĕ. Кун пек тĕслĕхсем сахал мар…
-Пĕрре те шел мар. Ылтăн-кĕмĕлшĕн эпир нихçан та çунман. Пире мĕн пурри те çитет. Пулăштăрах сывлăхĕ çитнĕ таран Саша,- терĕ сăпайлăн Людмила Анатольевна.
Кокряшкинсен хуçалăхĕ те, çемйи те пĕчĕк мар. Вĕсем икĕ хĕр çуратса ӳстернĕ. Аслă пĕлӳ илме пулăшнă. Иккĕшĕн те çемье. Мăнукĕ 14 çулта ĕнтĕ. Вĕсене те пулăшма вăй-хал çитерет мăшăр. Ыркăмăллăхăн чикки çук тенĕ каларăшпа килĕшес килет. Шел, çакăн пек ырă тăвас кăмăллă ентешсем нумаях мар. Унсăрăн çынсем пуянсемпе чухăнсем çине пайланман пулĕччĕç.
 
: 931, Хаçат: 50 (1194), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: