Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Упамсар ялĕнчен Чĕмпĕрти И.Я.Яковлев уçнă чăваш шкулĕнче вунă пике вĕреннĕ: Валентина тата Надежда Ванюковасем, Лидия, Татьяна тата Вера Сиделевасем, Юлия Елифанкина, Маргарита Сычугова, Маргарита Ерукова тата икĕ Шура – Еруковапа (Таймолкина) Ермилова. Вăхăт иртнĕçемĕн вĕсенчен кашниех тава тивĕçлĕ вĕрентӳçĕ, халăх çут ĕçĕн отличникĕ, хисеплĕ ятсене, вĕренекенсен юратăвне тивĕçнĕ.
Упамсар шкулĕн историйĕнче тарăн йĕр хăварнă сумлă çынсен стендне те вĕсен сăн ӳкерчĕкĕсем илем кӳреççĕ. Шкулăн çеç те мар, ял историйĕнче паллă вырăн йышăнаççĕ Яковлев шкулĕнче ăс пухнă чăваш вĕрентӳçисем.
Александра Петровна 1921 çулхи авăнăн 21-мĕшĕнче Турă амăшĕн кунĕнче çуралнă. Кил хуçалăхĕнче, уй-хирте вун икĕ çултанах вăй хума пуçланă. Таймолкинсен килĕнчи кашни ачан (пурĕ пиллĕкĕн, каярах Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрешме кайнă виçĕ тетĕшĕ вăрçăран таврăнайман) хăйĕн шанса панă ĕçĕ пулнă. Пурте аван вĕреннĕ, тирпейлĕ, вашават пулнă. Шура Упамсар шкулĕнче вĕреннĕ хыççăн икĕ çул (1937-1939 ) Мелекесри педагогика училищинче ăс пухнă. «Чĕмпĕрте чăваш шкулĕнче вĕренес килнĕрен унта куçма тăрăшрăмăр,-терĕ Александра Петровна.- Пире, çутталла туртăнакан чăваш пикисене, экзаменсене ăнăçлă тытнă хыççăн сăмахсăрах илчĕç. Яковлев шкулĕнче вĕренекенсен ĕçлес, вĕренес пултарулăхĕ, мĕнпурне пĕлес килни мана тĕлĕнтеретчĕ. Чылайăшĕ кунта аякри тĕттĕм чăваш ялĕсенчен килнĕччĕ. Училище вĕсемшĕн пĕлӳпе культура вучахĕ пулнă. Тăван чĕлхепе литература урокĕсенче Кĕçтенттин Ивановпа Çеçпĕл Мишшин сăввисем янăратчĕç. «Нарспи» поэмăн вилĕмсĕр йĕркисене вуласа киленеттĕмĕр. Вырăс чĕлхипе литература урокĕсенче хаваспах Пушкинпа Лермонтов, Толстойпа Горький хайлавĕсенчи тĕп сăнарсемпе, халăх сăмахлăхĕпе паллашаттăмăр. Пулас вĕрентекенсем еплерех хайлавсем çыратчĕç . Кам шанĕ тăватă çул каялла – училищĕне вĕренме кĕнĕ çул – чылайăшĕ вырăсла та калаçма пĕлмен тенине? Эпĕ 1941 çулта вĕренсе тухнă – диплома Аслă вăрçă тытăнас умĕн илнĕ».
Хаяр вăрçă çулĕсенче Александра Петровна Ерукова Куйбышев облаçĕнчи Кушкă районĕнчи Васильевка шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Ĕçлеме çăмăл пулман. Анчах та йывăрлăхсене парăнтарма вăй питти çамрăклăх, харсăрлăх, ĕçне чунтан юратни пулăшнă. Вĕрентӳçĕсем выçă ачасене шкулта май килнĕ таран апат-çимĕçпе тивĕçтерме тăрăшнă, пĕлӳ çуртне çӳреме, кĕнеке тытса ларма вăй пултăр тенĕ. 1944 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен вара Упамсар шкулĕнче пуçламăш класс ачисене ăс, пĕлӳ панă. Тăван çĕршыв ĕçчен хĕрарăм ветеран умĕнче парăмра юлман, «Ĕçре палăрнăшăн», «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн», «Ĕç ветеранĕ» медальсем, «Социализмла ăмăрту çĕнтерӳçи» паллă парса чысланă. РСФСР çут ĕçĕн отличникĕ вăл.
Шăпи савăк пăхнă Александра Петровна çине. Вун сакăр çулта вăрçа кайса çĕнтерӳпе таврăннă фронтовик, тăлăх ача Фёдор Яковлевич Таймолкин, çав тери ырă та лăпкă çын, 1947 çулта Шурăна пĕрре курса юратса пăрахнă. Вăл Упамсарти каçхи вырсарни шкулне Майнăран вĕренме пырса савнине тупнă. Мăшăр икĕ ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Хĕрарăм шкулта, арçын трактор бригадинче тăрăшнă, ачисем те ĕçе вĕреннĕ. Каç кӳлĕм Культура çуртне театр студине васканă. Александра Петровна сцена çинче Нарспи рольне калăпланине пĕр ӳсĕмри ентешĕсем паянхи кунчченех астăваççĕ. Паян Таймолкинсен 8 мăнук, 10 кĕçĕн мăнукĕ, кĕçех кĕçĕн мăнукĕсем качча кайĕç, авланĕç. Александра Петровна питĕ телейлĕ, кăçал 91 çулхи хĕрарăма Аслă вăрçа хутшăннă салтакăн (Фёдор Яковлевич вăрçă суранĕсене пула 63 çултах çĕре кĕнĕ) мăшăрне Димитровград хулинче пĕр пӳлĕмлĕ хăтлă хваттер панă. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ унта хĕл каçма шухăшлать. Тăхăр çул ĕнтĕ Александра Петровнана Галина хĕрĕ пăхать. Пурнăçа юратакан амăшĕн ылтăн кăмăлне ытараймасть вăл, лăпкă, сăпайлă, пултаруллă пулнипе мăнаçланать.
 
: 886, Хаçат: 50 (1194), Категори: Чĕмпĕр чăваш шкулĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: