Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕр чăмăрĕ çинче ВИЧ-инфекци хăвăрт сарăлнине кура 24 çул каялла Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕ «СПИДпа кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери куна» палăртасси пирки йышăннă. Çак кун раштав уйăхĕн пĕрремĕшĕ пулса тăнă. Кашни çулах облаçри СПИД-центр палăртнă кун тĕлне журналистсене, волонтёрсене, шалти ĕçсен тата сывлăх сыхлавĕн тытăмĕсенче ĕçлекенсене чĕнсе пресс-конференци йĕркелет.
Паян тĕнчере ВИЧ-инфекциллĕ 34 миллион çын пурăнать. Кашни çĕршывра çак усал чир ан сарăлтăр тесе тĕрлĕ ĕçсем ирттерме нумай укçа уйăраççĕ пулин те чирлекенсен шучĕ чакмасть, çулсерен ӳссех пырать. Çав шутра Раççейре те. 2011 çулта пирĕн çĕршывра ВИЧ-инфекциллĕ 600 пин çын пурăннă пулсан кăçал вĕсен шучĕ – 703 пин те 781.
Ульяновск облаçĕнче те ку енĕпе кăтарту çулсерен ӳссе пырать. Чирлекенсем нумай пулнипе 2000 çултан сывлăх сыхлавĕн министерстви облаçра ВИЧ-инфекцийĕн эпидемийĕ пуçланнă тесе палăртнă. Эпидеми тăсăлать-ха. Раççей Федерацийĕнче эпир инфекци сарăлнипе вуннăмĕш, Атăлçи федераллă округра виççĕмĕш вырăн (Самарпа Ĕрĕмпур хыççăн) йышăнатпăр. Облаçри СПИДпа кĕрешекен тата профилактика ĕçĕсем ирттерекен центрта кашни çул çĕнĕрен чир ертнĕ 800 çынна регистрацилеççĕ. Кăçал ку цифра пĕр пине çитме пултарать. Чире сарма Самар облаçĕпе юнашар пурăнни те нумай пулăшать. Самар облаçĕнче 52 пин ВИЧ-инфекциллĕ çын.
-Кăçалхи чӳк уйăхĕн пĕрремĕш тĕлне регионта ВИЧ-инфекциллĕ 12118 çынна регистрациленĕ. Вĕсенчен 9287-шĕ облаçра пурăнать. Кашни çĕр пин çынран 935,5-шĕ – ВИЧ-инфекциллĕ. Облаçа илсен Димитровград, Çĕнĕ Ульяновск хулисенче, Пасарлă Сăсканра чирлекенсен шучĕ ытларах. 1989 çултан пуçласа инфекцие пула облаçра 2831 çын çут тĕнчерен уйрăлнă. Çавсенчен çурри кăна ВИЧ-инфекцирен, ыттисем – иммун тытăмĕ арканнипе туберкулёз тата ытти чирсене кайнипе.
Хăрушă чире ертнĕ амăшĕсенчен çак çулсенче 1942 ача çут тĕнчене килнĕ. Ачасене виçĕ çул хушши тĕрĕслесе тăраççĕ, малтанхи ултă уйăхра ятарлă эмелсем параççĕ, амăшне кăкăр ĕмĕртме чараççĕ. Виçĕ çултан тин ачана ВИЧ-инфекци куçнипе куçманнине тĕрĕс татса пама пулать. Шел, 1942 ачаран 120-шĕн диагнозĕ çирĕпленнĕ. Хальхи вăхăтра 1342 ачана сывă тесе учётран кăларнă, 382-шне тухтăрсем сăнаççĕ, - каласа пачĕ облаçри инфекцисемпе тата СПИДпа кĕрешекен, профилактика ĕçĕсем ирттерекен центрăн тĕп тухтăрĕ Л.Э.Ибрагимова.
Унчченхи пекех ВИЧ-инфекци ытларах ар çыхăнăвĕ урлă сарăлать. Облаçра кăçал чӳк уйăхĕн пĕрремĕш тĕлне çĕнĕрен чирленисенчен (828 çын) 80 проценчĕ чире ар çыхăнăвĕ урлă çаклатнă. Наркомансем пĕр шприцпа усă курса чир ертнĕ тĕслĕхсем сахалланса пыраççĕ. Чирлекенсенчен ытларахăшĕ – арçынсем.
-Эп çемьепе пурăнатăп, мана СПИД ыйтăвĕ пырса тивмест, интереслентермест тесе калама юрамасть. Çемье пурри чиртен пĕртте сыхламасть. Çемьепе лайăх пурăнакансемех инфекци ертеççĕ – ăнсăртран пĕрре «сулахая» кайса килнипех. Ахальтен мар кăçал чирленисенчен 60 проценчĕ 30 çултан иртнĕ çынсем. Лăпкă çывăрас тесен кашни çыннăн хăй ирĕкĕпе çулталăкра пĕрре СПИД анализне тумалла. Енчен те чир ертрĕр пулсан хыпăнса, хăраса ӳкмелле мар. СПИД-центрта чирлĕ çынна кирлĕ пулăшу паратпăр, хаклă йышши эмелсене тӳлевсĕрех валеçетпĕр. Патшалăх çак тĕллевсемпе пире çулсерен 200-400 миллион тенкĕлĕх эмел уйăрать. Çулталăкра пĕр çынна 109 пин тенкĕлĕх эмел паратпăр. Малтанхи тапхăртах сипленме тытăнсан çыннăн иммун тытăмĕ часах арканмасть. Сипленме ӳркенмелле мар. Паллах, йывăр. Эмеле ялан шăп та лăп палăртнă вăхăтра кăна ĕçмелле, пирĕн патра анализсем парсах тăмалла. Халĕ центрта 2300 çын сиплев иртет, - пĕлтерчĕ СПИД-центрăн тĕп тухтăрĕн çумĕ А.М.Салахиева.
Пире, журналистсене, чирлисене мĕнле майпа тупса палăртни интереслентерчĕ. Анчах хуравĕ савăнтармарĕ.
-Юлашки вăхăтра пĕр-пĕр чиртен темле сипленсен те нумай вăхăт чĕрĕлейменнипе нушаланса тухтăр патне пырсан, тухтăр çак çын ВИЧ-инфекципе чирлемен-ши тесе иккĕленсе анализ партарсан кăна тупса палăртатпăр. Тата çие юлнă хĕрарăмсем учёта тăрса анализ парсан, çĕнĕ ĕçе вырнаçма ятарлă медицина комиссийĕ урлă тухнă чух чир «тупăнать». Хăй ирĕкĕпе юн парса тĕрĕсленекенсем çукпа пĕрех, - хуравларĕ Л. Ибрагимова.
Апла облаçра ВИЧ-инфекциллĕ 9287 çын кăна пурăнать тесе калани тĕрĕс мар. Тупса палăртман тата мĕн чухлĕ чирлĕ çын пурăнать-ши? Кашни çыннăн хăй сывлăхĕшĕн кăна мар, çывăх çыннишĕн, çемьешĕн яваплă пулмалла. Пиртен кашни çакна ăнлансан тин чир сарăлассине чарма пулать.
 
: 1050, Хаçат: 50 (1194), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: