Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Б а л л а д а)
 
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 49-мĕш номерте.)
 
Уильям ВОРДСВОРТ
 
Тӳпе çине вăл улăхать,
Пĕр вĕçсĕр айлăма сăнать:
Хăвалăхра та катара
Никам çук – пушă таврара,
Авана мар ку, начара.
 
«Илтсемĕр, аслă Турăсем!
Тенех, вăл лекнĕ хăвăла.
Ăнне çухатнă. Айванккам,
Тен, ернĕ чикансем çумне.
Вĕсем, тен, тупнă кăмăлне.
 
Тен, пони, пĕчĕк тăмана,
Кĕрсессĕн аслă вăрмана
Лекет кикимор йăвине,
Вĕсен хăрушă вăййине.
Кунта вĕçлет Джон шăпине?
 
Ак Сьюзен Гей асне килет,
Ăна та тустарса илет.
Çĕркаç вăл чирлемен пулсан
Тăратчĕ Джон çумра кулса,
Савнатчĕ амăшĕ курса.
 
Асаплă Бетти. Хурлăхра,
Кăштах ятлать леш тухтăра.
Каллех лаша çине куçать:
Пит кунĕ пони, лăпкă та,
Эх, ку синкерлĕ вăхăта!
 
Ак тухтăр çурчĕ. Фой йĕрсе
Пырать ун алăкĕ умне.
Хула канать тĕлĕнтерсе;
Вăл шутсăр аслă, çул-йĕрсем
Таçта чĕнеççĕ илĕртсе.
 
Шаккать керменĕн алăкне,
Хăй мăкăр-мăкăр калаçать.
Уçать сиплевçĕ кантăкне:
Кăштах аптранă ыйхăпа,
Илет куçне хупа-хупа.
 
«Ăçта ман Джонни, каласам».
«Мĕн-ма шавлатăн эс ирех?»
«Каçар, сэр. Эп – Бетти Фой.
Çухалчĕ ывăлăм. Сирех
Чăрмантаратпăр ĕмĕрех.
 
Ачан кăшт ăсĕ хĕсĕкрех».
Çилленнĕ тухтăр. Хуравлать:
«Эп мĕн тăвап ун ăсĕпе?
Эс ху та халь кăшт тайлăкрах».
Хупать вăл кантăкне часрах.
 
«Ах, хуйхăм-суйхăм!
Вырт та вил!»-
Калаçрĕ мĕскĕн Бетти Фой.
«Ăçта шырас текех ăна?
Манран телейсĕр урăх çук.
Çухалчĕ Джон! Çухалчĕ Джон!”
 
Ăс пăтранать – çул ăçталла?
Çав тĕттĕм айлăм чунсăр пек.
Кичем тавралăх. Вăл пĕччен.
Çапла çӳрерĕ виççĕччен –
Ку палăрчĕ чан çапнинчен.
 
Кĕçех хыçа юлать хула.
Хуллен вăл сукмакпа утать.
Шел, пысăк нушине пула
Манать чĕнмешкĕн тухтăра –
Ун Сьюзен Гейĕ хурлăхра.
 
Вăл хăпарать ак сăрт çине:
Тавралăх – çăп-çăра тĕтре.
Халь ăçталла? Кам ĕмĕтре?
Ах, ырă Турă! Патăн каç!
Хал çук тумашкăн пĕр хăлаç.
 
Нимле сас-чĕвĕ илтĕнмест.
Лаши хăть тулхăрса ярин!
Таçта çăл шывĕ кĕвĕлет:
Юр кайнă, улăх чĕрĕлет,
Хĕрарăм чунĕ сивĕнет.
 
Пĕр-пĕринпе чĕнкелешсе
Илеççĕ уй тăманисем:
Çынсен ăсаннă чунĕсем,
Çитсен телейлĕ кунĕсем
Чĕнеççĕ тейĕн пĕр-пĕрне.
 
Пĕве ак. Бетти халь кунта.
Сив тытнă пек йăлтах чĕтрет.
Шыва сикме такам хистет!
Ах, çылăх! Çылăх! Пĕтерен!
Часрах тарать вăл пĕверен.
 
Çĕре вăл кукленсе ларать,
Куççуль юхать çăл шывĕ пек.
Аса илет вăл лашине,
Тӳлек те лăпкă понине,
Калать, ыйтать çине-çине:
«Лартса килсемччĕ Джоннине.
 
Эп лайăх пăхрăм-çке сана,
Татмарăм тутлă сĕлĕрен.
Ăсатрăм эп сире пĕрле.
Çулна çухатрăн-и çĕрле
Сĕм чăтлăха пырса кĕрсе?»
 
Çухалнă вăйĕ таврăнать –
Пуçне усма ун юрамасть!
Путса вилетчĕ-çке чутра!
Хăтарчĕ Турă çылăхран,
Ямарĕ çутă пурнăçран.
 
Туссем! Тен, вăхăт çитрĕ пуль
Каймашкăн Джонни çулĕпе.
Тăхтарăм эп – шутларăм шав:
Чунри мĕнпур хăватăма
Парайăп-ши юратăва?
 
Тен, йĕкĕт – пĕчĕк лашипе –
Туслашнă чăнкă тусемпе,
Вĕсем çинчи пĕлĕтсемпе,
Çав хӳхĕм-çутă вăйăра
Тытасшăн пулнă çăлтăра.
 
Е кутăн çаврăнса ларса,
Хӳре енне туса пуçне,
Вăл путнă тарăн шухăша?
Вара çӳренĕ юланут,
Йĕрленĕ ту тавра çĕр хут?
 
Е вăл – сунарçă – пит хаяр,
Тискер чĕр чун ăна итлет.
Ун аллинче юман чукмар –
Кам итлемест – тытса кӳпкет,
Çунать ун чунĕнче кăвар!
 
Е демон вăл – сатур, усал,
Ӳт-пĕвĕ – çулăмлă кĕлте:
Çил пек вĕçет, тусан çĕклет:
Хăравçă – тар – кам ĕсĕклет,
Герой пурне те çĕнтерет!
 
О, Музăсем! Халь йăлăнап –
Эп сирĕн шанчăклă тăван.
Ăçтан кăна сăмах тупас –
Ачанăн шухăшне туйма,
Çырса пама, чунне уçма?
 
Анчах та Музăсем мĕн-ма
Çук кăмăлăр хуравлама?
Çунман-и вутлă юрату!
Чакмарĕ вăй, хавхалану!
Анчах çĕтмерĕ ырату…
 
Мĕнех… Пур Турă! Ав лере,
Тĕтре хупланă сулхăнра,
Шарлак вăратнă шавлăхра
Тăрать мăнаçлă çул çӳрен:
Те савăнать, те хуйхăрать,
Лаши кунтах, çерем хырать.
 
Вĕсем хаваслă, ирĕкре:
Лаша та çын. Çак çут тĕнче.
Вĕсем, тен, тутлă тĕлĕкре.
Камсем çавсем? Кам калĕ-ши?
Калатăп: Джоннипе лаши.
 
Мĕнле-ха халĕ Бетти Фой?
Вăл хурлăхне çĕнтереймест:
Шарлакăн шывĕ илтĕнет:
Ун чунĕ ывăлне чĕнет,
«Ачам, ăçта-ши, Джонни!» - тет.
 
Ав пони çурăмĕ çинче
Çав кам ларать-ши, Бетти Фой?
Куççулĕ! Типĕт-ха часрах,
Сир тĕмсене, пăх лайăхрах,
Куратăн – ывăлу çумрах!
 
Ма васкамастăн ун патне?
Ах, Бетти! Хытнă пек тăран!
Вăл арçури мар, мĕлке мар,
Сан ывăлу вăл – мĕскĕн Джон,
Аранçă айванкка ачу.
 
Çĕклерĕ амăш аллине –
Каять пуль пуçĕ çаврăнсах –
Çĕмрен пек ыткăнчĕ мала –
Тĕртсе ывтатчĕ лашине –
Вăл тупрĕ, тупрĕ ачине!
 
Ачи те савăннă, мăрлать,
Пĕр самантрах кулса ярать –
Чеен, ачашшăн – кам пĕлет!
Юратнă сасă Фой илтет!
Анне вĕт! Антăхнăн итлет!
 
Лаши тавра пĕр çаврăнать,
Пĕр ачашлать ун питĕнчен.
Ун чунĕ савăннă, юрлать!
Шăпăртатса куççуль юхать
Салху-телейлĕ куçĕнчен.
 
Мĕн кирлĕ – Джонни сыв,
чылай!
Ăна вăл чуптăвать, лăпкать.
Кăштах именнĕн, вăтанса –
Çитмен-çке Бетти лăпланса,
Пăрланнă чунĕ – ăшăнса.
 
Шеплеттерсе илет наччас
Пуçне çĕкленĕ понине.
Шӳтлет унпа. Лаши хавас,
Сăмах çеç хирĕç калаймасть,
Çынна çын пек ыталаймасть.
 
«Сыхлатăр Турă тухтăра!
Ачам, ĕçлерĕн хушнине –
Ху мĕн тума пултарнине», -
Лаши йĕвенĕнчен тытса
Ярать Фой айккине пăрса
Çав чăрсăр шарлакран.
 
Сӳнеççĕ çăлтăрсем ирпе,
Ту тăрринчи Сар уйăх та
Пĕркеннĕ халĕ шур пирпе.
Вăраннă ешĕл улăх та,
Кĕçех шăранĕ юрă та.
 
Вĕсем пыраççĕ сукмакпа,
Пурте халь путнă шухăша.
Вĕсен енне пĕр çын васкать,
Васкать вăл – тарнă пек телей!
Кам тейĕр эсĕр? Сьюзен Гей!
 
Ача çинчен вăл манайман
Хаяр чир-чĕрлĕ пулсан та:
«Ăçта çухалчĕ шăпăрлан?» -
Тертленнĕ вăл. Ăшри суран
Хăпма пуçлать унран!
 
Сехĕрленӳ-кулянура
Мĕнле хăрушлăх шутланман!
Пĕчченлĕ чун – ыратура!
Асапланса, савса Турра,
Çĕкленнĕ вăл çула!
 
«Мана халь çылăх чирлеме!» -
Татса каланă вăл хăйне.
Пуçтарнă таврăннă вăйне,
Тинех вăл тăнă вырăнтан
Пушаннăн йывăртан.
 
Васкать! Хăйне хăй Гей хистет:
Тупасчĕ çеç ун вĕсене!
Сасартăк инçетре курать
Тăван пекех тусĕсене -
Куçне хупма хăрать!
 
Вĕсем утаççĕ вăрманпа:
Куккук канмасăр авăтать.
Калав пуçланчĕ çакăнпа,
Кунтах ак таврăнать,
Çапла çĕр çаврăнать.
 
Анчах та амăш ывăлне
Тин пачĕ пĕр ыйту:
«Мĕн-ма килмерĕн вăхăтра?
Мĕн илтрĕн, куртăн хырлăхра?
Йăлтах кала, ачам».
 
Ача, паллах, леш каçхине
Тăнланă тĕрлĕ сасăсем.
Хӳхленĕ ӳхĕ-тăмана,
Хăпарнă уйăх тӳпене,
Сăнанă йĕкĕт вĕсене.
 
Хуравĕ пулнă ак çапла:
Калать хыпарçă амăшне:
«Автан юрларĕ: ку-ку-ку!
Хĕвел пит сивĕччĕ! Ах, Тур!»
Юратнă амăш ĕненет.
Кунта калавăм вĕçленет.
 
10-20.12.2011.
 
: 1039, Хаçат: 50 (1194), Категори: Чăваш писателĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: