Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕре хупларĕ шурă юр –
Хĕлле ак çитрĕ васкаса.
Илемлĕ питĕ! Тухса кур –
Тулта халь çутă та таса.
 
Ӳкет тӳлеккĕн çаврăнса
Çемçе юр шурă çĕр çине.
Сана чĕнетĕп юратса,
Пăхсамччĕ эсĕ ман çине.
 
Парсамччĕ, тусăм, аллуна,
Утар çуталнă урампа.
Сана парнелĕп çак куна,
Пĕрле пулсассăн эс манпа.
 
Пĕрле, савниçĕм, саламлар,
Кĕтсе илер-ха хĕллене.
Юратăва пĕрле парар
Юрпа çуталнă тĕнчене!
 
 
Тӳрĕрех утасчĕ
 
Ӳкрĕ, ӳкрĕ юрĕ çĕрĕпе,
Çĕре витрĕ çутă витĕпе.
Шур юрпа пĕркенчĕç урамсем,
Курăнмаççĕ пирĕн сукмаксем.
 
Тупаймастпăр халĕ йĕрсене,
Çĕнĕрен хуратпăр вĕсене.
Тӳрĕрех утасчĕ, тусăмсем,
Тĕрĕсрех тăвасчĕ утăмсем.
 
Кукăр-макăр çитĕ йĕрлеме,
Тăрăшар-ха тӳрĕ çӳреме.
Тĕллеве тăвасчĕ çывăхрах,
Телее тупасчĕ хăвăртрах.
 
 
Тутарстан,
Нăрлат хули.
 
: 984, Хаçат: 50 (1194), Категори: Поэзи хумe cинче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: