Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раштавăн 25-мĕшĕнче Ульяновск хулинче тĕп ёлка уçăлмалла. Культура управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, Çĕнĕ çул мероприятийĕсем Ленин лапамĕнче иртмелле.
Уяв чăрăшне хальхи вăхăтри конструкцисемпе, тĕрлĕ çутă паракан флэш-карта программипе пуянлатĕç. Ленин лапамĕнче пĕрремĕш хут чăрăш тавра пăртан ăсталанă кӳлепесем вырнаçтарĕç, каток, катаччи, ачасем валли уйрăм кĕтес пулĕ. Ăна юмахри сăнарсем илемлетĕç.
Раштавăн 20-мĕшĕнчен тытăнса 2013 çулхи кăрлачăн 14-мĕшчен Ульяновскри культура çурчĕсенче, спорт учрежденийĕсенче, парксенче 350 мероприяти, тĕп лапамра 80 уяв иртмелле. Конкурссемпе вăйăсем, савăнăçлă мероприятисем 15 сехетрен пуçланса 21 сехетчен пырĕç. Концертсене облаçри тата хулари пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнĕç.
Раштавăн 31-мĕшĕнче тĕп лапамра «Новый год зажигает огни!» ятпа пысăк программа тытăнĕ. Ыйтса пĕлмелли телефон: (8422) 27-43-03.
Вĕрентӳçĕсем ăмăртнă
«Учитель года-2013» конкурсра 21-мĕш шкул вĕрентӳçи Любовь Савельева çĕнтернĕ.
Раштавăн 14-мĕшĕнче 65-мĕш гимназире хулари вĕрентӳçĕсен хушшинче конкурс иртнĕ. Жюри пĕр саслă пулса пĕрремĕш вырăна акăлчан чĕлхине вĕрентекен Любовь Савельевана пама йышăннă. Иккĕмĕш вырăна 57-мĕш шкулта литература предметне вĕрентекен Анжелика Леонтьева, виççĕмĕшне 45-мĕш шкулта историпе обществознани предметне илсе пыракан Наталья Кириллова вĕрентекен çĕнсе илнĕ. Çĕнтерӳçĕсем дипломсемпе хаклă парнесене тивĕçнĕ. Ытти 15 хутшăнакана электрон кĕнекисем парса чысланă. Çĕнтерӳçĕсене Ульяновск хули администраци пуçлăхĕ Александр Букин саламланă.
Конкурс çулсерен иртет. Унăн тĕллевĕ – вĕрентекенсен ăсталăхне ӳстересси, вĕренӳ ĕçне çĕнĕ технологисем кĕртесси. Конкурса çулсерен тĕрлĕ шкулсемпе гимназисенчен тата лицейсенчен 16-23 вĕрентекен хутшăнать.
Ульяновск хули шкулĕсенче вĕрентекенсем облаçри тата пĕтĕм Раççей конкурсĕсенче пĕрре мар çĕнтерӳçĕ ятне илнĕ.
Ял ĕçченĕсен пĕлĕвне ӳстернĕ
Çулталăк пуçламăшĕнчен пуçласа ял хуçалăх услам шкулĕнче Ульяновск облаçĕнчи 700 ытла специалист хăйĕн пĕлĕвне ӳстернĕ.
Зоотехниксене, выльăх тухтăрĕсене тата агрономсене Ульяновскри П.А.Столыпин ячĕллĕ патшалăх ял хуçалăх академийĕн вĕрентӳçисемпе ăслăлăхпа тĕпчев институчĕн ăсчахĕсем вĕрентнĕ. Семинарсене çаплах регионти хресченсемпе фермерсен хуçалăхĕсен пуçлăхĕсем, ял хуçалăх ертӳçисем хутшăннă. Вĕсем хальхи вăхăтра ял хуçалăх продукцине еплерех туса илмеллипе тата ĕçлесе çитерессипе, хирти культурăсене акассипе, сĕтпе аш-какайран хатĕр апат тăвассипе ятарлă курс итленĕ. Унсăр пуçне облаçри малта пыракан хуçалăхсен никĕсĕнче çулçӳрев ăслăлăхпа практика конференцийĕсем иртнĕ. Вĕсенче пĕрре мар вăрлăх, минераллă удобренисем, ӳсентăрансене хӳтĕлекен им-çам кӳрекен Пĕтĕм Раççейри компанисен представителĕсем калаçнă.
Кĕпĕрнаттăр çынсемпе тĕл пулнă
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр граждансен чĕнĕвĕсене пăхса тухассипе «Уçă калаçу» ирттернĕ.
Тĕлпулăва çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусемшĕн тӳлессипе çыхăннă ыйтусене халалланă. Регион правительствине чӳкĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа раштавăн 12-мĕшĕччен Ульяновск область çыннисенчен 146 çыру килнĕ. Çак тапхăрта çурт-йĕршĕн тӳлемелли хаксемпе кăмăлсăр çынсен ыйтăвĕсем икĕ хут ӳснĕ. Çыракансенчен ытларахăшĕ Ульяновскра (56 процент) пурăнать, 16 проценчĕ –Димитровград хулинчен. Ялсенчен – 1-3 чĕнӳ çеç. Лару вăхăтĕнче коммуналлă пулăшусен пахалăхĕпе тата счётчиксен кăтартăвĕсене тĕрĕслесе тăрассинчи йĕркесĕрлĕхпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă.
 
: 977, Хаçат: 51 (1195), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: