Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Савăнмалли вăхăтсем пурнăçăмра нумай пулнă. Чуна илĕртекеннисем те чылай: чăваш сăвви-юрри тĕнчи, кĕвĕ-çемĕ асамлăхĕ… Ялан вĕсем патнелле туртăнатăп. Вĕсен ытамне лексен вара хам ăçта иккенне те манса каятăп. Вĕреннĕ чухне сцена çинче вылянине, ташланине, юрланине чуна хурса аса илетĕп те хама телейлĕн туятăп. Ăсталăхăмри пĕр тумлама та, пĕр тĕпренчĕке те туйăм таканинчен ӳкерсе ура айне тăвас марччĕ тесе ĕçлетĕп. Чăваш ăсталăхĕ маншăн – чун уççи, чăваш чĕлхи – чуна ăшăтать», - тет Ульяновскри 46-мĕш шкулăн пуçламăш классен вĕрентекенĕ Ирина Владимировна Мещанова.
 
Тăхăрьял тăрăхĕнчи ялсенчен пĕринче – Шемекре – тĕпленсе пурăннă Вера Николаевнапа Владимир Михайлович Яфаркинсем тивĕçлĕ канăва кайичченех хăйсене хирĕçрех вырнаçнă сысна ферминче тар тăкнă. Туррăмăр вĕсене пĕринчен тепри хитре хĕр пĕрчисем – Галина, Нина, Ирина – парнеленĕ. Вĕсем - çемьеллĕ, ача-пăчаллă, сывлăхлă, телейлĕ. Кĕçĕнни, 1958 çулхи раштавăн 29-мĕшĕнче çуралнăскер, телейне çирĕп те юрату çăлкуçĕ тапса тăракан çемьере тупнине, чăваш тĕнчин пĕр «тумламĕ» пулса пурăннине уçса пачĕ.
- Ӳссе çитĕнсен кам пулассине пуçламăш классенче вĕреннĕ чухнех палăртса хутăм темелле, - калаçăва пуçларĕ Ирина Владимировна. – Ял хуçалăхĕнче механизаторсем вышкайсăр пысăк ĕç тунине сăнаса пурăнса чи малтан хурçă ута пăхăнтаракан – тракторист – пулма ĕмĕт çуралчĕ. Пуçламăш классенче пире тĕлĕнмелле ăста вĕрентекен – Михаил Фёдорович Тарасов – пĕлӳ пачĕ. Унăн асамлă маçтăрлăхĕ пуçра тепĕр ĕмĕт çуратрĕ – вĕрентекен пулас туртăм тымар ячĕ. 1974 çулта хамăр класри çичĕ хĕр тантăш лайăх паллăсемпе сакăр класс пĕтертĕмĕр те вĕрентӳ тытăмĕн тĕнчине çул тытрăмăр: иккĕн – Çинкĕле, иккĕн – Течче, иккĕн – Канаша, эпĕ – Хусана.
Ирина Яфаркина Хусан педагогика училищинче çăмăллăн, лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать.
- Пĕрремĕш курсра пĕрремĕш экзаменах «5» паллăлăх патăм. Обществăлла мероприятисене ертсе пыраттăм, юрлаттăм, ташлаттăм, сăвăсем вулаттăм… Ушкăн чунĕ пулнă темелле. Пирĕн ушкăна ыттисенчен аван енĕпе çеç палăрса тăнăран Ульяновска тата ытти хуласене канма, курса çӳреме яратчĕç. Спортпа питĕ туслăччĕ, - паллаштарать ентешĕмĕр студент çулĕсенчи пурнăçĕпе.
1974-1978 çулсем уншăн, паллах, çăмăлах пулман. Уйрăмах пĕрремĕш çул. Вăл темиçе хутчен вĕренĕве татма та шухăшланă. Тăван тăрăх илемлĕхĕ, ашшĕ-амăшĕн тараватлăхĕ магнит пек каялла туртнă. Тăваттăмĕш курсра вĕреннĕ чухне ашшĕ рак чирĕпе аптраса çут тĕнчерен уйрăлать.
- Диплом илсенех Пăвари ронона вĕçтертĕм. Пуçлăхĕ, Н.Г.Малышев, манăн хуйха ăнланса хамăр района ĕçлеме яма ыйтса училищĕне заявлени çырчĕ. Çапла майпа Шемекре пуçламăш классене вĕрентме тытăнтăм. Аннене те юлташ, пулăшакан тупăнчĕ, - асаилӳ çăмхине сӳтет Ирина Владимировна.
И.В.Яфаркина 1979 çулта Çĕнĕ Мертлĕ çамрăкне Николай Васильевич Мещанова качча каять.
- Кӳршĕ хĕрĕ Çĕнĕ Мертлĕ ялне качча кайрĕ. Эпĕ хĕр çумми пултăм. Туйра ман çума пĕр ӳсĕр каччă çыпçăнчĕ. Унăн юлташĕнчен, айккинче сăпайлăн сăнаса тăраканскертен, пулăшу ыйтрăм. Пулăшрĕ. Каярахпа ăна ташша чĕнтĕм. Ташларăмăр. Коля ятлă иккен. Туртмасть. Ĕçмест. Хăйне питĕ тирпейлĕ тытать. Калаçу çыхăнăвĕ çирĕпленсе пычĕ. Пирĕн яла ман пата çӳреме тытăнчĕ. Пĕр-пĕрне юратнине туйса илтĕмĕр - каласа парать ентешĕмĕр.
Ирина савнийĕ тинĕс çӳрев училищинче пĕлӳ илнĕ. Германире ятарлă çарта хĕсметре пулнă.
1980 çулта çемье пысăкланать – Игорь çуралать. Вăл Çинкĕлте повара вĕренсе тухнă. Чукун çул тытăмĕнче вăй хурать. Унăн мăшăрĕ – Наташа – пăянамăшпе пĕр шкултах ĕçлет. Вăл та пуçламăш классене вĕрентет. Хĕрĕ – Ангелина – амăшĕ вĕрентекен иккĕмĕш класра пĕлӳ илет.
1981 çулта Мещановсем Ульяновска куçса килеççĕ. Ирина Владимировна 1989 çулччен ача пахчинче ĕçлет. Çав çулах 46-мĕш шкула куçать те паянччен унта вăй хурать.
1990 çулта çут тĕнчене иккĕмĕш ывăл – Илья – килет. Вăл – усламçă. Авланман-ха.
- Чăвашлăх туйăмĕ ман чĕререн тухман. Виçĕ çул каялла мана шкул ертӳçисем чăваш чĕлхи кружокне йĕркелесе яма сĕнчĕç. Хаваспах килĕшрĕм, анчах мĕнрен тытăнмаллине те пĕлместĕп. Нимĕнле методика, вĕрентӳ литератури те çук. Килте чăвашла мĕнле литература пур, веçех шкула илсе кайма тытăнтăм. Ашшĕ-амăшĕпе нумай ĕçлерĕм. Ушкăнра паян çичĕ ача. Çиччĕш те чăваш чĕлхине вĕренессишĕн çунаççĕ. Майĕпен Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăвашлăха туйма пуçларăм. Илья ывăлăм улттăмĕш класра вĕреннĕ чухне вĕренӳ министерстви ирттерекен сочиненисен конкурсне хутшăнса 2-мĕш вырăн йышăнчĕ. Кăçал ман вĕренекен – Мария Ямщикова - «Путене» конкурсра юрласа виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Пăр тапранчĕ темелле, - савăнсах каласа парать Ирина Владимировна.
И.В.Мещанова нумай нациллĕ 46-мĕш шкулта – Чукун çул районĕнче пурăнакан чăваш халăхĕн элчи. Вăл ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе, çав вăхăтрах хăйне тытма пĕлекен пултарулăхĕпе, халăх умĕнче сăмах калама пултаракан маçтăрлăхĕпе ĕçтешĕсенчен уйрăлса тăрать. Шкул ертӳçисем ытти вĕрентекенсене унран тĕслĕх илме сĕнеççĕ. Вăл пĕр-пĕр мероприятире сăвă е прозăлла сăвă вуланă чухне итлесе ларакансен куçĕсем шывланаççĕ. Хăй класĕнче вĕренекен шăпăрлансемшĕн вăл – пăхса, итлесе тăранайми вĕрентекен, иккĕмĕш амăшĕ.
Ентешĕмĕрĕн чунне, пĕтĕм пурнăçне чăвашлăх туйăмĕ, чĕлхи ăшăтса тата хавхалантарса тăни куçкĕрет. Ахальтен мар ăна вĕренӳ министерстви Хисеп хучĕсем парса чысланă.
 
 
Ульяновск хули.
 
: 1020, Хаçат: 51 (1195), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: