Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
РФ наци вĕренӳ никĕсĕнче çапла палăртнă: вĕренӳ тытăмĕ халăхсен ăруран ăрăва куçса пыракан йăли-йĕркине, этеплĕхне çĕнетсе аталантарма, анлă сарма, Раççей халăхĕсен культура никĕсĕ çинче çамрăксене воспитани пама майсем уçать.
Халăх педагогикин чи çивĕч ыйтăвĕсене монографи ярăмĕн авторĕ Г.Н. Волков ăсчах нумай тĕпченĕ. «Этнопедагогика» ăнлава педагогика ăслăлăхне кĕртекенĕ те вăлах. Этнопедагогика, ун шучĕпе, çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçре халăх опытне туллин уçса паракан уйрăм дисциплина.
Кашни халăх хăй пултарулăхне тĕпчесе чи пахине, чи хаклине тĕнче культурине хывать. Кашни халăхăн хăйĕн ытарайми мерченĕ пур. Халăх пултарулăхне тĕпченĕ май этнопедагогика ăна çĕнетсе аталантарма пулăшать.
Халăх педагогикин ачасемпе çыхăнса ĕçлеме мĕнле майсем пулмалла-ха?
Наци йăли-йĕрки ӳсекен ăрăва яланах витĕмлĕх кӳнĕ. Этнопедагогика ачасене вĕрентес ĕç опытне тĕпчет, хальхи вăхăтри педагогика мелĕсемпе çыхăнтарса çĕнĕлле воспитани памалли çулсене шырать, халăхсен воспитани опытне шута илсе педагогика ăслăлăхĕнче усă курать, халăх пурнăçĕнчи тапхăрсене тишкерсе хальхи вăхăта юрăхлисене суйласа илет.
Этнопедагогика кивĕ йăласене тĕплĕн тишкерет, çамрăксене тулли воспитани парас ĕçе çĕнĕ йăласемпе пуянлатать. Ку наука практика çине таянса ĕçлет. Вĕрентекене – несĕлĕмĕрсен-чен куçса пыракан халăх вĕрентĕвĕпе, ашшĕ-амăшне – лайăх çемьесен тĕслĕхĕпе усă курма, ӳсекен ăрăва – мĕнпур халăхсен наци тивĕçне хакласа харпăр ăнлава çирĕплетме сĕнет.
Пĕтĕмлетӳ тусан шкул умне çакăн пек тĕллевсем тухса тăраççĕ: йăлана кĕнĕ воспитани культурине çĕнетсе аталантармалла тата вĕрентӳпе воспитани ĕçĕнче халăх вĕрентĕвĕпе усă курмалла.
Нумай нациллĕ шкулсенче халăхсен культурисене вĕрентес ĕç ытларах кружоксемпе факультативсем урлă иртет. Вĕрентекенсем ача мĕнле çемьерен, мĕнле наци çынни пулнине, чĕлхене мĕнле шайра пĕлнине шута илеççĕ. Вĕренӳре халăх поэзине, кĕвви-юррине, вăййисемпе халăх сăмахлăхне тĕпе хураççĕ, ĕлĕк-авал пирĕн асатте-асанне мĕнле уявсем ирттернине каласа параççĕ. Ĕлĕкхи çинчен кăна мар, хальхи вăхăтри поэтсемпе писательсен, композиторсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ.
Вĕрентекенĕн тӳпи пĕчĕк мар вĕренӳ ĕçĕнче. Вăл халăх культурине ăруран ăрăва куçарма пулăшакан. Вăл халăх этеплĕхне ачасем патне тĕрлĕ майсемпе çитерет: калаçусемпе вулавсем, уявсем, вăйăсем, ал ĕçĕсен куравĕсем, конкурссемпе фестивальсем урлă тата ытти те.
Пĕр-пĕр халăхăн культурипе паллаштарнă чух вĕрентекен ытти халăхсеннипе те çыхăнтарать. Чăваш литератури вырăс литературипе тачă çыхăнса тăрать. Литература аталанăвĕн тĕрлĕ тапхăрĕсем тăрăх ачасем вырăс тата чăваш халăхĕсен историне пĕлеççĕ, уйрăмлăхсене палăртаççĕ.
Кашни халăх хăйĕн культурине, чĕлхине, йăли-йĕркине сыхласа хăварас тĕллевпе пурăнать. Çавăнпа та вĕрентекенпе ашшĕ-амăшĕ хушшинчи çыхăну вĕренӳ ĕçĕнче питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Этнопедагогикăн татса памалли ыйтусем сахал мар. Чи çивĕччисем: çемье педагогики, пĕтĕм тĕнчери халăхсен сăмахлăхне (каларăшсемпе ваттисен сăмахĕсем, сутмалли юмах), вĕсен пĕлтерĕшне тата халăх ăс-хакăлне ӳсекен ăру патне çитересси.
 
: 892, Хаçат: 51 (1195), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: