Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскри 17-мĕш номерлĕ «Содружество» вулавăшра Лидия Фёдоровнапа Светлана Григорьевна Ярославскаясем кăларнă «Наши помощники в лесных делах» кĕнекен хăтлавĕ иртрĕ.
Мероприятие вырăнти чăваш таврапĕлӳçисем, вĕрентекенсем, çыравçăсем, Ульяновскри иккĕмĕш номерлĕ ачасен пултарулăх çурчĕн педагогĕсемпе вĕренекенĕсем, Майна районĕнчи Чӳрекел шкулĕн вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем, ашшĕ-амăшĕ хутшăнчĕç.
-Тĕлĕнмелле кĕнеке пухса хатĕрлесе кăларнă авторсем. Вĕсенчен пĕри – пурнăçĕнче педагогика ĕçне 50 çул панă, РФ тава тивĕçлĕ учителĕ, Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ, облаçри «Çулталăк вĕрентӳçи» конкурс çĕнтерӳçи, Хисеплĕ таврапĕлӳçĕ, ĕç ветеранĕ, облаçри «Материнская слава» Хисеп кĕнекине кĕртнĕ Л.Ф. Ярославская. Соавторĕ – унăн хĕрĕ, Ульяновскри 2-мĕш номерлĕ ачасен пултарулăх центрĕн информаципе методика уйрăмĕн заведующийĕ, педагогика наукисен кандидачĕ С.Г. Ярославская.
Çĕр çинчи пурнăçа малалла тăсас тесен пирĕн ăна сыхламалла. Анчах эпир çакна ăнланасшăн мар. Çĕр чăмăрне экологи катастрофи хăратса тăнă вăхăтра ачасене чĕр чунсене, тавралăха, çут çанталăка юратма, сыхлама, таса тытма вĕрентни çав тери кирлĕ. Çак тивĕçе Лидия Ярославская туллин пурнăçлать. Кĕнекен тепĕр пысăк пĕлтерĕшĕ – ачасене аслисемпе тан ăслăлăх ĕçне явăçтарни. Çак кĕнекене те эсир хăвăр шутăртан кăларнă. Тавтапуç сире, - терĕ вулавăш заведующийĕ Ольга Алькина.
-Таврапĕлӳ ĕçĕпе эпĕ 20 çул ытла хавхаланса пурăнатăп. Çавăн чухлех ачасене тăван чĕлхепе литературăна, культурăна юратма хăнăхтаратăп. Кĕнеке – çак тапхăрăн пĕтĕмлетĕвĕ. Хамăн ĕç опычĕпе тăван чĕлхене вĕренни вырăс чĕлхине ăса хывма кансĕрлет текен сиенлĕ шухăша сивлерĕм, тĕрĕс маррине çирĕплетрĕм. Пирĕн ачасем вырăсла та, чăвашла та аван пĕлеççĕ, тĕнчери, Раççейри, Атăлçи федераллă округри, регионти тĕрлĕ конкурссене хутшăнса малти вырăнсем çĕнсе илеççĕ. Вĕсен ĕçĕсем облаçри «Канаш», Майна районĕнче, Раççейри «Лесные вести» хаçатсенче, «Муравейник» журналта кун çути кураççĕ. Çак кĕнекери материалсенчен ытларахăшĕ те унччен пичетленнĕ. Анчах ачасене малашне те çаплах ĕçлеме хавхалантарас, вĕсем çырнине ĕмĕрлĕхе сыхласа хăварас тесе пĕр кĕнекене пухрăмăр, - паллаштарчĕ ĕçĕпе автор.
Учительсен пĕлĕвне ӳстерекен институтри наци кабинечĕн методисчĕ В.А.Архипова Лидия Ярославскаян ĕçĕ яланах кăтартуллă пулнине каларĕ.
-Кун пек кĕнеке хальччен пĕр шкулта та кăларман. Илемлĕхе курма пĕлекен вĕрентӳçĕ ачасене те çакнах хăнăхтарать. Чӳрекел шкулĕн вĕрентӳçисем те, унти ачасемпе ашшĕ-амăшĕ те тулли чĕреллĕ. Вĕсен ĕçĕ кĕнекере курăнать, - терĕ.
Облаçри чăваш таврапĕлӳçисен ертӳçи Николай Казаков çак кĕнеке тухни Раççейре вăрман хуçалăхне туса хунăранпа 310 çул çитнипе тачă çыхăннине, Чӳрекелĕнчи таврапĕлӳçĕсем лайăх ĕçленине палăртрĕ. Хальхи вăхăтра – лесничествăсене пĕтереççĕ, лесниксем çук, вăрмана харпăрлăха сутаççĕ – çавăнпа тавралăха упрама вĕрентни çав тери кирлĕ.
УОЧНКА председателĕ Владимир Сваев, Л.Ф.Ярославскаяпа облаçри мĕнпур чăваш мăнаçланнине, унран эпир пурте ĕçлеме вĕреннине каларĕ. Ачасене ырă çулпа илсе пынăшăн тав турĕ.
«Канаш» хаçатăн информаци пайĕн заведующийĕ Елена Мустаева Чӳрекел шкулĕ облаçри чăваш хаçачĕпе тачă çыхăну тытакан пĕртен-пĕр шкул пулнине палăртрĕ.
-Хаçатра ĕçлекенсем сирĕн шкулти ачасен ячĕсене, вĕсен почеркĕсене те пĕлеççĕ. Тавралăха, çут çанталăка юратнине эпир вĕсен хайлавĕсенче вуласа киленетпĕр, çырура епле илемлĕ сăмахсемпе усă курнинчен, ăслă пĕтĕмлетӳсем тума пĕлнинчен тĕлĕнетпĕр. Сирĕн пек вĕрентекенсем пулсан чăваш чĕлхи янрама, чăваш çырулăхĕ аталанма чарăнмĕ. Кĕнеке кăларни – сирĕн пысăк ĕçĕрти çĕнĕ тапхăр. Юлашки ан пултăр, хавхалану сирте те, ачасенче те тапсах тăтăр, - терĕ.
Мероприятие хутшăнакансем ачасен «Живи, родник, живи» тĕпчев ĕçĕн хăтлавĕпе те паллашрĕç.
Вулавăшри уява ачасем илем кӳчĕç. Иккĕмĕш номерлĕ пултарулăх центрне çӳрекенсем (саккăрăн), Чӳрекел шкулĕн хастар вĕренекенĕсем Алёна Волынщикова, Ангелина Белова, Алёна Белова, Люба Сультеева кĕнекене кĕнĕ çут çанталăк çинчен çырнă сăвăсене пăхмасăр каласа пачĕç, Майнăран килсе çитнĕ Настя Стругалёва, Валерия Калина, Полина Ярославская ташласа, юрласа, хăйсем çырнă сăвăсене каласа пачĕç, Марта Волынщикова юратнă вĕрентӳçине чăваш юрри парнелерĕ. Юлашкинчен хăнасемпе хăтлава йĕркелекенсем пурте пĕрле «Илемлĕ чăваш чĕлхи» юрра шăрантарчĕç. Уяв сĕтел хушшинче чей ĕçсе шăкăл-шăкăл калаçса ларнипе вĕçленчĕ. Лидия Фёдоровна кĕнеке хăтлавне йĕркеленĕшĕн, унпа пĕрле савăнăçне пайлама вулавăша килсе çитнĕшĕн пурне те тав турĕ.
 
: 786, Хаçат: 51 (1195), Категори: презентаци

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: