Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Юлашки çулсенче Мелекесс районĕнчи Эврел ялĕнче пĕр уяв йăлана кĕчĕ: çу варринче чăваш ялĕн уявĕ иртет. Ял халăхне çак уява “Телей” юрă ушкăнĕн артисчĕсемпе вĕсен пултарулăх ертӳçи Пётр Михайлович Улюкин парнелеççĕ. Вĕсене пулăшакансем те пур – ялти хастарсем.
Халăхĕн вăйĕпе Çĕнтерӳ 66 çул тултарнине халалласа ял варринчи кӳлĕ хĕррине вăрçăра вилнисене чысласа палăкпа мемориал хăми уçнă. Вăрçă хирĕнче пуçне хунă кашни хушамата çырнă унта. Çулла вара вăрçăран Çĕнтерӳпе таврăннисене халалланă картлашкаллă стена та туса лартнă.
Палăк умне артистсем пысăках мар сцена вырнаçтарнă, тенкелсем лартнă. Уçă сывлăшри, тӳпе айĕнчи мемориал-клуб пулчĕ те. Çакăнта уяв иртрĕ.
Уява Любовь Артамонова сăмах каласа уçрĕ, УОЧНКА председательне Владимир Сваева сăмах пачĕ. “Укçашăн мар, халăхшăн чунпа ĕçлесен кăна чăваш культурипе йăли-йĕркине сыхласа хăварма пулать”,- терĕ вăл. Ял хастарĕсене – А.В.Кокряшкина, В.Д.Борисова, Г.А.Борисова, В.П.Глухова, В.А.Тойгильдина, А.Н.Ефимова, А.П.Аранова, О.А.Ендураева, С.Л.Беспалова УОЧНКА Хисеп грамотипе чысларĕ.
Концерт программине Димитровградри “Савăнăç” халăх ушкăнĕн, Эврел “Телей” юрă ушкăнĕ, Тури Кассинчи Т.А. Хветте ертсе пыракан трио, Çĕнĕ Майнăри Марийăпа Николай Тимирзиновсем юрлани куракансен кăмăлне кайрĕ. Кӳлĕ çийĕн чăваш юрри ян янрарĕ. Эврелсем хăйсен ял ансамбльне чунтан юратни сисĕнчĕ. “Нихăçан та вĕсене итлесе тăранаймастăп. Ман аннен юррисене юрлаççĕ вĕсем”,- терĕ курса ларакансенчен пĕри, çулланнă хĕрарăм.
Çакăн пек уявсем ял халăхĕн кăмăлне çĕклеççĕ, чăваша вырăсланса каясран упраççĕ. Ахальтен мар уява çулталăк çурăри Кирилл Улюкин та пынăччĕ. Кăтра шурă çӳçлĕ арçын ача тăван çĕр çине урипе тăн-тăн пусса утать, тавралăха куçне чарса сăнать. Чăн-чăн тĕпчĕк! Чăн-чăн чăваш утать чăваш çĕрĕпе!
 
 
: 1003, Хаçат: 36 (1128), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: