Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раштавăн 6-9-мĕшĕсенче Самар хулинче «Волна успеха» ятпа ачасен пĕтĕм Раççейри виççĕмĕш конкурс-фестивалĕ иртнĕ. Унта Димитровградри «Соловушки» юрă ушкăнĕ хутшăнса 1-мĕш степеньлĕ лауреат ятне çĕнсе илнĕ. Ертӳçи – ăста специалист, 1-мĕш номерлĕ ачасен ӳнер шкул хорĕн ертӳçи –Светлана Кочнева.
Кĕске справка: «Соловушки ушкăн 2004 çулта чăмăртаннă. 2009 çулта «Халăх ушкăнĕ» ята хӳтĕленĕ. Пĕтĕм Раççей тата Пĕтĕм тĕнчери конкурссене хутшăнса нумай хутчен лауреат тата дипломант пулнă.
Самарти конкурсра 10-22 çулхи ултă хĕр юрланă: Анна Абрамова, Елена Маркелова, Анастасия Кулакова, Ксения Клевайчук, Екатерина Клевайчук тата Влада Симукова. Хĕрсем хăйсен ăсталăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Унсăр пуçне Алёна Абрамова кĕçĕн ушкăнри ачасен хушшинче пĕччен юрлассипе ăмăртнă. «Кăвик кăвакарчăн» юрăпа вăл 2-мĕш степеньлĕ лауреат пулса тăнă.
Конкурс хыççăн çавра сĕтел иртнĕ. Жюри шăпчăксене мухтанă, 2013 çулхи июль уйăхĕнче Туапсе хулинче иртекен гала-концерта пыма чĕннĕ.
Светлана Геннадьевна каланă тăрăх, проект çулталăка тăсăлмалла. Унăн тĕллевĕ – çамрăк талантсене тупса палăртасси. Димитровград шăпчăкĕсем çакăн шайлă конкурса пĕлтĕр те хутшăннă, çĕнтерӳçĕ ятне çĕнсе илсе гала-концерта хутшăнма ирĕк илнĕ. Укçа-тенкĕ тупайманнипе унта каяйман. Ку хутĕнче кайма май тупса хăйсен пултарулăхне кăтартас кăмăлĕсем питĕ пысăк шăпчăксен.
Самар хулине çитсе килме вĕсене укçа-тенкĕпе Димитровградри культурăпа ӳнер управленийĕн пуçлăхĕ И.Н. Ширяева, облаçри тутарсен наципе культура автономин вырăнти уйрăмĕн ертӳçи Ф.Ф. Халиуллин, облаçри чăвашсен наципе культура автономин вырăнти уйрăмĕн ертӳçи В.В. Киргизова, 19-мĕш шкулти социокультура центрĕн директорĕ Г.Г. Лямасова тата юрăçсен ашшĕ-амăшĕ пулăшнă. Светлана Геннадьевна конкурса кайма пулăшакансене пурне те чĕререн тав тăвать.
 
: 938, Хаçат: 51 (1195), Категори: Конкурс

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: