Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăвашсен вĕри чĕреллĕ поэчĕ Çеçпĕл Мишши чĕнсе каланă «Чăваш ачи, сассуна пар!» сăмахсемпе пуçларĕç облаçри ача-пăча фестивальне Алёна Карсакова тата Екатерина Артемьева ертӳçĕсем. Фестиваль Анат Террасăри «1 Мая» Культура çуртĕнче иртрĕ. Йĕркелекенĕсем – облаçри Халăх культура центрĕ тата Наци культурисене çĕнетсе аталантаракан центр филиалĕ. 100 ытла ача хутшăнма кăмăл тунă кăçалхи фестивале.
 
УОЧНКА ертӳçи Владимир Сваев, облаçри вĕрентӳ министерствин тĕп специалисчĕ Федосия Улендеева сăмах каларĕç.
-Облаçра «Чăваш ачи, сассуна пар!» ятпа фестиваль нумай çул иртет. Çак хушăра вăл пур енĕпе те хăватланни курăнать: юрă ăсталăхĕпе те, капăр тумĕпе те, чĕвĕлти чĕлхипе те. Кунта, паллах, ашшĕ-амăшĕн, вĕрентекенсен тӳпи питĕ пысăк. - терĕ Владимир Ильич артистсене ăнăçу сунса.
-Ача-пăча уявĕсенче çакăн пек капăр тумлă, маттур ачасене курсан манăн чĕре савăнăçпа тулать. Фестиваль шайĕ çулран-çул ӳссе пыни куçкĕретех. Тавтапуç сире, çак ĕçре вăй хуракансем! - терĕ Федосия Тимофеевна малашне те пĕрле ĕçлеме хавхалантарса.
Фестиваль ташă-юрăпа çиçрĕ, кĕрлерĕ. Жюри членĕсем: В.И. Сваев, Ф.Т. Улендеева, учительсен пĕлĕвне ӳстерекен институтăн наци кабинечĕн методисчĕ В.А. Архипова, «Атăл» ташă ушкăнĕн хореографĕ Д. В. Ионова, сăвăç тата композитор В.Н.Игнатьева-Тарав ат, пуçламăш классене вĕрентекен С.Н. Трубочникова, 64-мĕш шкулти Культура центрĕн хореографĕ Е.В. Лашманова артистсен пултарулăхне хакларĕç. Кăçалхи фестивале çĕнĕлĕх кĕртнĕ: çĕнтерӳçĕсене 1,2,3- мĕш вырăнсем памарĕç, икĕ çул ӳсĕмĕ çине пайласа кашни ушкăнра тăватшар 1-мĕш степеньлĕ диплом парса чысларĕç.
Кĕçĕн ӳсĕмрисенчен 1-мĕш степеньлĕ диплома çаксем тивĕçрĕç:
«Колорит» (ертӳçи С. Ильдейкина) тата «Милана» (ертӳçи С.Чернова) ташă ушкăнĕсем, пĕччен юрлассипе – Ксения Ендиярова (хатĕрлекенĕ – С. Кудряшова), «Чи капăр чăваш тумĕ» номинаципе – Оля Крыш тата Екатерина Столярова (хатĕрлекенĕ – Т.Топтыгина) палăрчĕç, «Куракансем кăмăллакан юрăç» парнине Мария Ямщиковапа Юрий Ярускина (ертӳçи – Н. Ямщикова) пачĕç.
Аслă ӳсĕмрисенчен: пĕччен юрлассипе – Екатерина Карамзина (УлППУ студентки), Анастасия Кисамеева (хатĕрлекенĕ Е.Романова), Артём Соколов (УлППУ студенчĕ) тата Регина Павлова (хатĕрлекенĕ – Г.Никитина) çĕнсе илчĕç. "Чи лайăх костюм" номинаципе Людмила Белова (хатĕрлекенĕсем – Вячеслав тата Полина Конюховсем) палăрчĕ. «Куракансем кăмăллакан юрăç» диплома Людмила Белова (хатĕрлекенĕ – В.Конюхов), Евгений Шепелев (ертӳçи Е. Краснова) тата «Провинциальные танцы» ушкăн (ертӳçи – Е.Масленикова) çĕнсе илчĕç.
«Фестивале хутшăннă-шăн» диплома Алиса Албутова (ертӳçи С.Лямин), Çĕнĕ Улхаш шкулĕн юрă ушкăнĕ, Анастасия Садюхина, Надежда Садюхина (хатĕрлекенĕ С.Кудряшова), «Дети солнца» ташă ушкăнĕ (ертӳçи П.Конюхова), «Соловушки» юрă ушкăнĕ (ертӳçи Е.Краснова), Анна тата Елена Сошниковасем (хатĕрлекенĕ Т.Храмова), Анастасия Саиткина, Светлана Кадукова, Екатерина Шурыгина юрăçсем (хатĕрлекенĕ Т.Шмаранова), Димитровградран килнĕ ташă ушкăнĕ (хатĕрлекенĕ М.Сказкоподателева), Кивĕ Улхаш шкулĕнчен килнĕ ташă ушкăнĕ (ертӳçи С. Яргункина), Зоя Никифорова тата Денис Спиридонов (ертӳçи М. Спиридонова), Ольгана Берёза (ертӳçи С.Данилова), Анита Ермолаева (ертӳçи Т.Судакова), Евгения Фролова (хатĕрлекенĕ Р. Волкова), «Роза ветров» юрă ушкăнĕ (ертӳçи И.Павлова), Алёна Майрабеева (ертӳçи Г. Сергеева), Вера Павлова (ертӳçи Т. Муллина), «Дети солнца» ташă ушкăнĕ (ертӳçи В.Конюхов), Нина Тихонова (УлППУ студентки), Ксения Артемьева тата Оксана Емелина (хатĕрлекенĕ В. Киргизова). Дипломсăр пуçне кашни ача асăнмалăх парнене тата ăшă сăмахсене тивĕçрĕ. Артистсене хатĕрлекен вĕрентӳçĕсене те Тав хучĕсем парса чысларĕç.
Уйрăмах Çинкĕл районĕнчи Ялавăр шкулне мухтаса хăварас килет. Юрри-ташши те, тумĕсем те çӳлти шайра. Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Улхаш ачисем тăрăшни те куçкĕретех. Вĕсем тĕрлĕ номерсем хатĕрлесе килнĕ. Димитровград хулинчен килнĕ артистсен пултарулăхĕ те тивĕçлĕ шайра.
Мероприяти çитменлĕхсемсĕр пулмасть паллах. Куçа курăнаканни – сцена тĕттĕм пулни. Ун пек чух артистсем çине çутă пайăрки яраканччĕ. Ку хутĕнче çакна кĕтсе илеймерĕмĕр. Уява йĕркелекенсен малашне куна шута илмеллех.
 
: 1058, Хаçат: 51 (1195), Категори: Конкурс

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: