Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кам шутланă çак пĕчĕкскер пӳ-силлĕ, тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ чăваш хĕрарăмĕнче çав тери пысăк хавхалану, иксĕлми вăй-хал çăлкуç пек тапса тăрать тесе? Утмăл пилĕк çулта та вăл 45-46 çул каяллахи пек ачасене юратать, куллен ирпе шкула çӳрет, унри пултарас-тăрăшас кăмăлĕ çамрăксене ăмсантарать. Халăх çут ĕçĕн отличникĕ Валентина Исааковна Федотова мĕнпур пурнăçне вĕрентӳ ĕçне халалланă, Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Упамсар Культура çуртĕнче чылай çул ятлă-сумлă хора ертсе пынă.
Тăван ялĕнчи шкулта çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн чăваш юррине Турă вырăнне хуракан Валентина Федотова Ульяновскри культурăпа çутĕç училищине хор уйрăмне вĕренме кĕрет. 1965 çулта диплом илнĕ культура ĕçченне Мелекесс районĕнчи Тиинск клубне художество ертӳçи пулса ĕçлеме яраççĕ. Икĕ çултан пике тăван ялне таврăнать. Упамсар шкулĕнче физкультурăпа юрă урокĕсене илсе пырать. Юрă-кĕвĕ те, шкул ĕçĕ те ăна пĕр пек килĕшнине туйсан Валентина Исааковна Ульяновскри патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕрет. «Вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ» специальноçа суйласа илет. Çав хушăрах шкулта юратнă предметне ертсе пыма пуçлать.
1975 çулта харсăр, ĕçлеме пĕлекен, пур енĕпе те пултаракан вĕрентӳçе шкул директорне суйлаççĕ. «Вунă çул çак çăмăл мар лава туртрăм эп тăван шкулта, - терĕ Валентина Исааковна. - Шкула вутăпа хутса ăшăтаттăмăр. Каччă таврашĕпе туслашма вăхăт та çукчĕ. Организаци ыйтăвĕсем çивĕч тăратчĕç. Юрать, коллективра пĕр шухăшлисем, пулăшакансем нумайччĕ. Раиса Георгиевна Чернова ун чухне манăн вĕренӳ енĕпе ĕçлекен çумччĕ. 1986 çулта районти халăх вĕренĕвĕн пайĕн ертӳçи хистенипе Çĕнĕ Малăкла вăтам шкулне директор пулса ячĕç. Эп унта нумаях ĕçлеймерĕм. Икĕ çултан вăтăрти шăллăм мотоциклпа çапăнса вилнĕ хыççăн анне чирлесе ӳкрĕ. Операци хыççăн операци тӳссе ирттермелле пулчĕ, пĕр пӳрине касса илчĕç. Çĕнĕ Малăклари икĕ пӳлĕмлĕ хваттере пăрахса яла пулăшушăн тĕмсĕлнĕ аннепе аттене пăхма таврăнтăм. Вĕсем иккĕшĕ те Аслă вăрçă ветеранĕсемччĕ. Атте – Исаак Петрович, анне – Прасковья Константиновна вырăнпах выртса тăратчĕç. Пĕри 88 çулта, тепри 86-ра вилчĕ. Телее, тăван Упамсар шкулĕнчи вĕрентекенсен коллективĕ те мана ырă сунсах кĕтсе илчĕ. Вара çав кунтанпа хама пуçĕпех юратнă вĕренекенсене халалларăм».
Валентина Исааковна пурнăçне шкулпа çеç çыхăнтарса унăн пĕтĕмĕшле ĕçĕ-хĕлне пĕр айккăн çеç çутатнă пулăттăмăр. Вăл вăхăтра тĕнчипе кĕрленĕ Упамсар халăх хорне шăпах Валентина Федотова ертсе пынă.
– Ăçта кăна çӳремен-ши, мĕнле сцена çинчен кăна юрламан-ши эпир хамăр хорпа?-терĕ ун «тилхепине» шанчăклă тытнă хĕрарăм. – Художествăпа пултарулăх хорĕсем хушшинче пĕрре мар облаçри конкурс лауреачĕ пулса тăнă. 40 çын та çӳрерĕ пуль хора. Ял çыннисем фермăран, хиртен ĕçрен килĕсене таврăннă хыççăнах клуба репетицие пыратчĕç. Хорта дояркăсем, пăру, сысна пăхакансем юрлатчĕç. Арăмĕ те, упăшки те хора çӳрекен çемьесем йышлăччĕ: Черновсем, Губернаторовсем, Иванюковсем тата ыттисем те. Юрăçсенчен чылайăшĕ пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлчĕç ĕнтĕ. Сыввисемпе хушăран тĕл пулкалатпăр: Раиса Сиделева, Раиса Илендеева, Вера Лепёшкина, Николай Казаков, Ирина Иванюкова, Вениамин Лепёшкин тата ыттисемпе. Баянисчĕ Александр Илендеевччĕ. Шел, вăл питĕ ир вилчĕ. Хорсăр пуçне Культура çуртĕнче драмкружок ĕçлетчĕ. Ун ертӳçи – пултаруллă хĕрарăм Ольга Михайловна Илюнгиначчĕ. Вăл та ĕмĕрлĕхе куçне хупнăранпа пайтах пулать.
Тивĕçлĕ канăва кайсан пĕр хушă ĕçлемесĕр пурăнать Валентина Исааковна. Вăл вăхăтри Упамсар тулли мар вăтам шкул директорĕ Р.Г. Чернова шанчăклă тантăшне, хисеплĕ ветерана кичемлĕх авăрĕнчен кăларас шутпа шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлеме чĕнет. Кăçалхи вĕренӳ çулĕнче вара В.И.Федотова класĕнче тăхăр ача. Кунсерен ирхи саккăрпа вун пĕр сехетсем хушшинче ачасене вулама, çырма, шутлама вĕрентет вăл. «Эп вĕсен пĕрремĕш вĕрентӳçи те, канашçи те, тантăшĕ те, - терĕ Валентина Исааковна. - Пĕлтĕр облаçри шкул çулне çитмен ачасене вĕрентекенсен семинарĕнче ман хатĕрленӳ ушкăнĕнчи шăпăрлансем чăвашла юрласа савăнтарчĕç. Малашне эпир çĕнĕ чăваш юррисене тата нумай вĕренĕпĕр-ха. Вĕсемшĕн мĕнпур аванни – малашлăхра».
 
 
 
Çĕнĕ Малăкла районĕ,
Упамсар ялĕ.
 
: 1021, Хаçат: 51 (1195), Категори: Халах пултарулахе

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: