Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Мелекесс районĕнчи Эврелĕнче тĕлĕнмелле сапăр хĕрарăмпа паллашрăм. Ăна Зоя Петровна Петрюкова тесе чĕнеççĕ. Вăл хăйĕн пурнăçне ачасене вĕрентес ĕçе халалланă. РСФСР çутĕç министерствин Хисеплĕ грамотине тивĕçнĕ.1990 çултанпа тивĕçлĕ канура. Халĕ те усăллă ĕçсемпе аппаланать-ха пирĕн ентеш. «Краткая чувашская региональная энциклопедия» кĕнекен (редакторĕ Д.В. Кузьмин) икĕ томĕ тухсан Зоя Петровна ăна халăхра сарас ĕçе хастар хутшăнать. 10 кĕнеке туянса пĕрле вĕреннĕ тантăшĕсене тĕрлĕ çĕре ярса парать, парнелет.
-Эпĕ 85-ре кăна-ха,- шӳтпе тытăнчĕ калаçăвне Зоя Петровна.–Анне 95 çул пурăнчĕ. Ун çулне те çитĕп-и тен.
Вăр-вар-ха вĕрентӳçĕ ветеран. Вăл 1927 çулта Эврелĕнче çуралнă. Вăрçă тухнă çул çичĕ класс пĕтерсен Мелекесри ветеринари техникумне вĕренме кĕнĕ. Вĕрентӳçĕ пулас туртăм çапах çĕнтернĕ ăна. Вăл виççĕмĕш курса пăрахса Ульяновскри чăваш педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Акă мĕнлерех аса илет вăл çак манăçми шух вăхăтсене:
- Эпир общежитире пурăнаттăмăр. Хĕлле пӳлĕмсенче сивĕччĕ. Вырăн çителĕксĕр пулнипе пĕр кравать çинче икшерĕн çывăраттăмăр. Вăрçă пĕтсен пурнăç майĕпен çăмăлланчĕ. Столовăйра апатланаттăмăр, çăкăра карточкăпа паратчĕç. Пире, тĕттĕм ялсенчен килнĕскерсене, преподавательсем ăнланса, пĕлӳ тĕлĕшĕнчен те, тасалăхпа тирпейлĕх енĕпе те çӳллĕ шайра пулма вĕрентетчĕç. Эпĕ хора та çӳренĕ. Госпитальти салтаксем умĕнче юрлаттăмăр, облаçри театрсен сцени çине те тухнă. Эпĕ çак шкулта пĕлӳ илме пултарнипе мăнаçланатăп. Пĕрле вĕреннисем çинчен хаçатра вуласа савăнатăп, хăшĕ-пĕринпе халĕ те çыхăну тытатăп. А.М. Богатов пухса хатĕрленĕ «Воспитанники яковлевской школы» кĕнекен страницисене уçса ларнă май хамăрпа пĕрле вĕреннисен, преподавательсен сăн ӳкерчĕкĕсене тинкерсе пăхатăп. Темĕнччен вĕренӳ саманчĕсене аса илсе ларатăп. Мĕнлерех таса чунлă, кăмăлĕсемпе ырă учительсемччĕ ун чухне, - хаш сывласа аса илет вĕрентӳçĕ.
Училище пĕтерсен вăл Куйбышев облаçĕнчи Кушкă районĕнчи Ермаково тата Елшанка ялĕсенчи пуçламăш класс ачисене вĕрентнĕ.
-Ялĕ навус купи пек кăначчĕ,- аса илет Зоя Петровна. Тепĕр икĕ çултан, амăшĕн сывлăхĕ начарлансан, вăл Çĕнĕ Сахчана ĕçлеме куçать. Икĕ çул вĕрентсен ăна шкулăн заведующийне çирĕплетеççĕ. 43 çул вăй хурать çак шкулта.
Обществăлла ĕçсене те хастар пурнăçласа пынă вăл: 26 çул ял Канашĕн депутатĕнче, 28 çул –вырăнти парти организацин секретарĕнче.
Паллах, ĕç кăна пулман унăн пурнăçĕнче. Юрату саманчĕсем те чĕрене ыраттарнă. Унăн чунне шкулти военрук Сергей Петров çунтарнă. Шăпа унăн пурнăçне вăхăтсăр татман пулсан, тен, Зоя Петровнан пурнăçĕ тата илемлĕрех те туллирех пулнă пулĕччĕ. Шел, шăпи çапла килсе тухнă. Вĕрентӳçĕ чĕрине унтанпа урăх никам та çавăрайман. Вăл çав юратăва паянччен те упраса пурăнать.
Сахчара 43 çул пурăннă хыççăн вĕрентӳçĕ хăй çуралнă ялнех таврăнать, амăш килĕнче тĕпленет. Амăшĕ вилнĕренпе пĕчченех пурăнать. Тăванĕсем çук мар–ха унăн. Йăмăкĕ килсех çӳрет. Вăл та чăваш педучилищине пĕтернĕ.
- Манăн хам вĕреннĕ педучилищĕне питĕ кайса курас килет,- тет Зоя Петровна. -1968 çулта училище 100 çул, И.Я. Яковлев çуралнăранпа 120 çул тултарнă ятпа иртнĕ уявра пулнăччĕ. Çавăнтанпа кайман. Килес çул сывлăх пулсан И.Я. Яковлев çуралнăрапа 165 çул çитнĕ ятпа ирттернĕ уява кайса курас шухăш пур.
Зоя Петровна вунă çул ытла «Канаш» хаçата çырăнса илет. Киввисене вăл вучаха пăрахса çунтармасть, пĕр-пĕрин çумне çĕлесе пырать.
-Хаçат мана питĕ килĕшет. Çавăнпа та çĕнĕ хаçат килессе чăтăмсăр кĕтетĕп. Пуçласа вĕçне çити шĕкĕлчетĕп. Хăшĕ-пĕри ман пата хаçат шыраса килни те час-часах пулкалать. Хăйсем çамрăк, темшĕн çырăнмаççĕ?
 
: 924, Хаçат: 51 (1195), Категори: Чĕмпĕр чăваш шкулĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: