Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раççейĕн пĕр тĕлĕнмелле илемлĕ пĕчĕк кĕтесĕ – манăн тăван ялăм Чӳрекел – хурăнсемпе утмăл турат чечекĕсем хушшинче вырнаçнă. Кунта Тăван çĕршыва, тăван халăха, тăванĕсене чун-чĕререн юратнă ман мăн асаттесемпе асаннесем çуралса пурнăçне ирттернĕ.
Çĕр çинчи халăхсенчен сахалăшĕ ĕçе юратнине ытти юратупа пĕр рете тăратма пултарать. Чăвашсемшĕн çакăн пек пулнă пирĕн мăн асаттесем, пĕрремĕш вырăнта вĕсен çемье, çемьери йĕрке тата ĕç пулнă.
Эпĕ хамăн мăн асаттен ашшĕн (прапрадед) пиччĕшĕн – Игнатий Гаврилович Ульяновăн пурнăçĕпе паллаштарасшăн. Вăл 1878 çулта патша çарĕнче 20 çул службăра тăнă Гавриил Алексеевич Ульяновăн çемйинче çуралнă.
Гавриил Алексеевич пуян хресчен шутланнă. Раççейре крепосла правăна пĕтерсен унăн çĕр лаптăкĕ самай пысăк пулнă. Çитменнине, çемйи нумай ачаллă: виçĕ ывăл – Михаил, Игнатий, Семён тата виçĕ хĕр.
Пысăк хуçалăхра хут пĕлекен çын та кирлех тесе шутланă Гавриил Алексеевич. Çавăнпа та ывăлĕсене хутла вĕрентме тăрăшнă, вĕсем виççĕшĕ те чиркӳ прихут шкулĕнче икшер класс пĕтернĕ.
Игнатий пичче çемьери ытти ывăлĕсенчен вăйĕпе, çирĕп сывлăхĕпе, правурлăхĕпе уйрăлса тăнă. Вăл ашшĕнчен вăрттăн Чĕмпĕр хулине çитсе килнĕ, И.Я.Яковлев шкулне вĕренме кĕресшĕн пулнă, И.Я.Яковлевпа курса калаçнă.
Анчах ашшĕ ирĕк памасăр И.Я.Яковлев ачана вĕренме илме пултарайман. Ашшĕне вара килĕнче ĕçлекен кирлĕ пулнă. Çапла Игнатий пичче вĕренĕвне малалла тăсайман.
Манăн мăн асаттепе – Семёнпа – вĕсем Еделево чиркĕвне хăпартнă çĕре те хутшăннă. Çак чиркĕве вăрах вăхăт хушши таврари халăх кар тăрса пĕрле пухăнса тунине калаççĕ.
Гавриил Алексеевич ачисене темле хытă тытсан та Игнатие килĕнче хăварайман. Игнатий Донбасри шахтăна ĕçлеме тухса каять. Унтан Амур тăрăхĕнчи Зея юхан шывĕ çинче ылтăн çунă çĕрте ĕçлет, Китая та çитсе курать. Вăл вăхăтра Китай чикки уçă пулнă. Сакăр çул Çурçĕр Осетири Владикавказра пысăк усламçă – Ламакин патĕнче ĕçлесе пурăнать. Пуянăн предприятийĕнче çăнăх, кĕрпесем, çу туса кăларнă. Вăйлă та патвар Игнатие хуçа малтан тиесе пушатнă çĕре ĕçлеме илет. Каярахпа ăсне курса маçтăра лартать.
Ламакинăн виçĕ ывăл пулнă, вĕсем çар академийĕнче вĕреннĕ. Кĕçĕн ывăлĕпе Владимирпа Игнатий, пĕр çулхисем пулнă май, часах туслашаççĕ. Çак туслăх пиччене ХIХ ĕмĕрти 20-мĕш çулсенче питĕ пулăшать.
Игнатий пичче яла таврăнса илемлĕ хĕре Анастасия Матвеевна Ульянована качча илет. Вĕсен пĕрин хыççăн тепри ачасем çуралаççĕ: Кузьмапа Егор (1908 ç.), Прасковья (1910 ç.), Павăл (1916 ç.), Евдокия (1918 ç.). Анчах çемьене кĕçех пысăк хуйхă килсе çапать: мăшăрĕ Анастасия çĕре кĕрет. Игнатий пиччен тепĕр хут авланма тивет. Вăл пĕр ачаллă (Варвара хĕрĕ пулнă) Перасковья Терентьевана качча илет. Çĕнĕ çемьере те ачасем çуралаççĕ: Иван (1926), Николай (1928), Владимир (1930), Федосия (1933).
Пĕрремĕш тĕнче вăрçи тапрансан Игнатие вăрçа илеççĕ. Унта вăл аманать, çавăнпа килне яраççĕ.
1920 çул çитет. Çĕршывра выçлăх хуçаланать. Пĕррехинче Игнатийпе ялти темиçе арçын пĕрле пухăнса (ун чухне пĕчченшерĕн çӳреме хăранă, вăрă-хурах çаратнă, вĕлернĕ) Сартунккана пасара кайнă. Пуш уйăхĕнче кăшт тырă сутса çĕр ĕçне тумалли хатĕр-хĕтĕр туянма шутланă вĕсем. Игнатийĕн лаши патвар пулнă, ыттисен – начаркка. Пĕр хĕрлĕ армеец пынă та Игнатийĕн лашине туртса илнĕ. Тĕрĕс мар хăтланни çинчен никама та каласа парайман вăл вăхăтра. Çапла Игнатий пичче ирĕксĕрех лаша вырăнне хăй кӳлĕнет те яла уттарать. Çул çывăх мар, Чӳрекелне çитме 25 çухрăм.
Тепĕр кунне Игнатий каялла Сартунккана каять. Вăл лашасем ăçта тăнине шыраса тупма хăтланать. Ăнсăртран Владимир Ламакина тĕл пулать. Вăл Хĕрлĕ çар офицерĕ иккен. Ламакинсен виçĕ ывăлĕ те Хĕрлĕ çарта пулнă. Игнатие лашана каялла тавăрса параççĕ. Çитменнине, Ламакин тата Игнатий Гавриилович Ульяновăн лашине никамăн та туртса илме юрамасть тесе хут çырса парать.
30-мĕш çулсем çитеççĕ. Ульяновсен лашине те туртса илеççĕ, хуçалăхне те салатаççĕ, çемйине Пушкăрта ăсатаççĕ.
Çапла Игнатий Ульяновăн пысăк çемйин ирĕксĕрех ялтан тухса кайма тивет. Телее, вĕсем «Зингер» çĕвĕ машинине сыхласа хăварма пултараççĕ. Аслă ывăлĕ Кузьма унпа сăран атăсем, курткăсем çĕлет, çемьене малтанхи вăхăтсенче выçса вилесрен çăлать. Ĕçшĕн вĕсене апат-çимĕç е çи-пуç, пушмак панă.
1938 çулта Ульяновсем Пушкăртран Оренбург тăрăхне куçаççĕ. 1940 çулта Павăла çара илеççĕ, Кузьмана – 1941 çулхи авăн уйăхĕнче, Ивана – 1943 çулта. Кузьман ку вăхăта тăватă ача пулнă ĕнтĕ – Александра (1930), Валентина (1933), Владимир (1936), Зинаида (1939).
Игнатийĕн ывăлĕ Егор вăрçă вăхăтĕнче Сарă Ту хулинче çар заводĕнче ĕçленĕ, çавăнпа ăна фронта илмен.
Вăрçă вăхăтĕнче Игнатий пичче кăçатă йăвалакан эртел йĕркеленĕ, вĕсене салтаксем валли ярса тăнă.
 
 
Майна районĕ,
Чӳрекел ялĕ.
 
: 905, Хаçат: 51 (1195), Категори: Ульяновск облаce

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: