Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Эпир мăшăрланнăранпа иккĕмĕш çул кăна-ха. Пĕрре упăшка мана паллашиччен унăн юратнă хĕрарăмĕ пурри пирки пĕлтерчĕ. Эпĕ вара йăлтах тĕплĕн ыйтса пĕлтĕм. Мăшăрăм ун пирки маннăччĕ ĕнтĕ, хушаматне те аран аса илчĕ. Анчах калаçу ман чĕрере тарăн йĕр хăварчĕ. Эпĕ социаллă сетьре çав хĕрарăмăн страницине уçрăм. Сăн ӳкерчĕкĕсене пăхрăм. Илĕртӳллĕ кĕлеткеллĕ, илемлĕ пике. Ирĕксĕрех ăна хампа танлаштартăм. Çулталăк ытла ĕнтĕ эпĕ унăн пурнăçне сăнатăп. Танлаштаратăп, пăшăрханатăп, унтан каллех ун пирки хыпар шыратăп, татах кулянатăп.
Упăшка халĕ унăн ятне те астумасть пулĕ, урамра курсан та паллаймĕ. Эпĕ вара ун пирки йăлтах пĕлетĕп. Халь те качча кайман-ха вăл, йытă туяннă. Унăн страницине тек кĕместĕп тесе хама темиçе хутчен сăмах та патăм, анчах тӳсейместĕп. Темиçе кун иртет те – каллех хыпар шыратăп.
Анна Н.
Упăшкапа савăнса, хĕпĕртесе пурăнас вырăнне эсир хăвăр валли кулянмалли шыратăр: хăвăра тепринпе танлаштаратăр, шикленетĕр, хăвăра тепĕр хĕрарăмран кая хуратăр. Иртни сирĕн телее аркатма пултарасси пăшăрхантарать-и? Халь сире çав чиперккен пурнăçĕ упăшкăрăннипе пĕрре те çыхăнманнине çирĕплетни ялан кирлĕ. Ют хĕрарăмăн пурнăçне хăçанччен йĕрлесшĕн эсир? Унăн пурнăçĕ хăвăрăннинчен хаклăрах пуличчен-и? Енчен те упăшкăр ăна халь те манман, аса илсе асапланать пулсан кун пек лару-тăрăва ăнланма пулать. Анчах эсир ют хĕрарăм пурнăçне кĕрсе унпа пурăнма тытăннине ăнланма йывăр. Упăшкăршăн вăл хĕрарăм иртнĕ тапхăр, унăн пурнăçĕнче нимĕнле йĕр те хăварман. Эсир хăвăра кăлăхах çапла аса илӳсеме асаплантаратăр. Çак «чиртен» хăпас тетĕр пулсан пĕр-ик уйăх Интернетпа усă ан курăр, çав сайта ан кĕрĕр. Юлташăрсемпе телефон урлă çыхăну тытăр.
 
: 649, Хаçат: 51 (1195), Категори: cемье

Комментарисем:

Kie (2014-05-08 16:26:00):
BegunĔ the great internet edoutaicn hasĕ

Irais (2016-06-30 16:32:25):
YoĔ that's what's up truhtfullyĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: