Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(«Манăн пурнăç» повеçри сиксе юлнă сыпăк)
 
1951 çулхи раштавăн 22-мĕшĕнче анне вилнĕ хыççăн Геннадий шăллăмăн виçĕ çул хушши кӳршĕсем патне куçса пурăнма тиврĕ. Пичетре эпĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенчи Мĕтрик тетепе унăн мăшăрĕ Селиме акка кӳршĕ кил-йышĕ çинчен асăннăччĕ-ха. Вĕсемпе юнашарах, хирĕç ретре, Хĕрпик аккапа Пиккук тете кӳршĕсем пурăнатчĕç. Вĕсем пилĕк ача – икĕ хĕр, виçĕ ывăл пăхса ӳстернĕ. Асли, Зоя, 1929 çулта çуралнă, ун хыççăнхи, 1932 çулхи, манăн тантăшăм, кĕçĕннисем Печчапа Лява, кĕçĕн хĕрĕ Машша. 1939 çулта çуралнăскер. Ку кӳршĕсен хушамачĕ те пĕрешкел – Ильмендеев. Чăвашкассинчи ытти ял çыннисем пекех, Ильмендеевсем – тĕне кĕмен чăвашсем. (Ялта темиçе килĕ тĕне кĕнисем те пулнă-ха.) Тĕн, йăли-йĕркипе пурăнаканнисенчен пĕри яла Шăхалĕнчен качча килнĕ Кулине акка кил-йышĕччĕ. Вĕсем Ильмендеевсенчен пĕр кил урлă çех пурăнатчĕç. Тĕрлĕ тĕне ĕненни вĕсене пĕр-пĕринпе туслăн килĕштерсе пурăнма чăрмантарман.
Кулине мăшăрĕ, Макçăм, пĕрремĕш тĕнче вăрçинчен таврăнайман. Сарă сăрпа сăрланă чӳрече хупписен умĕнчи сак çинче яра куна тенĕ пек пилĕк таран шурă сухаллă старик – Ехрем мучие курма пулатчĕ. Кукăр авăрлă йывăç патакне алран ямастчĕ вăл. Старикĕ шăпах Макçăм ашшĕ пулнă та. Кунсăр пуçне Кулине аккан сусăр ураллă, чĕлхесĕр çитĕннĕ хĕрĕ – Кĕтерук пурччĕ. Вăл та тăтăшах пӳрт умĕнчи çерем çине тухса ларса хăйĕн чĕлхипе темĕн калаçатчĕ. Ăна амăшĕ çур сăмахранах ăнланатчĕ. Кулине аккана эпир, ача-пăча, Кĕтерук амăшĕ тесе чĕнеттĕмĕр. Кулине Христос тĕнне фанатла ĕненнĕ хĕрарăмччĕ. Хурт-хăмăр ăсти те шутланатчĕ вăл. Хурт-хăмăр ăстисем хушшинче – пыл çисе пурăннипе-ши? – вăрăм ĕмĕрлисем нумай. Кулине акка ĕмри те вăрăм пулчĕ. Унăн витĕмĕпе Ильмендеевсен икĕ хĕрĕ те ӳссе пынă май тĕн çыннисем пулса тăчĕ. Халĕ те вĕсем тивĕçлĕ канăва кайнă хыççăн Ульяновскра чиркӳ хуралĕнче пурăнаççĕ-мĕн.
Кулине акка хурт-хăмăр ăсти вăрттăнлăхне Хĕрпик аккана та вĕрентсе хăварнăччĕ. Халĕ манăн тантăшăм, Миккалай, хурт-хăмăр ĕрчетсе юп курать. Ку вăл кил-йыш хоббийĕ темелле.
Пире пăхма аякри Ялавăртан куçса килнĕ кукамай та Кулине кинемипе хăвăрт çывăхлашнăччĕ. 1944 çулхи сĕлкĕшлĕ çуркунне кукамай кĕтмен çĕртен вилсе кайсан мана анне çак хурлăхлă хыпара пĕлтерме чи малтан Кĕтерук амăшĕ патне чуптарчĕ. Шăпах вăл пире кукамая христианство тĕн йĕркипе тирпейлесе пытарма пулăшрĕ.
Хĕрпик акка Мăхтияр хĕрĕ пулнă. Унăн хĕр чухнехи хушамачĕ – Аюгова. Пиккук – Искентер ывăлĕ. Ача чух ăна ваттисем Пикине тесе чĕннĕ. Çитĕннĕ хыççăн Пиккук пулса тăнă. Хут çинчи вырăсла ячĕ – Пётр. Çут çанталăк панă ăс-хакăлĕ вара мăшăрсен питех те çивĕч пулнă темелле. Çавна май кирек мĕнле лару-тăрура та кил-йыш тĕрĕс-тĕкел упраса хăварнă вĕсем. Хутла вĕренмен Хĕрпик акка цифрăсене самантрах тĕрĕс шутласа кăларма пултарнă. Пĕррехинче япала туянма пырсан лавккаçă ăна улталама шутланă теççĕ. «Тĕттĕм» хĕрарăм шутласа пăхать те хăйне лартса хăварма тăнине туять. «Ăслă пуçлă» çынсем пырса кĕрсен вĕсене тепĕр хут тĕрĕслеттереççĕ. Кун хыççăн Хĕрпик акка чăнах та тĕрĕс шутласа кăларни палăрнă, ултавçă лавккаçăн ĕçĕ тухман.
Пиккук тете вара пуçламăш шкулта илнĕ пĕлĕвĕпех ĕмĕр тăршшĕпех шут ĕçĕнче тăрăшнă, колхоз счетовочĕ пулса тăнă. Шут шăрçисене автоматла хăвăртлăхпа вылянтарма пултарнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланас умĕн вăл Инçет Хĕвелтухăçĕнче çар хĕсметĕнче тăнă. Гитлеровецсен çар эшкерĕ Мускав çывăхне çитсен вĕсен чаçне Хĕвеланăç фронтне куçараççĕ. Фронтра вăл Берлин патне çитичченех çапăçнă. Килне аллине амантса таврăннăччĕ. Мирлĕ кунсенче каллех колхоз счетовочĕ туса хунăччĕ ăна. Чире пула Пиккук тете çĕре кĕчĕ.
Хĕрпик акка вăрçă çулĕсенче, касăри ытти салтак арăмĕсем пекех, колхоз хирĕнче тăрăшрĕ. Тырă вырнă вăхăтра ĕçлекен хĕрарăмсен çависене туптаса ĕлкĕретчĕ. Ывăлĕ, манăн Миккалай тантăшăм, çавапа тырă çулатчĕ, амăшĕ кĕлте çыхатчĕ, Зоя кĕреплепе туртса пучах пухатчĕ. Çапла вара пĕр килтен виççĕн ĕçлесе кунсерен вăтăр сотăйран кая мар тырă пухса кĕртнĕ.
Уй-хир ĕçĕсем хура кĕркуннечченех тăсăлатчĕç. Çавна пула шкулти занятисем яланхинчен пĕр уйăх каярах юлса октябрь уйăхĕнче тин тытăнатчĕç.
1944 çулта пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан Миккалай пĕр хушă ялтан пилĕк çухрăмра вырнаçнă Кивĕ Улхашри çичĕ çуллă шкула та кайса пăхрĕ. Анчах килти йывăрлăхсене пула малалла вĕренеймерĕ.
Малалла вĕренме пире, учительсен ачисене те, çăмăл пулман.
Çавăн чух мана та малтанхи хут çăпата сырса шкула çӳреме тиврĕ. Акă эпĕ çĕнĕ çăпатапа Хĕрпик акка умĕнче тăратăп. Вăл ман урана тинкерсе пăхрĕ-пăхрĕ те:
- Çăпатине тĕрĕс мар сырнă иккен, - тесе хучĕ.
Унтан ăна еплерех сырмаллине кăтартрĕ. Çăпата кантрине хыçалтан çавăрттарса çыхмалла иккен. Ун чухне çăпата ура лаппи çинче çирĕп тытăнса тăрать.
Питех те шел, Миккалай шăпах çав кун манпа пĕрле шкула пыма пултараймарĕ. Çавах та вăрçă хыççăнхи çулсенче вăл хăйĕн вырăнне шанчăклăн тупма пултарчĕ. 1951 çулхи кĕркунне хăйне çара илнĕ хыççăн вăл унта тракторист специальноçне алла илет, стройкăсенче скреперсемпе те, бульдозерсемпе те ĕçлеме хăнăхать. Çартан таврăнсан аппăшĕпе тата çитĕннĕ шăллĕсемпе пĕрле Магнитогорскри тăванĕсем патне тухса каять. Унта стройкăсенче ĕçлеççĕ, общежитисенче пурăнаççĕ.
Каярах эпир пĕр-пĕринпе Ульяновскра тĕл пулнăччĕ. Унта Миккалай тантăшăм пăравус деповĕнче кочегарта ĕçлетчĕ. Депора шлак туянса ашшĕн кивелнĕ çуртне çĕнĕрен купалаттарчĕ. Çурт тунă чух тăванĕсем нимелле ĕçлерĕç. Кун хыççăн вăл тăван ялта яланлăхах тĕпленчĕ. Çемье çавăрчĕ. Пĕр хушă фермăри ĕнесене машинăпа суса тăрса пурне те тĕлĕнтерчĕ, каярах К-700 трактор çине ларса чапа тухрĕ. Йĕтем çинче ĕçленине те астăватăп. Вăтăр çул каярах çĕнĕ пĕренесем туянса кермен пек йывăç çурт туса лартрĕ. Çак хушăра хăйĕн Вĕçелук мăшăрĕпе пилĕк ача пăхса ӳстерсе çынна кăларчĕç. Çемьере виçĕ хĕр, икĕ ывăл ӳсрĕç. Аслă хĕрĕ, Наташа, Ульяновскра тĕпленнĕ, Вероника медицина институчĕ пĕтерсе ача-пăча врачĕ пулса тăнă, халĕ Чăнлă рабочи посёлокĕнче ĕçлет. Таня ятлă хĕрĕ те аслă шкул пĕтернĕ хыççăн Ульяновскра хăйĕн телейне тупнă. Анатолий ывăлĕ – строитель. Эпир пынă чух вăл ашшĕ килĕнче хăналанатчĕ. Арсентий ятлă ывăлĕ слесарь специальноçне суйласа илнĕ. Шăпах çак туслă çемьере виçĕ çул хушши пурăнса ирттерчĕ те Геннадий шăллăм анне вилнĕ хыççăн хăйне шкулти хваттертен кăларса ярсан. Эпĕ ун чухне райхаçат редакцине кайса вырнаçнăччĕ.
Ялти пуçламăш шкултан Геннадие анне вĕрентсе кăларнăччĕ. Ку вăл унăн юлашки класĕ пулчĕ. Кун хыççăн Геннадий килти йывăрлăхсене пула аслăрах класа тӳрех вĕренме каяймарĕ, вĕренӳ программине манса каясран тепĕр хут тăваттăмĕш класа çӳрерĕ. Ун чухне аннен вĕренекенĕ пулнă Мария Михайловна Бикмендеева класĕнче вĕреннĕ вăл. Кайран, Кивĕ Улхашри çичĕ çуллă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн, ман пекех Вăта Тимĕрçенти вăтам шкула кайса кĕчĕ.
- Пĕррехинче çĕнĕ шкул заведующийĕ Николай Петрович Казаков хăйĕн çемйипе пурăнакан пӳлĕме пырса кĕтĕм те, алăк умĕнче тимĕр кравать тăнине курах кайрăм, - аса илет Мария Михайловна Бикмендеева. – Ку кам кравачĕ тесе ыйтрăм кил хуçинчен.
- Геннадийĕн, - пулчĕ хуравĕ. – Халĕ ăна куçартăмăр. Пиккуксем патне.
Ку маншăн питĕ кĕтмен япала пулчĕ. Епле апла? Геннадий аякри шкулта вĕренет. Вăл ача шутĕнчен тухман вĕт-ха. Эрнере пĕр хутчен çăкăр, юр-вар илме килсе каять. Ăна халиччен пурăннă шкул хваттерĕнчен кăларса ярас пирки манпа никам та калаçман. Пĕррехинче Хĕрпиксен Геннадие парса яма çăкăрĕ пулман пулмалла. Ăна эпĕ эрнелĕх çăкăр парса ăсатса ятăм. Пушаннă хваттер-пӳлĕмне яла трахомăпа кĕрешме килнĕ çамрăк хĕр-медработниксене уйăрса панă-мĕн.
Анна чирленĕ хыççăн Чăвашкассинчи пуçламăш шкула ертсе пыма çĕнĕ заведующи янăччĕ. Вăл Николай Петрович Казаков, Кунтикав чăвашĕ пулса кайрĕ. Çĕнĕ хуçа килсе çитнĕ хыççăн черечĕпе пысăк пӳлĕме йышăнчĕ. Эпир кĕçĕннине куçрăмăр. Николай Петрович сăмала пек хура çӳçлĕ, вăтам пӳллĕ арçын. Фронтовик пулнăскер. Калаçасса йăваш калаçать, анчах сăмах вакласах каймасть. Кулнă чухне тӳрĕ сăмсипе, лаша пек, хартлатса илет. Мăшăрĕ, Елюк, тачка питлĕ Çĕнĕ Улхаш хĕрĕ, унăн амăшĕ, хыткан та вашават кăмăллă кинеми килсе çитрĕç вĕсем пирĕн пата. Кинеми час-часах пĕрремĕш тĕнче вăрçинчен таврăнайман мăшăрне аса илсе хӳхлет, пире вăл лайăх та патвар арçын пулни çинчен кала-кала кăтартать.
Фронтран тин çеç таврăннăскер кăмăлĕ уçă чух кил хуçи ял сăн-сăпатне малашне çĕнĕ тĕс кĕртес ĕмĕтсемпе çунатланса илкелет. Пушă вăхăтра эпир ун патне патефон пластинкисене итлеме пухăнатпăр. Уйрăмах пире «Казаки, казаки… Едут, едут по Берлину наши казаки», - текен çатми килĕшет. Пĕр сăмахпа каласан татуллă пурăнма пуçларăмăр эпир çĕнĕ хуçапа. Хăйсен пĕрремĕш ывăлĕ çуралсан вĕсем ăна ман ята асра тытса Анатолий тесе çыртарчĕç. Ун хыççăн çемйи хушăнсах пычĕ вĕсен: хĕрĕсем пĕрин хыççăн тепри çуралчĕç.
Çапах та анне вилнĕ хыççăн шăллăм пирки чунсăр пулнине йышăнма çăмăл пулмарĕ. Паллах, çитĕнсе çитнĕ хыççăн эпир Яковлев шкулне яланлăхах юлма шутламан. Çавах шăллăм ура çине тăма кăштах вăхăт кирлĕ пулнă ĕнтĕ. Ку енĕпе кӳршĕ-аршăсем пурте пирĕн хута кĕрсе калаçатчĕç.
Епле пулсан та çĕнĕ пуçлăха эпир çилĕ тытса пурăнман. Ку çеç те мар, хăйĕн хĕрĕсенчен пĕрне манăн пулас мăшăрăма кумана та тытнă пулнă вĕсем. Çапла вара «кумлă» пулса та курнă. Сакăр вуннăмĕш çулсенче Николай Петрович учитель ĕçне пăрахса вуншар çул хушши колхоз председателĕнче ĕçлерĕ. Шел, унăн вăрçă хыççăнхи çулсенче палăрнă романтикăлла ĕмĕчĕсем пурнăçланаймасăрах юлчĕç. Ку вăл унран çеç килмен паллах. Унашкал романтикăлла ĕмĕтсем ун чухне тĕрлĕ шайлă пуçлăхсен «личнăй интересĕсене» пула путланса пычĕç мар-и? Пирĕн кумăн ĕмĕрĕ вăрăм пулчĕ. Вăл ăна начар мар пурăнса ирттерчĕ. Куншăн савăнмалла кăна.
Ыр та, шăллăмшăн уйрăмах йывăр пулса тухнă тапхăр вăраха тăсăлмарĕ. Хĕрпик акка пире тăван яла пымассерен анне пекех кĕтсе илсе ăсататчĕ. Çак туслăх пирĕн кил-йыш хушшинче паянхи кунчченех тăсăлать.
 
: 1108, Хаçат: 51 (1195), Категори: Чăваш писателĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: