Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Нумаях пулмасть «Чăваш чĕлхин ăнлантаруллă сăмах кĕнеки» кун çути курнă пирки «Канаш» хаçатра вуласа пĕлтĕм. Унччен чăвашсен çав йышши 17 томлă Н.Ашмарин словарĕ пур тенине илтнĕ. Мĕнле словарь вăл?
Е.Петров.
Ульяновск районĕ.
 
СССР Наука академийĕн член-корреспонденчĕ Николай Ашмарин профессор пухса хатĕрленĕ словарь чăваш тĕнчишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ăна кун çути кăтартма авторăн нумай çул ĕçлеме тивнĕ. Çак словарь материалсен пуянлăхĕпе В.Далĕн вырăс чĕлхин словарĕпе пĕр ретре тăрать.
Словарьте ăсчах чăваш сăмахĕсене çеç мар, чăваш халăх культурине, йăли-йĕркине, тавра курăмне, ĕненĕвне, сăмах вĕççĕн çӳрекен пултарулăхне кăтартма тĕллев лартнă.
И.Я.Яковлев тата Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕренекенсем, интеллигенци тата чиркӳ çыннисем пулăшнипе Ашмарин чăваш халăхĕ пурăнакан тĕрлĕ регионта пуян материал пухнă. Словарĕн икĕ кăларăмне 1917 çулхи революциччен кун çути кăтартнă. Çĕнетсе улăштарнă малтанхи икĕ томне 1928 тата 1929 çулсенче Хусанта тепре пичетлесе кăларнă. Ыттисем Шупашкарта тухнă.
Н.Ашмарин хăй пилĕк том хатĕрлесе хăварма ĕлкĕрнĕ. Унпа пĕр шухăшлă çынсем тата вĕренекенсем ăсчах пуçарнă ĕçе вĕçне çитернĕ. Словарĕн юлашки томĕ 1950 çулта кун çути курнă.
Ашмарин словарьне «Мул пухмачĕ» ят панă. Автор ăна çирĕп правилăсене пăхăнса хатĕрлемен. Çакна словаре архаизмсене, пĕр сăмахăн темиçе вариантне, стилистика тĕлĕшĕнчен пĕчĕклетнĕ сăмахсене, ятсене, хушма ятсене, тулли сăмахсене, вĕсен пайĕсене, сăмах майлашăвĕсене кĕртни çирĕплетет. Автор сăмахпа палăртнă япаласемпе пулăмсем çинчен май килнĕ таран ытларах пĕлтерме тăрăшнă.
Словарьте 55 пин ытла статья. Сăмах пĕлтерĕшне тата унпа мĕнле усă курнине уçса пама калаçу тĕслĕхĕсене, цитатăсене çеç мар, халăх юррисенчи сыпăксене, ваттисен сăмахĕсене, каларăшсене, сăнаса пынисене илсе кăтартнă.
Н.И.Ашмарин сăмахĕсен фонетика уйрăмлăхĕсене туллин кăтартнă. Çавна май вăл транскрипцин тĕлĕнмелле тытăмне туса хатĕрленĕ.
Словарьти статьясене хăнăхнă алфавит йĕркипе вырнаçтарман. Сасă янăравлăхĕ пĕчĕкленсе пынă май сăмахсене вырăн панă: малта уçă сасăран, унтан янăравлă хупă сасăран, кайран ытти хупă сасăран пуçланакан сăмахсем тăраççĕ. Алфавит принципĕпе çеç мар, «йăва» мелĕпе усă курнă: пĕр тымартан пулнă сăмахсене пĕр ушкăна пухнă.
Словарĕн малтанхи кăларăмĕсенче куçарупа анлă усă курнă, сăмахсене вырăсла тата латинла ăнлантарнă, ӳкерчĕксемпе илемлетнĕ. Юлашки кăларăмсенче тĕслĕхсене çирĕплетме çеç куçарупа анлă усă курнă.
Ашмарин словарь материалне 1917 çулччен пухнă. Чăваш литература чĕлхи каярахпа йышăннă сăмахĕсемпе терминĕсем унта палăрмаççĕ. Юлашки кăларăмсенче вара Совет самани тапхăрĕнчи идеологипе килĕшмен сăмахсене те кĕртмен. Тĕнпе тата авалхи йăла-йĕркепе çыхăннă лексика тата фразеологи пачах çук.
Ашмаринăн «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки» чăваш лексикографин аталанăвне çеç мар, Чăваш Ен ăслăлăхĕн, культурин, çутлăхĕн аталанăвне пысăк тӳпе хывнă.
 
: 792, Хаçат: 51 (1195), Категори: Cырусем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: