Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Шӳтлĕ калав)
 
- Ну, мĕнле, ĕçе кĕтĕн-и? – ыйтрĕ арăмĕ Тяпкинран.
-Кĕнĕпе пĕрех. Конкурсĕ пур та-ха… Çирĕм çын пĕр вырăна, Анчах мана шантарчĕç: санăн шанăç пур терĕç. Илме те пултараççĕ.
-Эсĕ ăçта вырнаçасшăн?
- Мунчана.
- Ăçта, ăçта?
- Мунчана тетĕп. Çĕнĕ мунча уçнă. Питĕ чапли. «Элита» ятлă.
- Арçынсен уйрăмне-и?
- Хĕрарăмсенне, - ӳсĕркелесе, хăраса пăхса илчĕ Тяпкин арăмĕ çине.
- Ин-те-рес-но… Кам пулса ĕçлесшĕн вара?
- Çурăм çăвакан пулса.
- Ах, вĕре çĕлен! Мĕнпурин упăшкисем упăшка пек, ку вара çурăм çăвакан! Эсĕ мĕн, урăх ĕç тупаймарăн-и?
- Чим-ха, чим! – терĕ арăмĕнчен пăрăнарах тăрса Тяпкин. – Эпĕ яланлăхах вырнаçасшăн мар вĕт. Тен, эсĕ хирĕç пулан.
- Ай-яй-яй! Эсир пăхăр-ха ăна, вăл иккĕленет-ха тата. Нивушлĕ эпĕ сана çарапакка хĕрарăмсен çурăмĕсене çума ирĕк паратăп?
- Эпĕ хам çарамас пулмастăп вĕт. Фирменнăй труссипе пулатăп. Ăна тем пулсан та тăхăнмалла. Йĕрки çапла.
- Ну, çитет! Труссипе пулатăн-и эс унта, çара кут-и, анчах мана çурăм çăвакан кирлĕ мар! Пуçтар япалусене!
- Ну, юрĕ, юрĕ. Лăплан-ха, тархасшăн. Эс хирĕç пулсан эп унта каймăп. Шутласа кăна пăхрăм: пĕр çурăм çунăшăн – пилĕк çĕр тенкĕ. Пĕр кунта мĕн чухлĕ укçа тума пулать!
- Мĕн чухлĕ, мĕн чухлĕ… - хуллен тенкел çине ларнă май калаçрĕ Тяпкин арăмĕ.
- Пĕр çурăмшăн – пилĕк çĕр, - тепĕр хут каларĕ упăшки.
…Каçхине Тяпкин ваннăйра арăмĕн çурăмне çурĕ.
- Хулпуççисене лайăхрах хыр. Хытăрах пус. Тепĕр хут, тепĕр хут… - киленсе калаçрĕ арăмĕ. – Халĕ кăшт аяларах, аяларах… Тавай, тавай, хăнăх, ĕçле…
Ытлашши хытă ан пус… Хуллентерех… Тен, ыран ĕçе вырнаçса килĕн…
 
: 849, Хаçат: 51 (1195), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: