Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш ачине
 
Пĕлтер мана, тăван çĕршывăм:
Хăçан кăтартăн халăхна
Ху чĕлхӳне хăват кĕртмешкĕн
Тĕнчене килнĕ ывăлна?
 
Кăвар чĕре! Кăвар чĕлхеллĕ
Чăваш ачи, сассуна пар!
Тухсам кунта. Сана кĕтеççĕ.
Килсем! Килсем! Эс пур – çук мар.
 
Часрах килсе хăватлăх кĕртчĕ
Чăвашăн капăр чĕлхине.
Çунтартăр çулăмлăн, кăварлă
Чĕлхӳ çынсен чĕрисене.
 
Ĕмĕрлĕхе сан яту юлĕ,
Шупашкартан Кавал таран.
Çĕрпӳ, Чикме, Етĕрне урлă
Юрру сассийĕ кайĕ сан.
 
Чăваш чĕлхи ăсти! Кăварлă
Чĕрӳ сан сисĕ чăннине.
Шанатăп. Ĕмĕте усратăп:
Эс килĕн. Килĕн тĕнчене!
 
: 882, Хаçат: 51 (1195), Категори: Чăваш чĕлхи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: