Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Николай Розов хăйĕн “Вĕрентӳçĕ пулмасан та… чун ыратать” материалĕн пуçламăшĕнче интереслĕ тема çĕкленĕ. Вĕрентӳçĕ пирки. “Саккăрмĕш класра вĕреннĕ чухне эпир вĕрентӳçĕсенчен нумай тĕрĕсмарлăх тӳссе ирттернĕ. Уроксем хыççăн киле таврăннă чухне хăш-пĕр кӳренӳллĕ самантсене аса илсе пĕр-пĕринпе тавлашни те пулнă. Çавăнпа эпир “дундуксем” (вĕрентӳçĕсен сăмахĕ) пачах пулма пултарайман”,- тесе çырать. Автор малашне хăйне вĕрентӳçĕсем мĕнле кӳрентернине те аса илет.
Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ çывхарса çитнипе çак тема патне таврăнни пĕртте пăсмĕ.
Кам-ха вăл вĕрентӳçĕ? Мĕнле вырăн йышăнать çын пурнăçĕнче? Кашни хăйĕн тĕслĕхне илсе, юратнă вĕрентекенĕ пирки каласа парĕ. Çын пурнăçĕнче мĕнле професси суйласа илсе мĕнле çулпа малашне каясси те вĕрентӳçĕрен килет-çке! Мĕнле предмета юрататăн, çавăнпа çыхăннă професси суйлан. Предмета юратасси вара вĕрентӳçĕрен килет: ăнлантарма пĕлнинчен, ыйтнинчен, дисциплинăран, ачасене юратнинчен…
Кашни ачан юратнă вĕрентӳçи пур. Вĕрентӳçĕсем вара ачасене юратаççĕ-и? Юратмалла-и вĕсен? Ман шутпа, юратмалла. Ачасене юратман çыннăн вĕрентӳçе каймалла та мар. Доска умĕнче тăрса “ачасен пуçлăхĕ” пулни вăл педагог пулнине пĕлтермест. Çут тĕнчене тин килнĕ пепкесем те лайăх çынпа начаррине уйăрса илеççĕ. Утма-калаçма пĕлмеççĕ-ха çав пепкесем, куçне те аран-аран уçаççĕ, анчах пĕр çын аллинче лăпкă çывăраççĕ, тепри тытсанах, чĕпĕтнĕ пек, кăшкăрса йĕреççĕ. Ăсчахсем ăнлантарнă тăрăх, вĕсем çын аурине кураççĕ имĕш.
Ĕмĕрĕпех кĕçĕн классене вĕрентекен палланă хĕрарăм (педагог теес килмест ăна) пĕррехинче, эп çын ачипе вылянине курсан: “Эп çынсен ачисене юратмастăп, хамăнне кăна”,- тенĕччĕ. Сăпайлăха пула-и е унăн сăмахĕнчен шутсăр тĕлĕннипе-и – хирĕç сăмах чĕнеймерĕм. Хам ăшра вара çапла шухăшласа илтĕм: “Мĕнле ĕçлет-ши вăл шкулта? Мĕскĕн ачасем”. Ачасене шкулта çырма-вулама кăна хăнăхтармалла мар вĕт! Кун пек кăна тунипе пурнăç малаллах каяймасть. Ачасене çын пулма, ырă пулма, çут çанталăка, çынсене юратма вĕрентмелле. Вĕрентӳçĕн вара тĕслĕх пулмалла.
Шупашкара кайнă чухне çул тăршшĕпе пĕр вĕрентӳçĕпе калаçса пынине киле таврăнсан хĕрĕм тĕлĕнсе каласа пачĕ.
-Анне, юрать эпĕ çак учитель ĕçлекен шкулта вĕренмен. Мĕнле кураймасть вăл хăйĕн вĕренекенĕсене. Вĕсем пирки ырă сăмах каламасть, “дебилсем” тет. Çул тăршшĕпе нăйкăшса пычĕ. “Ашшĕ-амăшĕ вăрăм укçа шыраса Мускавра ĕçлесе çӳрет, пирĕн вара вĕсен “дебилĕсене” вĕрентмелле”, - тет. Кайтăр хăй те Мускава. Унта вĕрентӳçĕсене те нумай тӳлеççĕ,- тарăхăвне пытармасăр калаçрĕ хĕрĕм.
Çак вĕрентӳçĕ кам пулнине ача сăнласа панă тăрăх тавçăрса илтĕм эпĕ. Вăл хăй предметне пит лайăх пĕлни пирки те пĕртте иккĕленместĕп. Ахальтен мар ăна яланах мухтаççĕ, тĕслĕх вырăнне хураççĕ. Анчах ачасене курайман çынна куллен ĕçе çӳреме питĕ йывăр пуль…
Шкула, ĕçне, хăйсене юратманнине вĕренекенсем хăвăрт сисеççĕ. Кун пек вĕрентекенсене вĕсем хăйсем те юратмаççĕ, çавăнпа та урокĕсенче айкашаççĕ, итлемеççĕ, витлеççĕ.
Тен, кашни шкул коллективĕнчех çакăн йышши вĕрентӳçĕсем пур. Шел, кун пек педагогсен йышĕ шкулта ӳсет. Чун хушнипе, чĕре туртнипе каймаççĕ халĕ çамрăксем педагогика университечĕсене. Патшалăх пĕрлĕх экзаменне панă хыççăн ытти “блатной” факультетсене балл çитейменнипе, педагогика университечĕсенче бюджет майĕпе кăна вĕренме май пуррипе. Ăнсăртран лекеççĕ вĕсем педагогикăна. Ăнсăртран вара, пурте пĕлетпĕр, кĕмсĕрт кăна пулать, чăн-чăн педагог – пит сайра!
Пĕр енчен ăнланма та пулать çакăн йышши вĕрентӳçĕсене. Ĕçĕ çăмăл мар. Яваплăхĕ те пит пысăк. Çитменнине, хут ĕçĕ питĕ нумай. Патшалăх вара, тĕрĕссипе, вĕсен ĕçне çителĕклĕ хак памасть. Çавăнпа кӳренеççĕ те вĕсем. Тепĕр енчен вара сивлес килет. Юратмастăн пулсан хăв ĕçне – урăх çĕре кай. Курайман тата итлемен ачасем умĕнче тăрас килмесен хирĕç калаçман компьютер умне лармалла.
Кашни ĕçе юратса пурнăçламалла. Кун пирки пире Иван Яковлевич Яковлев та асăрхаттарнă. Юратмасăр пурнăçланă ĕç усă памасть, сиен кăна кӳрет. Хăйне хăй пусмăрласа ĕçлекенни те сывлăхне хавшатать, ун çумĕнчисене те меллех мар. Ачасемпе ĕçлекенĕн вара çакăн пирки нихăçан та манмалла мар. Ăшă сăмаха кушак та юратать теççĕ. Ачасенчен вара хытă ыйтма та пĕлмелле, çав вăхăтрах вĕсене ăнланмалла, юратмалла, ăшă кăмăллăха кăтартмалла.
Çуллахи каникул вăхăчĕ хăвăрт иртсе кайрĕ. Ачасем каллех парта хушшине ларчĕç. Кашни вĕренекене манăн ырă, хăйсене юратакан, çирĕп пĕлӳллĕ учительсем сунас килет. Пĕрремĕш класа каякансене пушшех те. Пĕрремĕш вĕрентекене вĕсем иккĕмĕш анне вырăнне хураççĕ вĕт. Вĕрентекенсем те йывăр ĕçĕнче савăнăç тупма пĕлччĕр, ачисем итлеччĕр.
 
: 976, Хаçат: 36 (1128), Категори: Публицист шухăшĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: