Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Мулкача хăравçă чĕр чун теççĕ. Çапах ун çинчен нумай каласа пама пулать. Хăш чух ăна хăваласа хупăрланă чух ниçта кайса кĕрейменнипе вăл тепĕр сунарçăн ури хушшине кĕрсе ларнине атте каласа панине астăватăп. Пĕррехинче эпĕ умра пыракан сунарçăпа юр ăшĕнче выртакан мулкач урлă йĕлтĕрпе каçса кайнăччĕ. Пирĕн хыçран кăна вăл айккине тапса сикнĕччĕ. Чăтăмлă вĕт!
Сунара кайсан тарăн çырмари юр тăрăх йĕлтĕрпе мулкачăн йĕрĕ çине ӳксе вĕсене сăнаса пыраттăм. Пĕлетĕп, умри чăнкă çыран пуçĕнчен мулкач ниепле те хăпараймĕ. Сасартăк йĕрĕсем пач çухалчĕç. Ун-кун шыратăп, çук. Йĕлтĕр туйи темле çемçе япалана лекнине туйрăм. Юра чавсан мулкач виллине тупрăм. Вăл аманнă пулнă иккен. Сивĕнсе те ĕлкĕрейменччĕ вĕт.
Килте мулкачăн тирне сӳрĕм, ăш-чиккине кăлартăм, чĕрине сăнарăм та – çурăлнă иккен! Пĕлтĕм, вăл сасартăк çырма хĕрринчи юр персе аннăран хăранипе чĕри çурăлса вилсе кайнă иккен. Çапла пăшалпа пемесĕрех мулкачлă пултăм. Анчах ăна шел пулчĕ, пуçра тĕрлĕ шухăшсем çуралчĕç. Тем те пулать пурнăçра.
 
 
Ульяновск.
 
: 948, Хаçат: 51 (1195), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: