Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Аван-и, канашçăсем! Илемлĕ сăмах ăстисем, сисĕм-туйăм тимĕрçисем, тăван культура вучахне кăвайт хурса тăракансем.
Аван-и, канашçăсем, чĕлхе вăйне упракансем, кашни çыннăх хăй хăш халăх ачи пулнине аса илтерсех тăракансем.
 
Тавах сире, канашçăсем, хĕрӳ çынсем, хăюллисем, пурнăç йĕрки çĕнелнĕ чух тĕрĕссине калакансем, ыттисенчен мала ӳксе çул кăтартса пыракансем.
Çĕнĕ 2013 çул ячĕпе саламлатпăр сире, канашçăсем!
Эсир – Е.Арланова, Н.Антонова, М.Аляпкин, А.Ашкеров, Е. Агаева, Л.Архипова, Д.Азанов, З.Брюхина, А.Белова, Н.Васильева, М.Вериялова, Э.Владимиров, М.Великанова, В.Волков, А.Волынщикова, В.Горячева, М.Горячев, Л.Данилов, В.Деменкова, П.Долгов, С.Дьяконов, Л.Егорова, О.Ефимова, В.Ерофеев, М.Жамкова, Н.Журавлёв, В.Журавлёв, В.Зайцев, Е.Захарова, Н.Захаров, А.Иванов, Н.Иванова, И.Иванюкова, Г.Кондратьев, Н.Казаков, В.Курганов, Г.Карсаков, Д.Кузьмин, О.Кашеева, Н.Кирюшин, В.Коновалов, Н.Кушты, С.Караполова, Н.Кадебин, С.Кудряшова, И.Купцов, О.Киверова, А.Краснова, А.Коновалова, Т.Краснова, В.Киверова, И.Капитонова, В.Лянкин, М.Ложников, Ю.Ларионова, Д.Лахмистров, В.Лыков, Р.Макарова, Г.Маля, А.Мясников, А.Макаров, А.Малышева, В.Нестеров, Ю.Николаева, А.Никонорова, Г.Никитина, Н.Осипова, Д.Орлов, Н.Панкратьева, З.Портнова, Л.Пономарёва, М.Пчёлкина, И.Павлова,
А.Пешне, В.Покровская, А.Петрова, К.Петрова, Н.Розов, З.Рейтер, О.Разинов, Л.Родионова, Н.Ратаева, Э.Ратаева, А.Романов, В.Станьял, Г.Сидоров, Серте Мишши, А.Синдюкова, В.Симаков, Н.Сапожникова, А.Селиков, Надя, Настя Садюхинасем, А.Садовникова, И.Сабиров, В.Сафуков, О.Симулина, М.Селендеева, Т.Сергеев, В.Тарават, В.Трофимова, З.Томкина, Т.Таушкина, Г.Улюкин, В.Ульянов, А.Хусанкай, И.Хлынова, А.Цырульникова, Б.Чернов, М.Чатта, Т.Школёнок, М.Шамкова, М.Шатрашанова, А.Шкаликов, И.Шубин, С.Ширтанова, С.Щербаков, А.Юман, В.Юдин, А.Юдина, Юхма Мишши, Н.Юркин, А.Ярухин, А.Яковлева, Л.Ярославская, П.Ярославская, А.Яморжина, Н.Янгильдина – «Канаш» хаçатăн пуянлăхĕ. Сиртен эпир 2012 çулта 500 яхăн тĕрлĕ жанрпа калăпланă материал илтĕмĕр. Вĕсенчен çитмĕлĕшĕпе, шел, пичетре усă кураймарăмăр.
Чи малтанах çамрăк ăру çырав ĕçне хутшăннăшăн чĕререн савăннине пĕлтеретпĕр. Акă вĕсем - çамрăк çыравçăсем, сăвăçсем, таврапĕлӳçĕсем, художниксем: Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Улхашран – Алина Петрова, Надя Садюхина, Настя Садюхина, Ваня Купцов, Артём Макаров, Марина Великанова, Оля Симулина, Вадим Ерофеев (вĕрентӳçи - Светлана Фёдоровна Кудряшова); Тутарстан Республикин Пăва районне кĕрекен Пӳркелĕнчен – Эльмира Ратаева, Карина Петрова, Инна Хлынова, Никита Юркин, Владик Волков, Анна Малышева (вĕрентӳçи – Марина Михайловна Вериялова); Майна районĕнчи Чӳрекелĕнчен – Ольга Киверова, Даниил Азанов, Алёна Белова, Денис Лахмистров, Алёна Волынщикова, Ангелина Белова, Настя Садовникова, Иван Сабиров, Алёша Краснов, Кристина Краснова, Таня Таушкина, Анна Коновалова, Саша Шкаликов, Даниил Лахмистров, Сергей Дьяконов, Таня Краснова, Анна Садовникова, Вася Лыков, Вадим Ульянов, Вероника Горячева, Дима Орлов, Ангелина Белова, Вероника Киверова, Максим Горячев (вĕрентӳçи – Лидия Фёдоровна Ярославская); Чăнлă районĕнчи Пухтелĕнчен – Владик Сафуков, Игорь Шубин, Света Ширтанова (вĕрентӳçи – Нина Николаевна Кушты); Ульяновскри 85-мĕш шкултан – Юлия Ларионова.
Хаçатра кăçал нумай сăвă-калав пичетленчĕ. Валентина Тараватăн «Эп телей çăмхине чăмăртатăп», Серте Мишшин «Уçса ярсамăр кантăк каркăçне», Михаил Ложниковăн «Сан çăлтăру хăпарĕ тӳпене» сăвăсен ярăмĕсем вулакансене тыткăнларĕç. Нина Васильева, Геннадий Кондратьев, Зинаида Брюхина, Лаврентий Данилов, Валентина Деменкова, Лидия Пономарёва, Валентина Трофимова, Николай Кадебин çырнă уйрăм сăвăсем те хăйсен вырăнĕсене тупрĕç. Поэзи уçланкинче çĕнĕ ят çуралчĕ – Василий Журавлёв. Вăл калăпланă «Пурнăçри пăтăрмахсем» сăвăсен пуххи паянхи пурнăçри çитменлĕхсене сивлерĕ.
Шурсухалăмăрăн – Анатолий Юманăн – сăвви-сонечĕ, публицистики, калавĕ-очеркĕ, паллах, хаçатăмăрта чи нумаййи пулчĕ. Вăл ытти çыравçăсемпе сăвăçсене маçтăр-классем кăтартса пычĕ.
«Канашра» калавсем те нумай кун çути курчĕç. Валентина Тараватăн «Итлемерĕм аннене», «Парăм», «Шăпа» хайлавĕсем ытти авторсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулчĕç. Лаврентий Даниловăн «Çыру», «Хĕветле мыскарисем» калавĕсем кулăш тĕнчине илсе кĕчĕç. Нина Васильева çыравçă маçтăрлăхĕ те ӳссе пырать. Вăл калăпланă «Кивĕ уйăхăн тĕссĕр мĕлки», «Сивĕ çил çупăрлать çурăма» хайлавсем çакна çирĕплетеççĕ те ĕнтĕ.
Таврапĕлӳçĕсен ĕçĕ-хĕлне те пысăк хак парас пулать. Мария Селендеева (кăçал кĕнеке те кăларчĕ), Николай Казаков, Анатолий Юман, Зинаида Портнова, Пётр Долгов, Михаил Аляпкин, Ирина Павлова, Василий Коновалов, Геннадий Улюкин, Нина Кушты, Николай Кирюшин (çулталăкĕпех тĕрлĕ çулçӳревсенче пулать) тăван тăрăх, чăвашлăх, паллă çынсен историне тĕпчесе вулакансене çырса кăтартаççĕ.
Конкурса хутшăннă сăн ӳкерекенсем нумаях мар, анчах вĕсен – Олег Разиновăн, Мария Шатрашанован, Полина Калашникован – ĕçĕсем питĕ интереслĕ.
Çамрăк художниксем – Ольга Симулина тата Юлия Ларионова – пурнăç çине хăйсен куçĕсемпе хăйнеевĕрлĕ пăха пĕлни пире савăнтарчĕ.
Хаçат Чăваш Респуликин тата Ульяновск облаçĕн архивĕсен ĕçченĕсемпе тачă çыхăнура ĕçлерĕ. Елена Арланова, Сергей Щербаков, Ирина Капитонова, Нина Осипова, Надежда Сапожникова, Роза Макарова, Юлия Николаева пире интереслĕ материалсемпе тивĕçтерсе тăчĕç.
Эпир право ыйтăвĕсемпе çыхăннă материалсем те тăтăшах пичетлесе тăтăмăр. Вадим Курганов - адвокат, Татьяна Школенок -Чартаклă районĕн судйин пулăшаканĕ, Мария Пчёлкина – Ульяновск облаçĕн УФСКан пресс-секретарĕ вулакансемшĕн кирлĕ те усăллă материалсем ярса тăчĕç.
Хаçатра тепĕр çĕнĕ рубрика уçăлчĕ – «Кивелмен юрăсем». Анатолий Юман вырăс тата совет классикĕсен сăввисене юрра хывнă произведенисене чăвашла куçарса вулакансене «юрлаттарчĕ».
Юрă-такмак тенĕрен, Александра Синдюкова, Нина Антонова чăваш халăх сăмахлăхне пуçтарса «Канаш» хаçат редакцине илсе çитерме васкарĕç.
Александр Романов сăмахкаçмăшĕсене те вулакансем юратсах «шĕкĕлчерĕç».
Кăçал чăваш уйрăмĕсенче вĕренекен студентсемпе çыхăну пачах татăлчĕ тесен те тĕрĕс пулать. Те хамăр çие тăрса çыхăну тытаймарăмăр, те вĕрентекенсем пирĕнпе ĕçлесе «ывăнчĕç». Мĕнле пулсан та «татăлнă» вырăна «сыпасах» пулать.
2012 çулта чăваш литературипе çыхăннă ĕç-пуç çĕкленсе кайрĕ. Серте Мишши – сăвăç, журналист, критик тата публицист – «Кая юлсан каю шăтать», «Культура – хисеплĕ çутă», «Çирĕп мăйăр», «Çухалнă шăнăр», «Тумхахлă çулпа – малалла», «Ах, ку Парнас тăвĕ» статьясемпе вулакансен умне тухса пысăк ĕç турĕ. Вăл куçару ĕçĕнче те пысăк çитĕнӳсем турĕ. Акăлчан поэчĕн – Уильям Вордсвортăн – балладине чăвашла куçарса тĕлĕнтерчĕ.
2012 çул çухатусăр та пулмарĕ, Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăваш литературинче çанă тавăрса вăй хунă Валентина Васильевна Деменкова ĕмĕрлĕхех пиртен уйрăлса кайрĕ.
Конкурссен пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухма тата вĕсен çĕнтерӳçисене палăртса хăварма вăхăт çитрĕ.
- «Канаш» хаçат прозаикĕ – 2012» ята тивĕçнисем:
Анна Коновалова (Чӳрекел шкулĕ) – 1-мĕш вырăн;
Полина Ярославская (Майнăри нумай профильлĕ лицей ) – 2-мĕш вырăн;
Анна Садовникова (Чӳрекел шкулĕ) – 3-мĕш вырăн;
Нина Васильева (Чăнлă районĕ, Каша ялĕ) – 1-мĕш вырăн.
- «Канаш» хаçатăн поэчĕ – 2012» ята тивĕçнисем:
Василий Журавлёв (Ульяновск хули) – 1-мĕш вырăн.
- «Канаш» хаçатăн таврапĕлӳçи – 2012» ята тивĕçнисем:
Мария Селендеева (Чăнлă районĕ, Чăвашкасси) – 1-мĕш вырăн;
Николай Кирюшин (Ульяновск хули) – 2-мĕш вырăн;
Зинаида Портнова (Сăр районĕ, Архангельски ялĕ) – 3-мĕш вырăн.
- «Канаш» хаçатăн йăх-несĕл тымарĕсене тĕпчекен – 2012» ята тивĕçнисем:
Александр Ярухин (Çĕпрел районĕ, Çĕнĕ Упи ялĕ) – 1-мĕш вырăн;
Вадим Ерофеев (Чăнлă районĕ, Çĕнĕ Улхаш шкулĕ, 2-мĕш класс) – 1-мĕш вырăн.
- «Канаш» хаçатăн художникĕ – 2012» ята тивĕçнисем:
Ольга Симулина (Чăнлă районĕ, Çĕнĕ Улхаш шкулĕ) – 1-мĕш вырăн;
Юлия Ларионова (Ульяновскри 85-мĕш шкул) – 2-мĕш вырăн.
- «Канаш» хаçатăн фотографĕ – 2012» ята тивĕçнисем:
Мария Шатрашанова (Ульяновск хули) – 1-мĕш вырăн;
Полина Калашникова (Ульяновск районĕ, Вышкă ялĕ) – 2-мĕш вырăн.
Саламлатпăр!
Хаçат çумĕнчи «Шăпăрлан» кăларăмпа вĕренекенĕсене тачă çыхăну тытма пулăшнăшăн Л.Ф.Ярославскаяна (Майна районĕ, Чӳрекел шкулĕ), С.Ф.Кудряшована, Н.Н.Кушты, З.В.Головинана (Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Улхаш, Пухтел, Каша шкулĕсем) тав тăватпăр. Çак çыхăну тепĕр çул тата çирĕпрех (ытти шкулсенче вĕрентекенсемпе те) пуласса шанатпăр.
Çул иртет те ах! тесе ассăн сывласа яратпăр. Ывăнса çитнĕ кăкăра Çĕнĕ çулăн уçă сывлăш хумĕ пырса кĕрет. Куннехинче вара çăмăллăн ах! тесе сывласа яратпăр. Ах! тенинче пĕтĕм çулталăк тата унăн пуçламăш сасси. Кашни хутĕнчех мĕнле пулин шухăш йăлкăшса илет. Шухăшĕсем, ĕмĕт-тĕлевĕ 2013 çулта çутă та малĕмĕтлĕ пулччăр!
Пурнăç алтăрĕнчен телей шерпечĕ пĕр чарăнмасăр сăрхăнса тăтăр!
Сывлăхлă пулăр, канашçăсем!
 
: 1006, Хаçат: 52 (1196), Категори: Тĕпчев

Комментарисем:

Pragati (2014-05-08 14:26:40):
What a neat arcliteĕ I had no inklingĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: