Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пурăнăç çулĕ вĕçне
Утса тухнă тĕлнелле
Савăнтарчĕ чĕрене
Çак пĕчĕкçĕ кĕнеке.
Эпĕ пулмăп тĕнчере,
Юлĕ манăн кĕнеке.
Муш пушă вăхăтсенче
Тытса пăхăр, е вулăр,
Çыракана асăнăр.
Çак йĕркесене чăвашсен пĕрремĕш поэтесси Анисия Васильевна Княгинина – Ваççа Аниççи – 1967 çулхи нарăсăн 16-мĕшĕнче пĕрремĕш «Çутă çăлтăр хăпарчĕ» кĕнеки Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă хыççăн тăванĕсене асăнмалăх çырса парнеленĕ.
Çав вăхăта сăвăç чăваш литературинче тивĕçлĕ вырăн йышăнма ĕлкĕрнĕ. Вăл 1892 çулхи раш-тавăн 25-мĕшĕнче хальхи Ульяновск облаçĕн Чăнлă районне кĕрекен Анат Тимĕрçенте çут тĕнчене килнĕ. Ваççа Аниççи çуралнăранпа 120 çул тултарнине паллă тума Димитровградри таврапĕлӳ музейне поэтессăн пултарулăхне кăмăллакансем, çыравçăсемпе сăвăçсем, вĕренекенсемпе студентсем, çывăх тăванĕсем, обществăлла организацисен представителĕсем, ӳнер ĕçченĕсем, таврапĕлӳçĕсем, регионри массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем, чăвашлăх тĕнчин хастарĕсем, тĕн тытăмĕнче вăй хуракансем, облаçĕпе паллă пултарулăх ушкăнĕсем пуçтарăнчĕç. Уява Ульяновск хулинчен ятарласа УОЧНКА ĕçтăвкомĕн пуçлăхĕ Владимир Сваев, Николай Кондрашкин скульптор, «Канаш» хаçат журналисчĕсем - Анатолий Дмитриев, Нина Еграшкина, Елена Алексеева - килсе çитрĕç.
Ваççа Аниççин асăну каçне музей директорĕ Марина Владимировна Ивлиева, облаçри паллă таврапĕлӳçĕ Геннадий Петрович Улюкин сценарине çырса хатĕрленĕ. Театр программи шайлă калăпланă уява Димитровградри «Савăнăç» халăх ушкăнĕн пултарулăх ертӳçи Ирина Иванюкова тата унăн пулăшаканĕсем – УОЧНКАн Мелекесс тăрăхĕнчи уйрăмĕн хастарĕсем – Валентина Буцаева, Валентина Киргизова, Таисия Егорова пысăк ăсталăхпа ертсе пычĕç, курма пынисене Ваççа Аниççин кун-çулĕпе, пултарулăхĕпе, ĕçĕсемпе кĕскен те тĕплĕн паллаштарчĕç.
Ульяновскран килсе çитнĕ ушкăн ятĕнчен сăмах УОЧНКА ĕçтăвкомĕн ертӳçи В.И.Сваев илчĕ. Вăл регионри чăвашлăх юхăмĕнчи палăртнă ĕçсене пурнăçлама Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр пулăшса пыни, поэтессăн юбилейне ытти вырăнсенче мĕнле паллă туни, И.Я.Яковлевăн 165 çулхи юбилейне облаçра мĕнле хатĕрленни, автономин вырăнти ушкăнĕсем мĕнле ĕç илсе пыни çинче чарăнса тăчĕ. Музей директорне М.В.Ивлиевана чăвашлăх тытăмĕнче пысăк ĕç илсе пынăшăн Тав хучĕ пачĕ, музея чăваш кĕнекисем, буклетсем, альбомсем парнелерĕ.
Николай Кондрашкин скульптор музея хăйĕн ĕçне – Ваççа Аниççин скульптурăллă ӳкерчĕкне (барельеф) - парнелерĕ.
Тухса калаçакансем - музей директорĕ М.В.Ивлиева, Димитровград хулин администрацин культура уйрăмĕн ертӳçи Е.В.Идрисова, вырăнти сăвăç тата «Местное время» хаçат журналисчĕ Л.М.Степанова, юбиляр мăнукĕ Л.М.Смирнова, вĕренекенĕ Л.К.Ильина, вырăнти çыравçăсен организацин ертӳçи А.Г.Белова – Ваççа Аниççин кун-çулĕпе пултарулăхне тĕплĕнрех уçса пама пулăшрĕç.
Николай Кондрашкин скульптор тата унăн пулăшаканĕ Виктор Степанов «Мелекесс районĕ» муниципаллă йĕркеленĕвĕн вĕренӳ уйрăмĕн пуçлăхĕ Олег Черёмухин алă пусса çирĕплетнĕ Тав хучĕсене тивĕçрĕç.
Уяв программин илемлĕх тĕшши, паллах, Светлана Кочнева ертсе пыракан «Соловушки», Пётр Улюкин хавхалантарса пыракан «Телей, Ирина Ванюкова илсе пыракан «Савăнăç» юрă ушкăнĕсем тата Тури Мелекесс чиркĕвĕн юрăçисем парнеленĕ юрăсем пулчĕç.
Анисия Васильевна Княгинина – Ваççа Аниççи – çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă асăну каçĕ курма пынисен чунĕсенче ĕмĕрлĕхех упранса юлĕ тесе çирĕппĕн калама пулать.
 
: 1034, Хаçат: 52 (1196), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: