Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Владимир Васильевич Бараев-Сĕркке поэт вилнĕренпе 70 çул çитнине тата Сталинград патĕнчи çапăçусене асăнса Чăвашкассинчи Культура çуртĕнче каç иртрĕ. Ку ăнсăртран мар, мĕншĕн тесен поэтăн амăшĕ çак ялта çуралса ӳснĕ. Мероприяти пуçаруçи, йĕркелӳçи тата ертӳçи – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Зоя Рейтер-Афанасьева пулчĕ (вăл çак ялта çуралса ӳснĕ, халĕ Новоульяновск хулинче пурăнать). Унăн ашшĕ Михаил Афанасьев тата Владимир Бараев – иккĕмĕш сыпăкри тăвансем.
В.Бараев 1910 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче Виçпӳрт-Шăмăршă ялĕнче çуралнă. Хурăнвар шкулне пĕтернĕ, Ульяновскри ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ. Малтан Пухтел район хаçачĕн редакцинче ĕçленĕ, унтан урăх çĕре пурăнма куçнă. Чăнлă районне туса хурсан каярах тепĕр тапхăр вăл Аслă Нагаткинта тухакан «Пĕрлешӳллĕ ĕç» хаçатра вăй хунă. Çулталăкран вара Шупашкара куçса кайнă.
1941 çулта В.Бараев Иваново хулинчи пехота училищине пĕтерет те фронта каять. Кĕркунне Мускав патĕнчи çапăçусене хутшăнать. Взвод командирĕ пулса тăрать. 1942 çулхи ноябрĕн 19-мĕшĕнче Сталинград çывăхĕнчи пĕр ялта паттăрла пуçне хурать. Санитарка ун кĕсйинчен блокнот тупать, унта чăвашла çырнă сăвăсем. Хĕр тĕлĕнсех каять, вырăсла çырманнипе ăнланаймасть. Мĕн çырнă-ши кунта тесе блокнотне командирсене парать. Кайран çав сăвăсем кĕнекене кĕреççĕ.
Бараевпа пĕрле çапăçнă Чăвашкасси çынни Туктар Сандркин та хăй вăхăтĕнче çапла каласа хăварнă: «Взвод командирĕ В.Бараев питĕ шухă çынччĕ, хăрамастчĕ. Атакăна кĕнĕ чухне те сăвăсем çыратчĕ».
Поэтăн хушаматне Волгоградри Мамаев курганти мемориалта плита çине çырса хунă. Кун пирки тăванĕсем каларĕç, унта хăйсем кайса курнă.
Поэтăн çакăн пек кĕнекесем тухнă: «Кавказ хăнисем» (1936), «Али паттăр» (1940, 1955), «Сӳнми хĕлхем» (1961), «Юлашки юн тумламĕччен» (11 автор сборникĕ, 1980), «Сердце, пробитое пулей» (1995), «Сыну» («Дружба» альманах, 1980, 37-мĕш номер).
Асăну каçне Виçпӳрт-Шăмăршăран тата Шăмăршă районĕнчи ялсенчен поэтăн тăванĕсем килсе çитрĕç.
Ăна чăваш халăх гимнĕпе — «Аки-сухи» — Зоя Афанасьева-Рейтер тата Виçпӳрт-Шăмăршăран килнĕ ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Елена Муравьёва уçрĕç. Залти халăх вĕсемпе пĕрле юрларĕ. Ун хыççăн Чăвашкассинчи «Шуçăм» ушкăн (ертӳçи Родион Кириллов, вăл та Бараевăн тăванĕ) Анатолий Юман сăввипе çырнă «Чăвашкасси гимнне» янраттарчĕ.
Ертӳçĕ сцена çинчен В.Бараевăн фронтра çырнă сăввисене вуларĕ. Поэтăн тăванĕсем ун çинчен мĕн пĕлнине каласа пачĕç. Чăвашкассинче ӳснĕ, халĕ Энтриялĕнче пурăнакан Римма Кириллова хăйсен ăрăвĕ пирки асăнчĕ.
Симулинсен тăватă тăлăх хĕр пулнă. Шеверпи (1880 çулхи) тата Шехерпи (1882) Чăвашкассине качча кайнă. Малтанхин хушамачĕ Афанасьева пулса тăнă, иккĕмĕшĕн – Кириллова. Шеркукпа (1884) Сарихви (1886) вара Виçпӳрт-Шăмăрша кайнă. Шеркук – шăпах Бараевăн амăшĕ пулать. Василийпа Шеркук виçĕ ывăл тата пилĕк хĕр çуратаççĕ. Тимĕр (Владимир) çемьере пĕрремĕш ача пулнă. Симулинсен чи кĕçĕн хĕрĕ вара – Сарихви — Мулендеевсене кайнă.
Владимир Бараевăн пĕр ывăл — Лев, Мускавра пурăнать. Вăл çулланнă çын ĕнтĕ, килĕнчен тухса çӳреймест. Поэтăн пĕрремĕш арăмĕ поляк хĕрарăмĕ пулнă иккен.
Сцена çине РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем — Валентина Игнатьева-Тарават тата Анатолий Юман тухрĕç. Валентина Николаевна шкула çӳренĕ чухне Бараевăн «Али паттăр» кĕнекипе паллашнă пирки асăнчĕ, Анатолий Фёдорович вара вăрçăра вилнĕ поэт Стихван Шавлипе тата Смирновпа туслă пулни çинчен каласа пачĕ.
Чăнлă район администрацийĕн социаллă пулăшу пайĕн пуçлăхĕ Анатолий Узиков районта кун пек мероприяти пулман-ха терĕ, йĕркелӳçĕсене тав турĕ. Çаплах Анатолий Александрович интереслĕ япала каларĕ: унăн мăшăрĕ Галина Григорьевна та Симулинсен йăхĕпе çыхăннă.
Уява «Шуçăм» ушкăн, Çĕнĕ Улхашри тата Чăвашкассинчи шкул ачисем, Елена Муравьёва (ăна чăваш тĕнчинче Шăмăршă шăпчăкĕ теççĕ) юрри-ташши тăсрĕ.
Улхаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Надежда Утриванова çак уява йĕркелекенсене, хастар хутшăнакансене тав турĕ. «Владимир Бараев чăваш чĕлхине юратнă, йывăр вăхăтра та сăвă çырма чарăнман. Çамрăксем, эсир те тăван чĕлхене поэт юратнă пекех юратăр»,- терĕ Надежда Михайловна.
Тăванĕсем уйрăлнă чухне: «Пире паян Тимĕр тете пĕрле пуçтарчĕ. Тимĕр тете, эпир сана нихçан та манас çук»,- терĕç.
 
: 810, Хаçат: 52 (1196), Категори: Астăвăм

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: