Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Аçтаха (Дракон) çулĕ вĕçленсе пырать. Вăл сирĕн асăра мĕнпе кĕрсе юлчĕ? Мĕн кĕтетĕр çывхарса килекен Шыв Çĕлен çулĕнчен?
Çак ыйтусене эпĕ чăвашлăха аталанатарас ĕçе хастар хутшăнакансене патăм.
 
Владимир СВАЕВ, Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономин ертӳçи:
-Телее, ку çул начар пулмарĕ. Аçтаха çулĕпе эпĕ кăмăллă. Автономи ĕçтăвкомĕ аван ĕçлет. Манăн пĕрремĕш çум, Хула Думин председателĕн пĕрремĕш çумĕ П.К. Столяров, тăрăшнипе автономи кĕçех çĕнĕ вырăна куçмалла. Вăл тата чăваш усламçисен «Эртел» ушкăнĕн арĕсем пулăшнипе унта юсав ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ.
Умра пире пысăк ĕçсем кĕтеççĕ: И.Я. Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине мăнаçлăн паллă тăвасси, Раççей шайĕнче Яковлев вулавĕсене тивĕçлĕ ирттересси.
Валентина КИРГИЗОВА, УОЧНКАн Димитровградри уйрăмĕн ертӳçи:
-Маншăн ку çул питĕ ăнăçлă пулчĕ: Наташа хĕр ял хуçалăх академине вĕренсе пĕтерчĕ, хăй кăмăлланă ĕçе вырнаçрĕ. Икĕ пӳлĕмлĕ хватттер туянтăмăр. Ĕçре те веçех йĕркеллĕ.
Çитес çул та пурнăç çапла пĕр тикĕс пырасса шанас килет. Тĕнче пĕтессипе хăратаççĕ. Ан пĕттĕрччĕ вăл нихăçан та.
Андрей АХТЯМОВ, Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Курахви шкул директорĕ:
-Август уйăхĕнче мана директор тилхепине шанса пачĕç. Куншăн те савăнмалла, те хурланмалла. Юлашки виçĕ çул пирĕн шкул Çĕнĕ Çарăмсан шкулĕн филиалĕччĕ. Халĕ шкул статусне илтĕмĕр.
Ĕмĕтре – шкула тĕпрен юсасси. Облаçри вĕренӳ министерстви укçа-тенкĕ уйăрма шантарнăччĕ. Шанчăка çухатмастпăр-ха.
Галина СУДАКОВА, Чартаклă районĕ, Пухтелĕнчи вăтам шкулăн Петровское ялĕнчи филиалĕн чăваш чĕлхи кружокĕн ертӳçи:
-Мана Валерия хĕрĕм савăнтарать. Вăл 4-мĕш класра вĕренет. Облаçри чăвашсен ача-пăча фестивалĕсене хутшăнать. Ĕçре веçех йĕркеллĕ. Ĕçтешсем аван.
Ĕмĕтре – хамăр шкула – Петровски шкулне хупасран сыхласа хăварасси. Ĕç укçине ӳстерччĕр. Пире нумай кирлĕ мар: çиме, тумланма çитсе пытăр.
Светлана ЧЕРНОВА, «Милана» тата «Огонёк» ташă ушкăнĕсен ертӳçи:
-Аçтаха пире нумай савăнăç кӳчĕ. Эпир ташă ушкăнĕсемпе Европăна çитсе хамăр пултарулăха кăтартрăмăр. Австрире, Словакире, Германире классика тата халăх ташшисене кăтартса икĕ номинаципе чи чаплă вырăнсене йышăнтăмăр, икĕ кубок çĕнсе илтĕмĕр. Облаçри «Путене» конкурсра та пĕрремĕш вырăн пирĕн пулчĕ.
Килес çул Италие кайма ĕмĕтленетпĕр.
Эльвира СОШНИКОВА, Кротовка ялĕ:
-Манăн хĕрсем Аня тата Лена шкул пурнăçне, Чăваш культура центрĕ ирттерекен мероприятисене хутшăнма юратаççĕ. Вĕсен савăнăçĕпе пурăнатăп. Яланах пĕрле çӳретĕп. Çавсене тĕрĕс-тĕкел вĕрентсе кăларассишĕн тăрăшатăп.
Екатерина СТОЛЯРОВА, Чăнлă районĕ, Ирçел шкулĕ, 10-мĕш класс:
-Кăçал эпĕ чăваш чĕлхипе, технологипе, обществознанипе олимпиадăсене хутшăнтăм, 2-мĕш вырăнсене тивĕçрĕм. Концертсене хутшăннăшăн грамотăсем сахал мар илтĕм.
Килес çул «Сарпике» конкурса хутшăнса мала тухас шухăш пур.
Ольга КРЫШ, Чăнлă районĕ, Ирçел шкулĕ, 10-мĕш класс:
-Эпĕ те Катя пекех конкурссене хутшăнтăм. Çулла мана атте çуралнă кун ячĕпе парне турĕ – Мускава илсе кайрĕ. Ку самантсем яланлăхах асăмра юлĕç.
Килес çул шкула ăнăçлă пĕтерсе аслă вĕренӳ заведенине вĕренме кĕме ĕмĕтленетĕп. Юрист специальноçĕ кăмăла каять.
 
: 949, Хаçат: 52 (1196), Категори: Sene syl

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: