Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Çĕнĕ çула пĕчĕккисем кăна мар, аслисем те чăтăмсăр кĕтеççĕ. Ачалăхри пекех çитĕнсен те Хĕл Мучи парне парасса, тĕлĕнтерессе шанатпăр. Çак сăнар пирĕн пурнăçа хăçан кĕрсе çирĕпленнĕ-ши?» - тесе ыйтаççĕ вулакансем.
Тĕлĕнмелле пулин те чи малтанах Хĕл Мучи хальхи пек ырăскер пулман. Вăл тĕрлĕ Турра ĕненекенсен чи хаяр Турри шутланнă. Хăйĕн миххине чӳк тумалли çимĕçсене, пĕчĕк ачасене пухнă. Çав çулсенче парнесем пирки сăмах та пулма пултарайман. Сивĕ тата çил-тăвăл хуçи вăрманта çынсене шăнта-шăнта лартнă. Çакăн евĕр сăнар, тĕслĕхрен, Некрасовăн «Мороз – Красный нос» поэминче сăнарланнă. Ĕлĕк Хĕл Мучи киле пырса кĕрес тĕк – ачасем сăвă калама черете тăман, усалран часрах тарса хăтăлма тăрăшнă.
XIX ĕмĕрте авалхи сăнарпа пĕр харăсах тепри, Усал Ватăпа сăн-сăпатран пĕр евĕрлĕскер – «Чăрăш хуçи» - аталанма пуçланă. Хĕвел анăçĕнчен йышăннăскер ырă, тӳрĕ кăмăллă пулнă. Вăл Раштавра килнĕ, лайăх ачасене парнесем панă, итлеменнисене патакĕпе çапнă. Чылай хушă çак сăнара тĕрлĕ ятпа чĕннĕ. Каярахпа «Хĕл Мучи» çирĕпленнĕ. «Мучи» тени ырă асатте-кукаçие аса илтерет. «Хĕл» сăмах авалхи усал Турă сăнарне куç умне кăларать. Вăл тыр-пула та, çынсене те… пĕтерме пултарать. Унпа ачасене хăратнă.
Хальхи вăхăтри пек ырă, ача-пăчана парнесемпе савăнтаракан, сăвă итлеме юратакан Хĕл Мучи пирĕн пата 1930 çулта килме пуçланă.
 
: 812, Хаçат: 52 (1196), Категори: Ceнe cул

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: