Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕлен – тĕлĕнмелле чĕр чун. Çĕр тăрăх шăваканскерĕн ури çук. Çапах вăл малалла туртăнать. Унсăр пуçне çĕлен хăйĕнчен пысăкрах чĕр чуна тапăнать, хыпса çăтать. Мана çак интереслентерет, унталла-кунталла шăваканăн шăмми пур-ши?
Алина Ф.
Чăнлă районĕ.
 
Хальхи вăхăтра Çĕр çинче çĕленĕн 3 пин яхăн тĕсне тупса палăртнă. Вĕсенчен тăваттăмĕш пайĕ наркăмăшлисем. Ăсчахсем çĕлен урине хăçан «çухатнине» калаймаççĕ. Çĕленĕн «мăн аслашшĕ» - тăпра чавакан калта тесе шутлаççĕ. Унăн ури пит кĕске е пачах та çук.
Çĕлене çӳреме пĕртте ура кирлĕ мар, вăл унсăрах хырăм çинчи хуппа пула шăвать.
Çĕлен çăмăллăнах авкаланать пулин те унăн кĕлеткинче шăмă нумай. Çурăм шăмми çумĕнче аяк пĕрчисем пур. Хăш-пĕр çĕленĕн 145 мăшăр таранах. Çурăм шăммисем шарнир евĕр çирĕпленнĕ: аяк пĕрчисен вĕçĕ хупăн уйрăм мускулĕпе çыхăннă.
Çĕленĕн пуçĕпе янахĕнче те шăмă пур. Çăварпа пыр шăммисем хытă çирĕпленмен. Çавăнпа вăл хăйĕнчен пысăкрах чĕр чуна çăтаять.
Ытти йышши çĕленсенчен чылайăшĕ шапапа, йĕке хӳрепе, кайăкпа, шăрчăкпа тăранса пурăнать. Тата хăй йышшисене, çĕлен çĕлене çиекеннисем те пур. Шывра пурăнакансем пулăпа, шапапа апатланаççĕ, шăшипе хурт-кăпшанка тĕкĕнмеççĕ.
 
: 819, Хаçат: 52 (1196), Категори: Ceнe cул

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: