Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раштав уйăхĕнче Пĕтĕм Раççейри сусăрсен кунне паллă турăмăр, хамăр калаçусенче, мероприятисенче вĕсен терт-нушине, кĕрешĕвне, пурнăçа юратнипе аллине усманнине палăртса хăвартăмăр, чăтăмлăхĕпе мăнаçлантăмăр. Сывлăх тĕлĕшĕнчен сусăр пулнине пăхмасăр вĕсем çак çĕр çинче май килнĕ таран тытăнса тăрасшăн, хăйсем çинчен илттересшĕн талпăнаççĕ. Кулянса, йĕрсе ирттермеççĕ вĕсем яра куна, май килнĕ таран тулли пурнăçпа пурăнма тăрăшаççĕ, спортпа туслă, ӳнер тĕнчипе кăсăкланаççĕ, ташлама юратаççĕ.
Пирĕн пулăшу вĕсене куллен кирлĕ. Уявран уява çеç мар, куллен асра тытмалла, хавхалантармалла, пулăшмалла вĕсене. 2013 çула Ульяновск облаçĕнче «Пĕр тан вăйсен çулĕ» девизпа кĕретпĕр. Эппин, пултарайнă таран, вĕçĕ-хĕррисĕр майсемпе усă курса хӳтлĕхсĕр, сывмар çынсен пурнăçне илемлетме тăрăшмалла.
Çурта кĕрсенех сусăрсен коляски çинче ларакан сарă çӳçлĕ, шуранка ӳтлĕ, кăвак куçлă илĕртӳллĕ хĕрарăм ман çине тĕллесе пăхнине куртăм. «Валентина Лысова çуртне тĕрĕсех тупрăм-ши?» тенине хирĕç палламан çын кăмăллăн пуçне сĕлтрĕ. Апла йăнăшмарăм, тĕрĕсех иккен. Çил-тăман мана аташтарайман. Кĕçех паллашрăмăр.
Хам ăçтан, мĕнле тĕллевпе килнине каласан та-ха коляска çинчи хĕрарăм ман çине тĕплĕн сăнаса, шанмасăртарах пăхса ларчĕ. Вара: «Валя»,-терĕ сулахай аллине тăсса. Валентина Лысована ДЦП диагноз лартнăранпа чылай çул пулать. Раштавăн 18-мĕшĕнче 47 çул тултарнă вăл. 45 çул каялла чупса çӳрекен ача сасартăк чирлесе ӳкет. Ашшĕ Майнăри район пульницине илсе каять. Сиплени нимĕнле усă та памасть. Мĕнле кăна тухтăр, асамçă патне илсе çӳремен-ши ăна, анчах та хĕрне ури çине тăмалла тăвайман. Диагноз хăрушла пулин те малалла пурăнмаллине ăнланнă вĕсем, сусăр хĕрне аван пăхнă. (Лысовсен çемйинче çуралнă 11 ачаран паян 7-шĕ пурăнаççĕ. Чиперех. Тăваттăшĕ çуралсанах вилнĕ.) 1980 çулта амăшĕ çĕре кĕрет. Унтанпа Вальăна ашшĕпе тăван мар амăшĕ (пĕр хушă анне çурипе пурăнтăмăр тет вăл) пăхнă.
2008 çулта ашшĕ ракпа вилсен Валентинăшăн чи йывăр тапхăр пуçланать. Çĕр çинчи чи çывăх та юратнă çынни çĕре кĕрсен хăйне те вилнĕ пек туять вăл. Çемйипе юнашар пурăнакан Нина аккăшĕ тăна кĕме, хăйне алла илме нумай пулăшать йăмăкне. Килте тăлăххăн пĕччен ларнă чухне йăпанма попугай илсе парать. «Урама уçăлма илсе тухсан Кеша вĕçсе кайрĕ, халь ман Яна пур. Вăл манпа калаçать»,-тет Валентина Васильевна.
Часах шкултан Нина Васильевна Садовникова, Вальăн аккăшĕ чупса çитрĕ. Шăпах вăл опекăна илнĕ те тăванне. Çур кун ытла унпа ирттерет, çитерет, пăхать, çăвать. Пит килĕштерсе пурăнни куçкĕретех. Паян тата вăхăтлăха тетĕшĕ Николай Васильевич ашшĕ килне пурăнма килнĕ. Вăл та самаях пулăшать. Çуртра арçын алли питех те кирлĕ. Кивĕ çуртра вăл юхăннă, ку ишĕлет, ку шăтнă.
— Пирĕн Валентина питĕ ĕçчен те пултаруллă,- теççĕ аккăшĕпе тетĕшĕ.- Хăйĕн валли вăл патаксем тутарчĕ. Вăхăтне ахаль ирттерес мар тесе вĕсемпе килте тирпей-илем тăвать. Кашни япали вырăнлă ун. Ăçта мĕн выртнине веçех пĕлет Валентина. Атте, Василий Николаевич, вилсен тата тепĕр пултарулăхĕ аталанса кайрĕ унăн: ал ăсталăхĕ. Куллен çĕвĕ машинкипе кĕпе, тумтир çĕлет вăл, тĕрлĕ тĕслĕ пуканесем, вĕсем валли сĕтел-пукан, теттесем, тăхăнмалли-йăпанмал ли япаласем ăсталать. Çил арманĕ, катаччи, тĕлĕнтермĕш ани – пĕтĕмпе куçа йăмăхтараççĕ. Хăрах аллипе çеç çапла майпа ĕçлеме пултарни кăсăклантарчĕ мана, ăмсантарчĕ те. Сулахай аллипе çеç ĕçлет, пусми çине хачă хурса тӳрлетсе, тĕллесе пырать. Пурне те астăвать вăл, пуçĕ аван ĕçлет.
Сан çывăх юлташсем камсем тесе ыйтнине хирĕç: «Нина акка», – терĕ. Пăртак тăхтасан тата аттеччĕ тесе йĕрсе ячĕ.
45 çул тултарсан тăванĕсем Валентина валли хитре ылтăн хăлха çакки туянса панă. Капăрланма юратать хĕрарăм, илеме хаклама пĕлет. «Кашни çыннăн ирхине хăйĕн çине пĕрре те пулин пăхса илме манмалла мар,-тет.- Хитре, тирпейлĕ тумланмалла. Вара алă ĕçне тытăнатăп. Вăй хурсан кун иртни сисĕнмест». Коляска çинче ларма меллĕ пултăр тесе Валентина ятне ури валли кантра ăсталанă. Ерипен урисене вырнаçтарать. Коляска йĕри-тавра çĕр тĕрлĕ кĕсье вырнаçтарнă. Кашнинчех темĕн те пĕр, кирлĕ япаласем.
Пурнăçланайман ĕмĕт-тавраш пур-и сан тенине хирĕç: «Ман шкула каяс килетчĕ»,-терĕ. Шел, Валентина Лысова патне шкултан вĕрентекен те килсе çӳремен, сусăр ачан ĕмĕтне тавçăрайман çав аслисем. Апатсенчен тăварланă хăяр, помидор, чăмăрла пĕçернĕ çĕр улми, яшка юратать. Кăлпассипе канихвет-шăккалат пачах çимест. Сиенлĕ тет. Телевизор курма юратать, «Кровинушка» сериала курать. Концертсене кăмăлласах тинкерет. Ашшĕпе тетĕшсем купăс-баянпа ăста каланипе те пуль вăл. Пурнăçĕнче çапла пулса тухнишĕн никама та ӳпкелемест, паянхи кунпа пурăнать Валентина. «Çĕнĕ коляска пулсан аван пулнă пулĕччĕ те вĕт. Эп пӳрт тăрăх хам куçса çӳрейнĕ пулăттăм»,-терĕ çӳлтисенчен (сăмах районти халăхăн социаллă хӳтĕлев комитечĕ пирки пырать) пĕртен-пĕр парне кĕтнине систерсе. Çĕнĕ çул умĕнхи ĕмĕт вара пурнăçланма тивĕçлех.
 
Майна районĕ,
Чӳрекел ялĕ.
 
: 693, Хаçат: 52 (1196), Категори: ентешсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: