Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Валентина Гуриевна Чугунова Ульяновскри Киров ячĕллĕ поликлиникăра физиотерапи кабинетĕнче ĕçлет. Тухтăрсем çынсене тĕрлĕ чиртен эмел ĕçсе тата укол туса кăна мар, физиотерапипе те сипленме сĕнеççĕ. Çавăн пеккисене сиплет Валентина Гуриевна. Вăл сывалма пынисене кăмăллă кĕтсе илет, вĕсемпе сăпайлă калаçать.  Çынсем ăна ырлаççĕ, ун ячĕпе лайăххине кăна калаççĕ.
Валентина Чугунова (хĕр чухнехи хушамачĕ Григорьева) Тутарстанри Пăва районĕнчи Альших ялĕнче 1953 çулти кăрлач (январь) уйăхĕн 11-мĕшĕнче çуралнă.
Ялта 8 класс пĕтернĕ хыççăн Ульяновска вĕренме каять. Икĕ çултан яла отпуска килсен Мăкăр ялĕн каччипе Лёньăпа паллашать. Каччă агрономра ĕçлет. Часах çамрăксем çемье çавăраççĕ. Çулталăк ялта пурăннă хыççăн вĕсем Ульяновск хулинче çурт илеççĕ, пурăнма куçаççĕ. Тата икĕ çултан Леонид Лазаревича тепĕр хут çар хĕсметне тĕнче хĕрринче вырнаçнă Новая земля утрава чĕнеççĕ. Унта 12 çул пурăннă хыççăн каялла Ульяновска килеççĕ. Вĕсен икĕ ывăл – Сергей тата Александр. Валентина Гуриевна 5 çул БСМПра ĕçленĕ.
- Унтан ĕçрен хăтарсан (сокращенипе) 1 çул килте лартăм. Çав вăхăтра пĕррехинче çемйипех аварие лекрĕмĕр. Манăн пĕр аманман вырăн та юлманччĕ. 9 уйăх вырăнпа выртрăм. Никам та эпĕ ура çине тăрасса шанманччĕ. Борис Кузьмич Волгаев травматолог мана пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарса ура çине тăратрĕ. Сирĕн хаçат урлă ăна питĕ пысăк тав тăватăп. Ун хыççăн 3 çул II ушкăнри сусăрсен шутĕнче пултăм. Сывалсан кунта ĕçлеме куçрăм, - каласа парать Валентина Гуриевна.
Кăçал медицина ĕçченĕ кунĕнче Валентина Чугунована çынсене сыватакан тата профилактика пулăшăвĕ паракан ĕçре нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн вырăнти сывлăх сыхлавĕн министерстви Хисеп хучĕпе чысланă.
Халĕ вăл тивĕçлĕ канура, çапах та ĕçлет-ха. Сăпайлă чăваш хĕрарăмĕ çынсене ырă кăмăл тата сывлăх сунать.
 
: 1003, Хаçат: 36 (1128), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: