Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
2013 çулăн нумерологи гороскопĕ «6» цифра ертсе пынипе иртет. Вăл лăпкăлăхшăн, кĕтмен çĕртен пулакан пулăмсемшĕн яваплă. Ăнăçусем чеен ĕçлеме пултаракан, çаврăнуçăллă, çынсене итлеме тата итлеттерме пĕлекенсене кĕтеççĕ. 2013 çул хăй патне ăслăн шухăшлама пĕлекенсене, иртнĕ пурнăçра тунă йăнăшсене тĕпе хурса çĕннисене тăвас мар тесе тăрăшакансене хăй патне туртать. Хастарлăх шайĕ - пысăках мар, ниме тăман ĕçсем сахалтарах пулĕç. Юрату туйăмĕ пĕр-пĕрне мĕнле ăнланнипе çыхăнĕ.
Кашниншĕн 2013 çул мĕнле пулнине нумерологи ăслăлăхĕ каласа парать. Пĕлес тесен çын шăпин числине тупас пулать. Тĕслĕхрен, камăн-тăр çуралнă дати – 12.03.1981. Пĕчĕк кăна арифметика задачи шутлăпăр: 1+2+0+3+1+9+8+1=25=2+5=7. Çак цифра – шăпа числи.
Çапла майпа сирĕн числăр:
1. Сирĕншĕн 2013 çул ăнăçлă та лăпкă пулĕ. Çыннăн питĕ ăслă пулмалла, кашни утăма пĕлсе тумалла. Ĕçре те пысăк ăнăçусем кĕтеççĕ.
2. Тахçанах çухатнă хутшăнусене çĕнĕрен чĕртес пулать. Ĕç-хĕл сĕре майĕпен пынă пек туйăнать, Ан васкăр. Ĕç пĕтĕмпех путланса ларма пултарать. Чăтăмлă пулни мĕн кĕтнинчен те ытларах парĕ.
3. Пурнăç хыççăн утса çитме çук пек туйăнать. Тăрăшулăх, чăтăмлăх тата тавçăрулăх пулсан майĕпен пулсан та тĕллевсене пурнăçлама май парĕ. Сирĕншĕн ку çул – улшăнусен çулĕ пулмалла. Анчах пур ĕçсене те маларах палăртса хурсан.
4. 2013 çул сире шанчăклăх тата лăпкăлăх парнелĕ. Пĕтĕм улшăнусем ырă япаласем патне илсе çитерĕç. Çак ырă улшăнусем «тăваттă» хуçин чи çывăх тăванĕсене те пырса тивĕç. Анчах пур çĕрте те яваплăх туйăмĕ кирлĕ.
5. Нумерологи календарĕ, шел, 2013 çул сирĕншĕн маррине çирĕплетет. Хыпаланса пурнăçланă ĕçсем, ăнланманлăх, çухатусем… Мĕншĕн тесен кăра «5» паллă лăпкă «6» паллăпа шайлашаймасть.
6. Ку число мĕн шутланине веçех пурнăçлама май парать. Ĕçре вăл ĕçтешĕсемшĕн - кирлĕ çын. Хăв кăна пĕр ĕçрен тепĕрне хăвăрт куçма тăрăшмалла. Пуçлăх хисеплĕ. Харпăр пурнăçра вара улшăнусем кĕтмелле мар.
7. Улшăнусем йывăрпа иртĕç. Ăнăçусем питĕ тăрăшакансене кăна илĕртĕç. Пуçарулăх тенине ăнланма йывăртарах пулĕ. Харпăр пурнăçра пĕрремĕш утăм тумалла.
8. Чунра – канлĕх. 2012 çулта пурнăçланман тĕллевсем кăçал пурнăçа кĕрĕç. «Саккăр» йĕри-тавра – шанчăклă юлташсем. Ĕçре «вĕçевсем» пулмĕç, йывăрлăхсем те.
9. Ăнăçу тата ăнăçу! Кăмăл – тулса тăкăнать! Юратнă çынпа пĕр-пĕрне ăнланасси – пĕрремĕш вырăнта. Пĕчĕк ăнланманлăхсем – темех мар. Анчах вĕсем пулаççех.
 
: 846, Хаçат: 52 (1196), Категори: Sene syl

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: