Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Хура Çĕлен мĕн юратать?
Çĕнĕ çул сĕтелĕ çинче ытларах аш, пулă, çăмарта пулмалла. Çĕлен кролик е мулкач ашне кăмăллать иккен.
Вĕсене духовкăра пĕçерме пулать. Пулăран хатĕрленĕ çимĕç лартсан та çĕлене юрама пултаратăр. Лайăх йышши пулăсене (форель е сёмга) фольгапа чĕркесе духовкăра пĕçерме е чустара (кляр) пĕçерсен аван. Пулла савăт варрине хурса тĕрлĕ пахча çимĕçпе илемлетĕр.
Паллах, уяв сĕтелĕ çинче тĕрлĕ салатсем пулмалла. Илĕртӳллĕрех пулччăр тесен вĕсене уявпа çыхăннă ӳкерчĕксемпе илемлетĕр.
«Юр кĕлетке» салат
Ăна хатĕрлеме 240 г краб патакки, 200 г тăварланă хăяр, 150 г корейла хатĕрленĕ кишĕр, 200 г тăварланă е шăнтнă кăмпа, 8 çăмарта, 0,5 л çуллă майонез, 3 хура олива е хура иçĕм çырли тата илемлетме укроп турачĕ кирлĕ.
Çăмартана пĕçерсе шуратмалла. Кăмпана услам çупа ăшаламалла (тăварланине ăшаламалла мар).
Витĕр курăнакан яка тĕплĕ савăт илмелле. Ун айне хутран юр кĕлеткен (снеговик) кӳлепине касса илсе хумалла. Вăл витĕр курăнтăр. Унтан майонез (пакетри пултăр) илмелле. Пăчăртаса юр кӳлепин мĕлкине ӳкермелле. Ун çине сийĕн-сийĕн çӳлте асăннă çимĕçсене хумалла.
Тĕпне – краб патакки тураса сапаламалла. Ун çине – вакланă тăварланă хăяр. Турилкке çине хуриччен ăна таса пусма çине хурса шывĕнчен сăрăхтармалла. Виççĕмĕш сий – майонез. Ун çине – корейла хатĕрленĕ кишĕр, ун хыççăн – кăмпа. Çиеле каллех майонез.
Çăмартан саррине шурринчен уйăрмалла. Саррине тёркăпа хырса вĕтетмелле. Ăна юр кĕлетке çине сапаламалла. Шуррине пысăк татăксем çине пайласа юр кĕлеткене витмелле.
Краб патаккинчен – шарф, куçне – оливăран, сăмсине – хĕрлĕ пăрăçран, тутине – хăяртан илемлетмелле. Аллине укроп туратне тыттармалла. Салата хăнасем килсе çитес умĕн тусан аван.
«Капăр чăрăш» салат
Салат хатĕрлеме чăххăн кăкăр пайĕ (грудинка), 150 г сыр, 100 г чăкăт, 1 пуç хĕрлĕ сухан, 4 çăмарта, симĕс пан улми, гранат вăррисем кирлĕ.
Юрма валли: хăйма, горчица, майонез.
Капăрлатма: тутлă симĕс пăрăç, çăмарта шурри, темиçе турат петрушка.
Чăхă ашне, сыра, сухана, çăмартана вакламалла. Пан улмине шултра тёркăпа хырса вĕтетмелле. Хатĕр çимĕçсене сийĕн-сийĕн хумалла:
1-мĕш сий – чăхă ашĕ, 2-мĕш – вакланă сухан, 3-мĕш – вакланă çăмарта (пĕр пайне илемлетме хăвармалла), 4-мĕш – пан улми, 5-мĕш – тёрка çинче хырнă сыр.
Çиелтен юлнă çăмарта шуррипе, пылак пăрăçпа, петрушка турачĕсемпе тата гранат вăррисемпе илемлетмелле.
Тултармăш
Тултармăша тин пуснă выльăх юнĕнчен, вир кĕрпинчен е рисран тата ăш çăвĕнчен хатĕрлеççĕ. Çинçе пыршăсене сивĕ шывпа çуса тасатмалла, кăштах вĕри шыв çинче тытмалла, каллех сивĕ шывпа çуса лайăх тасатмалла. Кĕрпене çумалла та кăшт сарăличчен пĕçермелле. Ăш çăвне е сысна салине, суханпа ыхрана вĕттĕн турамалла. Çакăн пек хатĕрленĕ юр-вара – кĕрпене, ăш çăвне е сысна салине анчах пуснă выльăх юнĕпе хутăштармалла, унта суханпа ыхра хушмалла, тăвар калаттармалла та лайăх пăтратмалла. Çак ăшлăха çинçе пыршăсене тултармалла, вĕçĕсене çыхса тăвар калаттарнă шывра е пуç-ура шӳрпинче пĕçермелле.
Тултармăша вĕрилле хăй тĕллĕн е шӳрпепе параççĕ.
4 кг тултармăш хатĕрлеме (грампа) пуснă выльăх юнĕ 2000, çинçе пыршăсем 800, рис е вир кĕрпи 300, сысна сали е ăш çăвĕ 150, пуçлă сухан 150, ыхра 50, пăрăç 10, тутанса тăвар кирлĕ.
Пулăпа çĕр улми хуплăвĕ
Ăшлăха пулăран, çĕр улмирен тата суханран хатĕрлеççĕ. Тулĕ валли чуста çăрса хăпартмалла. Шăнтнă вĕтĕ е чĕрĕ пулла (тюлька, салака, хамса е ытти пулла) ăшаламалла, хуппинчен тасатмалла, ăшне кăлармалла, пуçне, хӳри-çуначĕсене касса пăрахмалла та лайăх çумалла. Çавăн хыççăн пулла аш арманĕ витĕр авăртса кăлармалла е çĕçĕпе вĕттĕн турамалла, пăрăç тата тăвар калаттармалла.
Пĕр кило таякан хуплу пĕçерме (грампа) чуста валли – çăнăх 415, çăмарта 10, çу 15, çĕпре 15, шыв 200, çатма тĕпне тата хуплу питне сĕрме çу 11; ăшлăх валли – пулă 450, çĕр улми 200, пуçлă сухан 100, тăвар каять.
Кавăн салачĕ
200 г кавăн, 1 панулми, 8 аçтăрхан мăйăрĕ (грецкий орех), лимон сĕткенĕ, кăштах пыл е сахăр кирлĕ.
Кавăна тасатса шултра тёркăпа хырмалла, туранă пан улмипе хутăштармалла. Салата лимон сĕткенĕ, пыл е сахăр ярса пăтратмалла. Илемлĕ савăта тултарса çиелтен мăйăрпа сапмалла.
 
Раштав типпи вăхăтĕнче çапларах апат-çимĕç хатĕрлеме сĕнет Çĕнĕ Ульяновскра пурăнакан ентешĕмĕр Зоя Рейтер.
 
Сельдь пулăран – салат
Ăна хатĕрлеме 1 кг чĕрĕ сельдь пулă, 300 г томат пасти, 1 чей кашăкĕ хура пăрăç, 1 чей кашăкĕ хĕрлĕ пăрăç, 1 стакан тип çу, 0,5 стакан тăвар кирлĕ.
Пулăсăр пуçне мĕнпурне пĕр савăта ярса çулăм çине лартмалла. Вĕреме кĕрсен 1 чей кашăкĕ уксус хушмалла.
Пулла çуса шăмминчен уйăрмалла, вакламалла. Савăт тĕпне малтан пулă, ун çине – çавракан каснă сухан хумалла. Çиеле сивĕннĕ маринад ямалла. Салата каçхине тусан ирхине çиме юрать.
Пулăран – плов
Плов хатĕрлеме 2 стакан рис илмелле (çемье пысăк пулсан рис нумайрах кирлĕ). Çурма хатĕр пуличчен шывра пĕçермелле. Дуршлаг витĕр сăрăхтармалла.
Сухана çаврашкан касса çатма çинче кăштах ăшаласа илмелле.
Чĕрĕ пулла (скумбри, хĕрлĕ пулă, минтай е хек) çуса тасатмалла, касăксем çине пайламалла. Шăммисенчен уйăрмасан та юрать.
Тарăн çатма илмелле. Ун тĕпне тăварпа пăлхатнă пулă, ун çине – суханăн çуррине, кайран – рисăн çуррине, унтан каллех пулă, сухан, рис хумалла. Ун çине сыр (хаклă марри те юрать) вакласа сапаламалла. Çиелтен майонез сĕрмелле те духовкăна лартса пĕçермелле.
Апачĕ тутлă пултăр!
 
: 756, Хаçат: 52 (1196), Категори: Тĕпел

Комментарисем:

Rosa (2014-05-08 11:24:48):
No coiptamnls on this endĔ simply a good pieceĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: