Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сурхури – чăвашсен авалхи çĕнĕ çул уявĕ. Ăна чăвашсем килти лăпкă лару-тăрушăн тата çынсен пурнăçĕнчи телейшĕн, лайăх тыр-пулшăн савăнса тата çĕнĕ çулта выльăх-чĕрлĕх аван ĕрчетĕр тесе уявланă. Хăш-пĕр вырăнта ăна к ĕ ш е р- н и, р а ш т а в е ç в е т к е уявĕ тенĕ. Çакăн евĕрлĕ уявсем нумай халăхăн пулнă.
Уявччен темиçе кун маларах хĕрсем пĕр-пĕринпе калаçса пӳрт палăртса хураççĕ. Унта кашни хĕр салат, хăмла, çăнăх, хăйма, çăмарта тата ытти апат-çимĕç илсе пырать. Вĕсенчен сăра вĕретнĕ, тĕрлĕ çимĕç пĕçернĕ, пăрçа ăшаланă. Уяв кунхине ирхине çамрăксем суйласа илнĕ çурт патне пухăннă та кĕркунне акса хăварнă хире кайнă. Хирте юртан улăм купи евĕрлĕ купасем туса çапла каланă: «Юр куписем мĕнле нумай, килес çул çăкăр куписем те çавăн чухлĕ пулччăр». Ун хыççăн килĕсене саланнă. Каçхине вара хĕрсемпе яшсем уяв ирттерме суйланă çурта пуçтарăннă: сăра ĕçнĕ, ăшаланă пăрçа çинĕ, тĕрлĕ вăйăсем вылянă, савăннă. Шăп çур çĕрте çамрăксем сурăх витине тухнă. Кашни кĕтесе ăшаланă пăрçа сапнă. Тĕттĕмре сурăха урисенчен ярса илнĕ те çапла каланă: «Вĕсем ытларах путек туччăр, çăм паччăр». Хăй тытнă сурăха кашни паллă тунă. Тул çутăлсан тухса пăхнă: ватă-и вăл е çамрăк-и? Енчен те сурăх çамрăк пулсан мăшăр – çамрăк, ватă пулсан – хусахсен шутĕнчен. Ури шурă пулсан – арăм е упăшка сарă пуласса, ула пулсан – илемлех мар, хура уралли пулсан – хура.
Сурăх урипе юмăç пăхнă хыççăн çапларах юмăç пăхнă. Çулсем хĕресленнĕ тĕле тухса сасăсене итленĕ: шăнкăрав сасси илтĕнсен – туй пуласса, чан çапни – çын вилессе, йытă вĕрни – пуясса.
Кашта çинче ларакан чăхсемпе те юмăç янă. Витере лараканскерсене итленĕ. Енчен те вĕсем шавларĕç пулсан тыр-пул начар пулать.
Хĕрсемпе каччăсем малашлăх мĕнлерех пулассине çапла пĕлнĕ: ӳппĕн юр çине ӳксе йĕр хăварнă. Ирхине тухса пăхнă: кам йĕрĕ çине мĕн килсе лекнĕ: улăм пĕрчи пулсан – телее, йытă-кушак йĕрĕ пулсан – тăшмана, этем ури йĕрри пулсан – çав çын вилессе.
Пӳрте чăх илсе кĕнĕ те урайне янă. Лешĕ малтан тырă, укçа е тăвар купи патне пырсан – упăшка пуян пуласса, кăмрăка сăхсан – чухăн, хăйăра сăхрĕ тĕк – кукша.
Хăш-пĕр вырăнти чăвашсен каç кӳлĕм килтен киле çӳресе апат-çимĕç пуçтарас йăла пулнă. Ан паллаччăр тесе кĕрĕк тавăрса тăхăннă, курăсран сухал çакнă е кăмрăкпа ӳкерсе хунă. Яш-кĕрĕм купăс, сĕрме купăс е шăхлич каласа, питлĕх çапса ял тăрăх савăнăçлă çӳренĕ. Пĕр киле пырса кантăкран шакканă. Кил хуçин çамрăксене кучченеç тухса памалла пулнă. Памасан сирĕн путекĕрсем вилĕ çуралччăр тесе е ытти сăмахсемпе начар сунса хăварнă. Хăшĕ тата пулас арăмĕн е упăшкин ятне ыйтнă. Пӳртрисем юри кулăшла ят кăшкăрнă. Çапла шӳт туса пирĕн йăхташсем Сурхури уявне савăнăçлă ирттернĕ. Эрех ĕçсе начар ĕçсем туман.
 
: 1087, Хаçат: 52 (1196), Категори: Йăла-йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: