Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
В.И. Давыдов-Анатри çуралнăранпа 95 çул çитнĕ май)
 
Ваçлей Давыдов-Анатри ятне Чăваш Республикинче тата унăн тулашĕнче пĕлмен çын çук та пулĕ. Раштавăн 26-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 95 çул çитрĕ. Тăван литература анинче 70 çула яхăн ĕçлесе паллă сăвăç халăхăмăра 40 ытла кĕнеке парнеленĕ. Сăвăçăн кĕнекисем, хаçат-журналсенче пичетленнĕ сăвви-юррисем тата ун çинчен çырнă паха материалсем Чăваш патшалăх кĕнеке палатинче тирпейлĕн упранаççĕ.
Поэт Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче 1917 çулта вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă.
Тăван ялĕнче çичĕ класс пĕтерсен ĕçри хастарлăхне, çырас туртăмне шута илсе районти комсомол комитечĕ ăна Шупашкарти партипе хаçат шкулне вĕренме янă. Каярах вăл Чăваш патшалăх учительсен институтне пĕтернĕ.
Вăл Первомайски районĕнчи (халĕ Патăрьел районне кĕрет) «Коммунар» хаçат редакторĕнче, КПСС обкомĕн пропагандăпа агитаци пайĕн пичет секторĕнче инструкторта, республикăри радиоинформаци комитечĕн заместителĕнче, тĕп редакторта, Чăваш кĕнеке издательствинче, Чăваш писателĕсен союзĕн пропаганда бюровĕн ертӳçинче вăй хунă.
Литература ĕçне В. Давыдов-Анатри 30-мĕш çулсен вĕçнелле тытăннă. Çамрăк авторăн малтанхи сăввисем «Çĕршывăмăр анне», «Аслă праçник», «Аслă уявра», «Аслă ял варри – ешĕл сад пахчи», «Атьăр, вăййа тухар-и?» «Ĕç хĕрарăмĕ», «Хатĕр пул», «Ялав» журналсенче, «Коммунар», «Чăваш коммуни» хаçатсенче кун çути курнă.
«Поэт халăх сăмахлăхĕнчен, ытти поэтсенчен вĕренсе пырать. Халăх юррисен кĕвви илтĕнет унăн малтанхи произведенийĕсенче»,- палăртнă В. Тимаков çыравçă 1977 çулхи «Тăван Атăл» журналăн 12-мĕш номерĕнче.
Вулакансем поэтăн «Çамрăк ăру» ятлă пĕрремĕш кĕнекине 1951 çулта алла илнĕ. Ку сборника ача-пăча сăввисем кĕнĕ. Вăл ытларах ачасем валли çырнă. Кĕнекисенче вĕренӳ, шкул, уроксем хыççăнхи вăхăт, тимуровецсем ваттисене пулăшни, урамсенче, садсенче йывăç лартса ӳстерни çинчен çутатнă.
В.Давыдов-Анатрин прозăллă произведенийĕсене илсен уйрăмах «Сатин кĕпе» автобиографиллĕ повесть ăнăçлă пулса тухнă. Ăна поэт кĕçĕн çулхи ачасене халалланă.
Поэтăн чи пысăк калăплă произведенисенчен пĕри вăл — «Чеменпе Мерчен» поэма. Вăл вырăсла та кун çути курнă. Поэмăра Чеменпе Мерченĕн хĕрӳллĕ те асаплă юратăвне çырса кăтартнă. Ф.С. Васильев композитор ку поэмăпа опера çырса поэт лирикине анлă çул панă.
В.Давыдов-Анатри – поэт-юрăçă. Чăваш композиторĕсем поэт сăмахĕсемпе 500 ытла юрă хывнă. Юрăсем халăхра, республикăри пултарулăх ушкăнĕсенче, профессилле юрăçсен репертуарĕнче анлă сарăлнă. Г.С. Лебедев композитор поэт сăмахĕсемпе «Акатуй» юрă-ташă сюитине çырса хатĕрленĕ, чăваш юрăпа ташă ансамблĕн репертуарне кĕртнĕ. Вăл Патăрьел районĕн гимнĕн авторĕ те. Унăн сăввисемпе чăваш композиторĕсем çамрăк ачасем валли те нумай юрă кĕвĕленĕ.
В.Давыдов-Анатри поэт та, прозаик та, публицист та, хитре юмахçă та, куçаруçă та. Хăйĕн сатирăллă сăввисенче пирĕн хушăри йăх-яхсене питленĕ, ятланă, ӳсĕр сĕрĕмсенчен кулнă.
Тĕрлĕ халăх çыравçисен хайлавĕсене чăвашла куçарас тĕлĕшпе те аван ĕçленĕ. Вырăс вулаканĕсем поэта «Мои друзья», «Заветная мечта», «Илья-Батырь», «Чемень и Мерчень», «Звенят родники», «Русалка» кĕнекисем тăрăх лайăх пĕлеççĕ.
Тăван литературăра ырми-канми вăй хунăшăн паллă сăмах ăстине «Чăваш АССР тата РСФСР культурисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «Чăваш халăх поэчĕ» ятсене панă, Халăхсен Туслăх орденĕпе, темиçе хутчен Хисеп Хучĕпе тата медальсемпе наградăланă.
В. Давыдов-Анатрин чĕри 2010 çулта тапма чарăннă.
 
: 1030, Хаçат: 52 (1196), Категори: Чăваш писателĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: