Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Шыв çĕленĕ тухăç календарĕпе – пур çĕленсенчен те ăсли, ултавли, усалли. Вăл пhttp://kănăsh.su/img/i_bold.gifур çĕре те пуçне чикет. Тухăçра ăна сивĕ чунлă, пурне те хăй майлă çавăрма пултаракан хĕрарăмпа танлаштараççĕ. Шыв асамлăхĕ хура çĕлене пуриншĕн те сиенлĕ, никам та тытма май çук чун пулма вăй парса тăрать. Вăл шуйттанах çаврăнать. Этеме вăл хăй майлă çавăрса астарать. Çынсем ун еккипе кайса хăйсем мĕн тунине те ăнланмасса пултараççĕ. Çĕлен çынсен çумне пĕр систермесĕр çулăхать. Вăл çав вăхăтра сăхса илет. Çавăнпа 2013 çул чĕневĕ: «Асăрхануллă пулăр!»
 
Тигр çулĕ (1938, 1950, 1962, 1974, 1986, 1998)
2013 Хура Шыв Çĕленĕн çулĕ Тигршăн канăçсăр е питĕ йывăр пулать. Унăн пурнăçĕ хăтлăхсăрлăхпа çыхăнĕ. Ку çул Тигрăн йывăрлăхĕсем унăн чараксăрлăхне, хаяр кăмăлне, пур çĕрте те хăйне мала хурас туйăма пула çуралĕç. Çак йывăрлăхсем – Тигрăн çитменлĕхĕсем: мăнкăмăллăх, кăнттамлăх, вĕчĕркенлĕх.
Автан çулĕ (1945, 1957, 1969, 1981, 1993)
Яланах хĕрӳллĕ Автаншăн 2013 Хура Шыв Çĕленĕн çулĕ пĕр евĕрлĕ те тунсăхлă пулмĕ. Ку çул Китай гороскопĕн сăнарĕ хăйĕншĕн яланах тем те пĕр шухăшласа кăларĕ. Енчен те вăл хăйне тивĕçлĕ уйрăмлăхĕсене – вĕрӳлĕхне, хĕрӳлĕхне, çĕкленӳлĕхне, сисĕмлĕхне – «лăплантарсан» хăйĕн тĕллевĕсене пурнăçламаллах. Маларах тунă çитĕнĕвĕсене те сыхласа хăвармаллах.
Йытă çулĕ (1946, 1958, 1970, 1982, 1994)
Лăпкă та сипетлĕ Йытăшăн 2013 Хура Шыв Çĕленĕн çулĕ тăнăçлă, лăпкă иртĕ. Унăн пурнăçĕнче пысăк пулăмсемпе малалла талпăнмалли тапхăрсем пулмĕç. Вăл ĕçĕнче тата усламра пысăк çитĕнӳсемех тăваймĕ. Анчах йывăрлăхсемпе ырă мар япаласем ăна тăнăçлăхра хăварĕç. Йытăшăн ку çул яланхиллех иртмелле.
Сысна çулĕ (1947, 1959, 1971, 1983, 1995)
Ырă кăмăллă та сисĕнкĕллĕ Сыснашăн 2013 Хура Шыв Çĕленĕн çулĕ çав тери канăçсăр пулĕ. Мĕншĕн тесен Китай гороскопĕн çак икĕ сăнарĕ пĕр-пĕринпе килĕштереймеççĕ. Сыснана кăçал вăрттăнлăхсемпе, тĕлĕнтермĕшсемпе, ăнсăртлăхсемпе çыхăннă нумай-нумай пулăм пăшăрхантарĕ. Çавăнпа та вăл майĕпен-майĕпен ытлашши пысăк туйăмлăхран хăтăлма тăрăшмалла.
Упăте çулĕ (1944, 1956, 1968, 1980, 1992)
2013 Хура Шыв Çĕленĕн çулĕнче уçă та тавçăруллă Упăте çулталăк хуçишĕн кăмăллă пулĕ. Вăл яланах ĕçчен те хастар, кирлĕ вăхăтра малтан ярса илнĕ турата вĕçертмесĕр тепринчен - хăрушсăрлăх туратĕнчен - çакăнма пултарать.Упăте пурнăç çумне питĕ лайăх çыпçăнать.
Йĕке хӳре çулĕ (1936, 1948, 1960, 1972, 1984, 1996)
2013 Хура Шыв Çĕленĕн çулĕ Китай гороскопĕпе Йĕке хӳрешĕн тĕрĕслевпе куляну тапхăрĕ пулмалла. Çак гороскоп паллишĕн лару-тăрупа кĕрешме йывăр пулать. Мĕншĕн тесен Çĕленпе Йĕке хӳре пĕр-пĕрне чăтма пултараймаççĕ. Анчах мĕнле пулсан та вĕсен хушшинче пĕрпеклĕх пурах – малашнехине курма пулта-райманлăх, хăйсен пурнăçĕнчен вăрттăнлăх тăваслăх, пурнăçăн хăш-пĕр тапхăрĕнче палăрма тăрăшманлăх, кĕтмен çĕртен кама-тăр сиен тума пултараслăх…
Лаша çулĕ (1942, 1954, 1966, 1978, 1990, 2002)
Хастар та ыттисенчен уйрăлса тăракан Лашашăн 2013 Хура Шыв Çĕленĕ çулĕ питĕ ăнăçуллă пулмалла. Вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштереççĕ. Лашан ĕçри тата усламри ӳсĕмĕ нихçан ӳсмелле пулмалла. Ăна ăнăçусем, пуянлăх, унпа пĕр шухăшлисен пулăшăвĕ кĕтет. Лаша харпăр пурнăçне тата юлташĕсен туслăхне тимлĕх уйăрассине асăрхамасăр професси шайĕнче ӳссе пырать, ĕç картлашкипе хăпарать.
Кролик çулĕ (1939, 1951, 1963, 1975, 1987, 1999)
Кроликшăн (Кушак аçишĕн) 2013 Хура Шыв Çĕленĕ çулĕ лăпкă та ĕçлĕ иртмелле. Пурнăçĕн пур енĕсенче те, паллах, хăй шыраса тупмасан йывăрлăхсем нумай пулмĕç. Вăл кăçал малтан тĕллев лартнă ĕçĕсене малашлăхран иртсе каймасăр пурнăçлама пултарать.
Качака çулĕ (1943, 1955, 1967, 1979, 1991, 2003)
2013 Хура Шыв Çĕленĕ çулĕ йăлăнтармăш тата тараватлă Качакашăн интеллигентлă иртĕ. Вăл хаваслансах хутшăнусене кĕрĕ, юлташсем нумай тупĕ, юрату фронтĕнче те çитĕнӳсем тăвĕ. Паллашусенчен нумайăшĕ малашлăхра кирлĕ пулĕç. Çĕнĕ çулта Качака уйрăм илĕртӳлĕхпе тыткăнлĕ. Арçынсем (хĕрарăмсем) ун умĕнче йăваланĕç. Качака кирлĕ ĕçпе вăхăтне ирттерсен – пурнăçне самай аванлатĕ.
Аçтаха (дракон) çулĕ (1940, 1952, 1964, 1976, 1988, 2000)
Пуринчен те уйрăлса тăма кăмăллакан Аçтахашăн 2013 Хура Шыв Çĕленĕ çулĕ ăнăçлă, интереслĕ, мĕн енчен-тĕр чуна пырса тивмелле иртмелле. Вăл 2012 çулта та çитĕнӳсем нумай тунă. Чарăнса лармалла мар, çак çитĕнӳсене çирĕплетмелле. Аçтаха çĕнĕ ĕç пуçарса ярасшăн пулсан тархасшăн, вăл та ăнăçлăн пурнăçланĕ. Анчах çитĕнӳсемпе пуçа каçăртмала мар, Çĕлен çулĕ те йывăрлăхсем сиксе тухма пултараççĕ.
Çĕлен çулĕ (1941, 1953, 1965, 1977, 1989, 2001)
Питĕ ăслă та чее Çĕлен 2013 çула хăйне мĕнле кирлĕ çавăн пек ирттерет. Хура Шыв Çĕленĕ ăна уйрăмăх çирĕп вăй-хăват парнелет. Унăн пурнăçĕнче аванни кăна пулĕ. Пур ĕçре те вăл - чи малти.
Вăкăр çулĕ (1937, 1949, 1961, 1973, 1985, 1997)
Лăпкă та ĕçчен Вăкăршăн 2013 Хура Шыв Çĕленĕ çулĕ питĕ ăнăçлă пулмалла. Вăл хăйĕн карьерине нимĕн çукран тума пултарать. Укçа-тенкĕ ыйтăвне те ăнăçуллăн татса парĕ. Мĕн пуçăнни йăлтах пурнăçланĕ тата малалла талпăнĕ. Унăн пурнăçĕ çăл куç пек тапса тăрĕ. Вăкăр нумай-нумай хутшăнăва кĕрсе ăнăçлăн çыхăнусем йĕркелĕ.
 
: 947, Хаçат: 52 (1196), Категори: Sene syl

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: