Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш чĕлхи
 
Тĕнчене тасатрĕ ирĕк вут-кăварĕ,
Çут тĕнче тасалĕ, иртрĕ ĕмĕрхи.
Тĕттĕмĕ тĕп пулчĕ, мăшкăл иртсе кайрĕ –
Тин ирĕке тухрăн, тĕп чăваш чĕлхи.
 
Миçе ĕмĕр витĕр асаппа тухмарăн,
Миçе çичĕ ютăн мăшкăлĕ пулса…
Çапах паттăр юлтăн, вăйна çухатмарăн,
Халь те пулин çивĕч, кăвартан таса.
 
Йывăр асапран та, тимĕр сăнчăртан та
Эсĕ парăнмасăр хăтăлтăн пулсан –
Пулас пурнăçра та çивĕчпе хăватлăх
Ют чĕлхесенчен те кая пулмĕ сан.
 
Кăмăллă çĕршывăн кăмăллă чĕлхиçĕм!
Иртнĕ хурлăхушăн çитĕ ырлăху:
Хĕрлĕ хĕрнĕ хурçă, çунтаракан çиçĕм
Вĕри вутлă çулăм эсĕ пулăн ху.
 
Аслă Атăл урлă, Атăл шывĕ майĕ,
Вăрман витĕр кайĕ мухтавлă яту:
Кĕсле кĕвви саслă янраттарса кайĕ,
Уйăхăн-хĕвелĕн çунĕ хăвату.
 
Атăл хумĕсенĕн шавланисене те,
Хăвна та ӳстернĕ ват Шупашкара
Ирĕклĕ çĕршывăн ырă ирĕкне те
Юрă хывса мухтăн асăнса вара.
 
: 922, Хаçат: 52 (1196), Категори: Чăваш чĕлхи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: