Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çунатлă çил-урхамахсемпеле
Эрешлĕ çĕнĕ çунипе,
Пăр-юрлă, кĕртсемлĕ çулсемпеле
Çĕн çул килет ав юрттипе!
 
Савса килсем, асамлă Çĕнĕ çул!
Сана кĕтетпĕр кăмăлтан.
Пире парнеле-ха эс ыр кун-çул,
Хавхаланса пурнар ялан.
 
Ватти-вĕтти илемлĕ тумпала
Сана кĕртеççĕ алăкран.
Савăнăçлă шухăш-кăмăлпала
Парне кĕтетпĕр-çке санран.
 
Яш-кĕрĕм те хавас кĕтет сана
Керменри бал-маскарадра.
Шăв-шавсăр пултăр-ха халь самана
Янратăр юрă çĕршывра!
 
Килсем, килсем эс, савăк Çĕнĕ çул –
Шанăçлантаракан кĕтрет.
Çĕр-планета çинче шав тăнăç пул –
Сăпайлăхна кашни кĕтет.
 
Çунатлă çил-урхамахсемпеле
Вĕçтерсе Çĕнĕ çул килет.
Сенкер-кăвак куçĕпеле
Çăлтăр çине пăхса илет.
 
Тутарстан Республики,
Лениногорск хули.
 
: 1139, Хаçат: 52 (1196), Категори: Поэзи хумe cинче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: