Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
РФ Президенчĕ Владимир Путин Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов Раççей инвестицине ӳстерессипе панă сĕнĕве ырланă.
Раштавăн 27-мĕшĕнче Сергей Морозов РФ Патшалăх Канашĕн ларăвне хутшăннă. Патшалăх Канашĕн членĕсем çĕршывра услам ĕçне аталантарас ыйтăва сӳтсе явнă. Унта пирĕн кĕпĕрнаттăр тухса калаçнă, çак ыйтупа усăллă сĕнӳсем панă.
-Пирĕн çирĕп тĕллев лартас пулать: 2018 çул тĕлне пĕтĕм тĕнчери инвестицин 10 процентне илĕртмелле, Раççейăн ятне-сумне çĕклессипе ĕçлемелле,- тенĕ вăл. - Паян регион инженери тата социаллă инфраструктурине çĕклес ыйтăва йăлтах хăй çине илет. Пире 2013 çулта кăна ун валли 1 млрд тенкĕ укçа кирлĕ. Пирĕн бюджетшăн çакă питĕ йывăр, ирĕксĕрех кивçене кĕме тивет. Хальлĕхе регионсене федераллă бюджет пулăшатех тесе шанаймастпăр-ха. Эпĕ РФ Правительствин йышăнăвĕ урлă регионсен тăкакĕсене саплаштарма шанчăклă йĕрке çирĕплетме сĕнетĕп.
Владимир Путин ку сĕнĕве ырланă. Тĕплĕнрех шутлама шантарнă.
Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш патриочĕсем
Ырă йăлапа Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕнче Ульяновскри пĕрремĕш номерлĕ ача çуратмалли çуртра пулса курнă. Кăнтăр вăхăтĕнчи 12 сехет тĕлне регион тата ултă çынпа пуянланнă.
Тăватă арçын ачапа икĕ хĕрача çĕнĕ çулăн пĕрремĕш сехечĕсенче çут тĕнчене килнĕ. Улттăран иккĕшĕ – йĕкĕрешсем!
- 2012 çулта Ульяновск облаçĕнче 14 800 ачана яхăн çуралнă, - çирĕплетнĕ Сергей Морозов. - Эпĕ чĕререн Çĕнĕ çул каçĕ ача çуралнă çемьесене, иртнĕ çул йыш хушăннисене саламлатăп.
Регион пуçлăхĕ 2012 çулта ачасем йышлă çуралнине пула облаçра халăх вилессин шайĕ чакнине пĕлтернĕ. «Кун пекех пулсан 2015 çулта эпир тивĕçтерекен, килĕшмелле демографи тĕлне тухас шанчăк пур. Ку вара пирĕн тĕп задача»,-тенĕ кĕпĕрнаттăр.
Çакна та палăртмалла: паян облаçри сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче 7 900 йывăр çынна сăнаса тăраççĕ. Вĕсенчен 700-шĕ – «Раççей кунĕнче патриот çурат» акцие хутшăнакансем. Пĕлтĕр 110 çемьере йĕкĕреш ачасем çуралнă, 3 кил-йышра – тӳрех виç ача.
Область – сумлă вырăнта
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр каланă тăрăх, Ульяновск облаçĕ РФ тата Атăл тăрăхĕнчи федераллă округра мĕнпур кăтартупа ятлă-сумлă вырăнта.
Облаçри экономика министрĕ Олег Асмус регионти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвне тунă.
-Хăш-пĕр кăтарту самаях савăнтарать. Тĕслĕхрен, вак тавар çаврăнăшĕпе эпир Атăл тăрăхĕнчи регионсен хушшинче 5-6-мĕш вырăнсене тухрăмăр. «АкваМолл» суту-илӳ центрĕ уçăлнăранпа тавар çаврăнăшĕ ӳсрĕ,- тенĕ вăл. - Облаçри промышленность производствин кăтартăвĕ РФ вăтам кăтартăвĕнчен пысăкрах – 103,2 процент".
Инвестици калăпăшĕ 70 млрд тенке çитнĕ, ку пĕлтĕрхинчен 8 млрд тенкĕ нумайрах. Ку енĕпе Раççейре Ульяновск облаçĕ 21-мĕш вырăн йышăнать, Атăл трăхĕнчи регионсен хушшинче – 3-мĕш.
Çурт-йĕр тăвассипе те кăçал область Атăл тăрăхĕнчи регионсен хушшинче малти вырăнта. Вăл палăртнинчен ытларах (585 пин тăваткал метр – 105,6 процент) çурт-йĕр çĕкленĕ.
Тавар хакĕсене ӳстерессипе регион (Тутарстанпа пĕр пек) Чăваш Ен тата Сарă Ту облаçĕ хыçĕнче тăрать.
Вăтам ĕç укçи облаçра 17,1 пин тенкĕ, ку пĕлтĕрхинчен 2,1 пин тенкĕ нумайрах. Юлашки тăватă çулта вăл 0,8-1,7 пин тенкĕ ӳснĕ. Специалистсем пĕлтернĕ тăрăх, иртсе кайнă çулта вилекен ачасен шучĕ те чакнă. Çапла майпа Ульяновск облаçĕ хăвăрт аталанакан регионсен йышĕнче çирĕп тăрать.
Услам ĕçне аталантАрма палăртнă
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Ульяновск облаçĕн инвестици документне алă пусса çирĕплетнĕ.
Облаçри социаллă ĕç хутшăнăвĕсене йĕркелекен виçĕ енлĕ комиссийĕн анлă ларăвĕнче регион пуçлăхĕ çулсерен калакан çырупа тухнă. Çаплах мероприяти вăхăтĕнче кĕпĕрнаттăр 2013-2017 çулĕсенчи регионăн инвестици лару-тăрăвне аванлатма тивĕçлĕ программине çирĕплетнĕ.
- Пĕчĕк тата вăтам услам ĕçĕ – регион экономикине хывакан инвестицисен 50 проценчĕ. Çавăнпа та эпир хамăр облаçра пысăк услам ĕçне анчах мар, вăтампа пĕчĕккине те чечекленме пур майсем туса парăпăр. Ку кăçал пирĕн умра тăракан тĕп ыйту,-тенĕ кĕпĕрнаттăр.
Хӳтлĕхсĕррисене пулăшĕç
Ульяновск облаçĕнче чухăнлăхпа кĕрешес ĕçе малалла тăсаççĕ.
Сăмах иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче хатĕрленĕ тата ăнăçлă ĕçленĕ халăхăн социаллă пулăшу программи – «Тăрăшу» («Забота») пирки пырать.
- Паян пирĕн çак пуçарăва малалла аталантармалла тата икĕ ыйтăва татса памалла: облаçри халăхăн чухăнлăх шайне чакарасси тата регионти çынсене сыхласа хăварасси,-тенĕ Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр.
Кĕпĕрнаттăр проектăн çул-йĕр карттине хатĕрлеме хушнă, «Тăрăшу» комплекслă программăна кашни район, кашни ял валли çырса кăтартмаллине пĕлтернĕ. Ульяновск облаçĕнчи ĕçпе социаллă аталану министрĕ Анатолий Васильев каланă тăрăх, «Тăрăшу» программăна ачаллă çемьесене, тăлăххăн пурăнакан чухăн граждансене, ветерансене, сусăрсене, ача кĕтекен хĕрарăмсене, йывăр лару-тăрăва çакланнă ентешсене хавхалантаракан социаллă пулăшу пама палăртаççĕ. Çĕнĕлĕхе хута кайма укçа-тенке регион бюджечĕ, муниципаллă пĕрлĕхсем, организацисем, спонсорсем, ыркăмăллă çынсем парĕç.
 
: 1029, Хаçат: 1 (1197), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: