Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă рабочи посёлокĕ çур ĕмĕрхи юбилейне паллă турĕ.
Шăп 70 çул каялла «Ульяновск – Свияжск» чукун çул юппинче Чăнлă станцийĕ йĕркеленсе кайнă, 50 çул каялла Ульяновск облаçĕнчи депутатсен Канашĕн йышăнăвĕпе ăна рабочи посёлокĕсен ретне тăратса Чăнлă рабочи посёлокĕ ят панă. Посёлокпа пĕрле хăйсен юбилейĕсене «Терем-Теремок» ача пахчи, пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул, участокри пульница паллă тăваççĕ.
 
Раштавăн 22-мĕшĕнче Чăнлă рабочи посёлокĕн Культура çуртĕнче чаплă уяв пулчĕ. Юбилярсене саламлама Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕ, правительство председателĕ Сергей Морозов, Ульяновск облаçĕнчи Саккунсем кăларакан Пухăвăн Чăнлă районĕнчи суйлав округĕнчен суйланнă депутат Владимир Камеко, Чăнлă районĕн ертӳçи Ханяфи Рамазанов тата ытти чыслă-сумлă çынсем пухăннăччĕ. Малтан посёлок строительствин пуçламăшĕнче тăракан мухтавлă çынсене, предприятисемпе организацисем йĕркеленĕ çĕрте палăрнă ĕçченсене чыслакан кинофильм кăтартрĕç.
 
Посёлок илемĕ – ĕçчен те тăрăшуллă ветерансем
Чăнлă тĕлĕнмелле çынсен тăрăшулăхне пула ӳссе аталанса пырать. Тĕрлĕ вăхăтра посёлока хастар çынсем ертсе пынă: Дмитрий Мелентьев, Фёдор Фуражкин, Анатолий Абрашин, Петр Торутанов, Александр Понетаев, Иван Дикусар, Александр Киселёв, Валерий Станков, Мария Дурнева тата паянхи пуçлăх Раис Сафин.
Сцена çине тăван çĕршыв чечеклентĕр, ӳстĕр тесе ун пуçламăшĕнче тăрса ырми-канми тăрăшнă çынсене чĕнсе чысларĕç. Вĕсем: 2-мĕш номерлĕ МПМКна 13 çул ертсе пынă Алексей Власов, Чăнлă станцийĕн чукун çулĕ çинче ĕçлекен Геннадий Игнатьев, «Цильнинский» спецхозăн тĕп инженерĕ Петр Константинов, «Колобок» ача пахчин ĕçченĕ Светлана Егорова тата ыттисем те. Пултаруллă та мухтава тивĕçлĕ çынсене хавхалантарса Тав хучĕсем, парнесем, чечек çыххисем пачĕç.
 
Пульница
Чăнлă халăхне медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерекенсен ячĕпе тав сăмахĕсем, саламсем янăранă хушăра сцена çине ветерансем, тухтăрсем, фельдшерсем, медицина сестрисем улăхрĕç. Кăнтăрла çеç ĕçленĕ васкавлă пулăшу медицина сестрисем: Тамара Эндюськина, Таисия Яргунова, Анастасия Булгачёва, Мария Обрезкова. Ача-пăча уйрăмĕнче Татьяна Зайцева, Татьяна Абрашина тата ыттисем вăй хунă. Çут тĕнчене килекен пепкесене Пелагея Борисова, Нина Филиппова, Евгения Евсеева акушеркăсем хăйсен ырă аллисемпе йышăннă. Участокри пульница уйрăмĕсене тасатса тăракан ĕçчен санитаркăсем: Анна Патькова, Надежда Чигина тата ыттисем. Тутлă çитерекен повар – Антонина Фомина. Пульница коллективне 1985 çултан пуçласа паянхи кунччен РФ тава тивĕçлĕ тухтăрĕ, Чăнлă районĕн Хисеплĕ гражданĕ Владимир Карпухин ертсе пырать. Паян Чăнлăри тĕп участокри пульницара 9 тухтăр, 31 вăтам медицина ĕçченĕ тата 22 кĕçĕн медицина тата тивĕçтерекен персонал. Нумай ырă сăмах янăрарĕ Вероника Ильмендеева, Леонид Щегольков, Елена Дорогова тата ытти тухтăрсем çинчен.
 
Шкул
Чăнлă посёлокĕн ачисем валли 1962 çулхи авăнăн 8-мĕшĕнче пĕрремĕш хут хăй алăкĕсене шкул уçса янă. Çур ĕмĕр хушшинче мĕн тери чун ăшшине, вăй-халне, тарăн пĕлĕвне ачасене шкулти педагогсен коллективĕ панă. Шкул паян чăннипе те хăйĕн ăнăçăвĕсемпе, çитĕнĕвĕсемпе, çирĕпленнĕ йăлисемпе мухтанма пултарать. Унăн малтанхи директорĕсем: Алексей Ёрхов, Владимир Плотцев, Владимир Колсанов, Роза Алиакберова, Анатолий Починов. 2005 çултанпа шкула РФ пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн Хисеплĕ ĕçченĕ Надежда Кожевникова ертсе пырать. Паян пĕлӳ çуртĕнче нумаях пулмасть тăван шкултан вĕренсе тухнисем чылай ĕçлеççĕ. Уйрăмах пысăк тава педагогика ĕçĕн ветеранĕсем тивĕçеççĕ. Чăнлăри вăтам шкула пĕтерсе чапа тухнисем хушшинче: Грецири çар элчи пулнăскер, дипломат, паян Мускавра Тĕп штабра çарта тăракан Александр Балакин (1966 çулта вĕренсе тухнă) тата çар лётчикĕ, Совет Союзĕн Геройĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ Николай Малышев (1967ç.). Ку рете малалла таçта çитиех тăсма пулать. Выпускниксенчен ытларахăшĕ Чăнлă предприятийĕсенче тăрăшать.
Шкулăн уйрăм мухтавĕ – вăл туса пыракан спортпа сиплев ĕçĕ. Ăна пуçараканĕ – СССР çут ĕç отличникĕ А.И. Селифонов. Хисеплĕ тивĕçе малалла тăсаканĕ – Чăнлă шкулĕнчен вĕренсе тухнă, РФ тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ А.М. Чигин. Ачасем район, область, республика ăмăртăвĕсенче хутшăнса пĕрре мар çĕнтерӳçĕ пулса таврăннă. Чи пултаруллисене çĕршывăн çăмăл атлетикăпа суйласа пухнă олимп йышне илнĕ.
Ĕçне кура хисепĕ. Сцена çине чи аван вĕрентекенсене чыслама кăларчĕç. Вĕсен хушшинче – О.М.Власова, И.А. Щеголькова, В.М.Беспалов, Р.Н.Евсеева, Л.М.Богатова, И.А.Романова, Н.В.Падиарова тата ыттисем.
Малалла сцена çине «Теремок» ача пахчин ĕçченĕсем, Чăнлăри мухтавлă сахăр завочĕн ветеранĕсем улăхрĕç. Кашнинех ертӳçĕсенчен – Тав хучĕ, ятарлă парне.
 
Область наградисем
Сцена çине Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ, правительствин председателĕ Сергей Морозов тухсан халăх тăвăллăн алă çупрĕ. Пушă алăпа килмен иккен регион пуçлăхĕ. Салам сăмахĕсемсĕр пуçне тата хаклă парнесем илсе килнĕ. Чăнлăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкула 1 миллион тенкĕлĕх сертификат пачĕ, 2013-2015 çулсенче Чанлă районĕнчи çулсене юсама, асфальт сарма тата çутă кĕртме 1 миллиард тенкĕ уйăрма тата Чăнлă посёлокĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсама укçа пама шантарчĕ. Кĕпĕрнаттăр аллинчен Хисеп хучĕсем шкул директорĕ Н.И.Кожевникова, Чăнлă хула тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Н.Лянкин тата В.Г.Евлева вĕрентекен илме тивĕçлĕ пулчĕç.
Ульяновск облаçĕнчи Саккунсем кăларакан Пухăвăн Чăнлă районĕнчен суйланнă депутачĕ Владимир Камеко Ирина Шайхатарована, Наталья Понетаевана, Лидия Мещерякована, Вера Кожевникована, Людмила Дерябинана, Анна Сидорована, Тамара Чунусована, Людмила Бурлакована Тав хучĕсем пачĕ.
 
Район наградисем
«Чăнлă район администрацийĕ» муниципаллă пĕрлĕх ертӳçи Х.В.Рамазанов чăнлăсене юбилей ячĕпе саламласа нумай ырă сăмах каларĕ. Парнесем те пĕрре мар хатĕрленĕ: çул-йĕр строительствине кăна 40 млн тенкĕ укçа уйăрĕç. «Хусан-Ульяновск» трассăн Аслă Нагаткина кĕрекен юппи малашне посёлок витĕр мар, айккипе иртĕ. Халăх ыйтнипе «Аслă Нагаткин – Чăнлă – Каша – Кунтикав» маршрутпа кунсерен 15.15 тата 17.15 сехетсенче автобус çӳреме пуçланă.
«Чăнлă районĕн Хисеплĕ гражданĕ» сумлă ята аслă вăрçă ветеранне, Чăнлă элеваторĕн ветеранне Григорий Тингусова, Чăнлăри «Волжские зори» ансамбль солисткине, сахăр заводĕнче юрист пулса вăй хунă Клавдия Ионинана, Чăнлăри участокри пульницара нумай çул акушерка пулса ĕçленĕ чăваш хĕрарăмне Пелагея Борисована пачĕç.
Пултаруллисемпе тăрăшуллисем Чăнлă районĕн Хисеп тата Тав хучĕсене, районти депутатсен канашĕн Хисеп хутне тивĕçрĕç.
Чăнлă хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Раис Сафин ентешĕсене саламланă май посёлокăн Асăну кĕнекине уçни пирки пĕлтерчĕ. Унта пуçласа Елизавета Васинапа Евгения Евсеева ĕç ветеранĕсен ячĕсене кĕртнĕ.
Сцена çинче çамрăк та малкурăмлă çамрăк ăрăва, çамрăк спортсменсене — Анатолий Пиколов кĕрешӳçе, Рустам Галиуллин, Рената Галиуллина, Венера Фатхуллова çăмăл атлетсене чысларĕç. Чăнлăсем Атăлçи тăрăхĕнче, Пĕтĕм Раççейри тата Европа ăмăртăвĕсенче пĕр хутчен çеç мар пысăк наградăсене çĕнсе илнĕ.
Чăнлă посёлокĕ 50 çул тултарнине паллă тунă кун шкул ачисем – Антон Меньшов, Раджаб Атаев, Мария Починова паспорт илчĕç.
Уява Чăнлăри «Волжские зори» юрă ансамблĕ, вырăнти ӳнер шкулне çӳрекен маттурсем, вăтам шкулта вĕренекенсем, ача сачĕн воспитанникĕсем, Аслă Нагаткинти Культура çурчĕн юрăçисем, Ульяновскри музыка училищин пултаруллă пикисемпе йĕкĕчĕсем илем кӳчĕç.
 
: 1333, Хаçат: 1 (1197), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: