Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнчи чăваш таврапĕлӳçисен союзĕ йĕркеленнĕренпе 20 çул çитрĕ.
Тăван тăрăха тĕпчесе унăн историне çырса пыни пулас ăрăва Тăван çĕршыва юратма майсем туса парать. Юлашки 20 çул хушшинче пирĕн таврапĕлӳçĕсем 100 кĕнеке ытла çырса кăларчĕç, вуншар конференци йĕркелесе ирттерчĕç. Вĕсен хушшинче М.А. Аляпкин, Н.Д. Розов, И.М. Кирпичников, Н.А. Казаков (Ильмовский), Б.А. Улендеев, Д.В. Кузьмин, Л.Ф. Ярославская, С.Г. Ярославский, О.Н. Мустаев, Ф.В. Искендеров, В.Е. Ярухин тата ытти те.
Чăваш хастарĕсем тăрăшнипе 1992 çулта чăваш таврапĕлӳçисен обществи йĕркеленчĕ. Вĕсем нумай документ пуçтарчĕç, вĕсен тăрăх ялсен историне çырчĕç.
17-мĕш номерлĕ наци вулавăшĕнче таврапĕлӳçĕсен юбилей конференцийĕ иртрĕ. Программăна вулавăш ертӳçи О.П. Алькина ертсе пычĕ.
Юбилей ячĕпе Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр, Ульяновск хула пуçлăхĕ Марина Беспалова, Болгари çĕршывĕнчи юлташсем Пётр Петров тата Ангел Христов, Болгарири пĕрлешӳллĕ организаци тата Пĕтĕм тĕнчери болгарознани академийĕ салам телеграммисене ячĕç.
Таврапĕлӳçĕсен союзĕн председателĕ Николай Казаков доклад турĕ, хăй архивĕнчи сăн ӳкерчĕксен слайдне кăтартрĕ.
Майна районĕнчи Чӳрекел шкул ачисем интереслĕ программăпа килнĕ. Вĕсем «Прошлое и настоящее школьного музея» темăпа хăтлав ирттерчĕç. Л.Ф. Ярославская вĕрентӳçĕ тата Екатерина Шкаликова вĕренекен калаçăвĕсене авалхи япаласем кăтартса çирĕплетрĕç.
УлПТУ студентки В.С. Алякина хăйĕн йăх-тымарĕ çинчен каласа пачĕ. Унăн ĕçне хакласа хĕре Хисеп грамотипе чысларĕç.
Николай Кирюшин таврапĕлӳçĕ хăй çул çӳреме юратни çинчен, Украина çĕрне çитсе Кубрат вил тăпри çинче пулнине хавхаланса каласа пачĕ. Пётр Петров тĕпчевçĕ ячĕпе ăна кăкăр палли çакрĕç.
Михаил Аляпкин Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсен историне тĕпчесе ал çырăвĕ хатĕрленĕ. Кул Гали тĕрĕссипе кам йăхĕнчен пулнине, Чĕмпĕр хули хăçан тĕпленнине ăнлантарса пачĕ.
Владимир Ярухин йăх-тымара тĕпчес ĕçри вăрттăнлăхсем çинче чарăнса тăчĕ, Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Упи ялĕнче никĕс айĕнче тупнă авалхи укçа çинче кам пулнине ăсчахсем пĕлменни пирки каласа пачĕ.
И.Я. Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществин председателĕ Алексей Мордовкин таврапĕлӳçĕсене юбилей ячĕпе саламларĕ. Тутарсен таврапĕлӳçи Иршат Замалетдинов таврапĕлӳçĕн шăллĕ янă саламне вуласа пачĕ. Вăл чăваш таврапĕлӳçисене саламлать тата «Канаш» хаçатра тетĕшĕн материалĕсене пичетленĕшĕн (ытти пичет хатĕрĕсем йышăнман) тав тăвать.
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Зоя Рейтер тата Майна районĕнчи Мăклавăш шкулĕнче вĕренекен Марта Волынщикова пухăннисен кăмăлĕсене хаваслă юрăсемпе çĕклерĕç.
Хастар таврапĕлӳçĕсене облаçри Саккунсем кăларакан Пухăвăн тата Ульяновск хула администрацин Тав хутне тата К.В. Иванов поэтăн кăкăр паллине парса чысларĕç.
 
: 991, Хаçат: 1 (1197), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: