Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раштавăн 21-23-мĕшĕсенче Ижевск (Удмурт Республики) хулинче ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе яшсемпе арçынсен хушшинче пĕтĕм Раççей ăмăртăвĕ иртрĕ. Вăл Никита Плетнёв спорт маçтăрĕ ячĕпе иртрĕ.
Унта вунă регионтан 300 спортсмен хутшăнчĕ. 35 килограмм таяканнисен хушшинче ултă кĕрешӳ ирттерсе Артём Петрашкин пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Унпа пĕр клуба çӳрекен Виктор Виноградов 38 килограмм таяканнисен хушшинче 5 кĕрешӳ ирттерсе 1-мĕш вырăна тухрĕ. Иккĕшĕ те Аслă Нагаткинри вăтам шкулта 6-мĕш класра вĕренеççĕ.
55 килограмм виçене çитмен арçынсен хушшинче пирĕн ентеш Алексей Петров хĕрӳ кĕрешӳре 3-мĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Руслан тата Алексей Корпусовсем пиллĕкмĕш вырăн йышăнчĕç.
Аслă Нагаткин спортсменĕсем пушă вăхăтра тĕнчипе паллă хĕç-пăшал конструкторĕн Михаил Калашниковăн музейне çитсе курчĕç.
Пире ăмăртăва кайса килме укçа-тенкĕпе пулăшнăшăн Аслă Нагаткин ял тăрăхĕн ертӳçине Ирина Мигукована чĕререн тав тăватпăр.
 
: 819, Хаçат: 1 (1197), Категори: спорт

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: