Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Димитровградри таврапĕлӳ музейĕнче Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн (УОЧНКА) ĕçтăвкомĕн ертӳçи Владимир Сваев учреждени директорĕпе Марина Ивлиевапа ĕçлĕ калаçу ирттерчĕ.
 
Калаçу Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 2013 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче 165 çул çитнине паллă тăвас ĕç-хĕлпе çыхăнчĕ.
Чи малтанах Марина Владимировна Ивлиева хăйпе тата музей историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Директорта 2005 çултанпа ĕçлет. Вăл музыковед. 1985 çулта Хусанти консерваторирен вĕренсе тухнă. Музей обществăлла йĕркепе 1964 çулта ĕçлеме тытăннă. 1978 çулта паянхи çурта куçнă. 1996 çултанпа – муниципаллă учрежденисен шутĕнче.
Музейри пĕтĕм ĕç-хĕл Вăтам Атăл тăрăхĕнче тĕпленсе пурăнакан халăхсен историйĕпе, йăли-йĕркипе, çырулăхĕпе, чĕлхипе çыхăнса тăрать. Кунта тĕлпулусем, çавра сĕтелсем, тематика каçĕсем, конференцисем йĕркелеççĕ. Килен-каян шучĕ кашни çул ӳссе пырать. Музей экспонатсемпе пуянланать. Тĕпчев тата шырав ĕçĕсен калăпăшĕ палăрмалла ӳснĕ.
Марина Ивлиева музей ĕçĕсен планĕнчи çывăх вăхăтра пурнăçламалли пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти программи çинче чарăнса тăчĕ. «Наследие чувашского просветителя И.Я.Яковлева» ятлă пĕтĕм тĕнче шайĕнче иртекен конференци 2013 çулхи ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче Димитровградри Славский ячĕллĕ Нацисен культура центрĕнче иртмелле. Кун йĕркине 19 ыйту кĕртнĕ. Вĕсем пурте Патриархăмăрăн ĕçĕ-хĕлĕпе, кун-çулĕпе çыхăннă. Докладсене Вăтам Атăл тăрăхĕнче вырнаçнă вĕренӳ учрежденийĕсенче, паллă музейсенче вăй хуракан ăслăлăх ĕçченĕсем хатĕрлемелле.
Хăнасен шучĕ пысăк пулмалла: Болгарире ĕçлесе пурăнакан истори ĕçченĕсем, Нарва (Эстони) хулинче йĕркеленнĕ чăваш юрă ушкăнĕ, тĕн тытăмĕнче вăй хуракансем…
Докладсене тĕрлĕ секци ларăвĕсенче вулĕç.
УОЧНКА ĕçтăвкомĕн пуçлăхĕ Владимир Сваев Чĕмпĕр тăрăхĕн чăвашлăх тĕнчинче юлашки вăхăтра пулса иртнĕ тата Иван Яковлевăн 165 çулхи юбилейне хатĕрленмелли ĕç планĕпе паллаштарчĕ. Палăртнă ĕçсенчен чи пĕлтерĕшли – И.Я.Яковлева канонизацилемелли (çветтуйсен шутне кĕртмелли) ĕçе пуçласа ярасси тата юбилей тĕлне ăна пурнăçласси. Çак ыйтупа УОЧНКА ĕçтăвкомĕ Чĕмпĕр митрополийĕн епископĕ Прокл, Чăваш митрополийĕн епископĕ Варнава урлă пĕтĕм Раççей тата Мускав Çветтуй Патриархĕ Кирилл патне тухса Аслă Чиркӳ канашне çитересшĕн.
Пуçлăхсем юбилее хатĕрленес ĕçре УОЧНКАпа Димитровградри таврапĕлӳ музейĕ пĕр-пĕринпе тачă çыхăнура вăй хума калаçса татăлчĕç.
 
: 1001, Хаçат: 1 (1197), Категори: И.Я.Яковлев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: