Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ çул, Çĕнĕ çул!
Килсем, иртсем тĕпеле.
Çĕнĕ телей, ăнăçу
Кăмăлтан парнеле!
 
Çак йĕркесемпе тухрĕ ачасем умне Юр Пике Ульяновскри 64-мĕш шкулти Çĕнĕ çул уявне уçнă май. Юр Пике рольне шкулти хореограф Екатерина Лашманова ăста вылярĕ. Капăр чăрăш тавра Ульяновскри 46, 56, 63, 64, 72, 73, 81-мĕш тата Кротовка шкулĕсенчен килнĕ ачасем карталанса тăчĕç. Алла-аллăн тытăнса «Ёлка, ёлка» юрра чăвашла шăрантарчĕç. Уяв картине Хĕл Мучие чĕнсе илсен ачасем патне суя Хĕл Мучипе Юр Пике чупса кĕчĕç. Ачасем вĕсем чăн маррине тӳрех ăнкарса илчĕç. Вупăр карчăкĕпе Ашапатман ролĕсене Алина Улендеевапа Дарья Вишнякова вылярĕç: Юр Пикене тĕрĕс мар çулпа илсе кайма, ачасене улталама тăрăшрĕç, юрларĕç, ташларĕç. Вĕсене хăваласа ярсан ачасем патне чăн Хĕл Мучи тухрĕ. Ку роле авиаци институчĕн студентне Роман Васильева шанса панă.
Кун хыçсăн ачасем хăйсен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе паллаштарма тытăнчĕç: кам — сăвă, кам — юрă хатĕрлесе килнĕ. Йăлтах чăвашла.
Чукун çул районĕнчи 46-мĕш шкул ачисем ку ёлкăра пĕрремĕш хут. И. В. Мещанова вĕрентӳçĕ пилĕк ачана илсе килнĕ. Сергей тата Анастасия Унисковсем, Кирилл Николаев, Ваня Исаев çĕкленӳллĕ кăмăлпа сăвăсем каларĕç, Мария Ямщикова (вăл «Путене» фестивальте 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ) юрă юрласа пачĕ.
Кротовка шкулĕнче вĕренекенсем (вĕрентӳçи Т. А. Харлова) Çĕнĕ хулара çулсерен пулаççĕ. Елена Сошникова («Путене» фестивалĕн призёрĕ) «Юр пĕрчи» юрра илемлĕ шăрантарчĕ, Николай Мулеев сăвă вуларĕ. Ыттисем вăйăсене хастар хутшăнчĕç.
Савăнăçлă сăвă-юрăпа Катя Пыркина (73-мĕш шкул) , Анастасия Селифанкина (72-мĕш шкул, хатĕрлекенĕ Е.М. Краснова), Анастасия Прокопьева (63-мĕш шкул, хатĕрлекенĕ Екатерина Лашманова), Ксения Узалуковапа Кристина Шубина (56-мĕш шкул, вĕрентекенĕ М.К. Благороднова), Анастасия Муленкова, Снежанна Ухварова (64-мĕш шкул, хатĕрлекенĕ Екатерина Лашманова), Алёна Майрабеева (72-мĕш шкул, хатĕрлекенĕ Г.И. Сергеева), Полина Ярухина (81-мĕш шкул, вĕрентӳçи Г.М. Шуре-кова) савăнтарчĕç.
73-мĕш шкул ачисем çак уява яланах чăваш тумĕсемпе килеççĕ, уяв картине «чăваш тĕсне» кĕртеççĕ.
Юрласа ташланă хыççăн ачасемпе тĕрлĕ вăйăсем ирттерчĕç: «Асамлă патак», «Чăваш чĕлхине пĕлетĕр-и?», «Хапхана уç», «Кам малтан ĕлкĕрет?» Кашни çĕнтерӳçĕ парнене тивĕçрĕ.
Мыскараллă вăйă-кулă хыççăн «Чи лайăх уяв костюмĕ» конкурс ирттерчĕç. Тăрăшса хатĕрленекенсене парнесемпе хавхалантарчĕç. Костюм хатĕрлекен ашшĕ-амăшне Юр Пике тав тума манмарĕ. Унсăр пуçне Чăваш культура центрĕнче тĕрлĕ мероприятисене ирттерме пулăшакансене: Мария Шипкована, Дарья Трофимована, Дарья Вишнякована тата Алёна Улендеевана – парне парса чысларĕç.
Юлашкинчен Хĕл Мучи кашни ачана пылак кучченеç тыттарчĕ. Кучченеçпе тата парнесемпе тивĕçтерекенсем – УОЧНКА çумĕнчи усламçăсен «Эртел» ушкăнĕ, сĕтел-пукан туса кăларакан фирма пуçлăхĕ Дмитрий Кузьмин тата ШĔМ ветеранĕ Владимир Ярухин подполковник. Хĕл Мучипе Юр Пике ырă кăмăллă ентешсене кучченеç туянса панăшăн чĕререн тав турĕç, ăнăçусем сунчĕç.
 
: 899, Хаçат: 1 (1197), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: