Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Клавдия Александровна Бахтина (Ледюкова) Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхашра 1927 çулта çуралнă. Репресси витĕр тухнă, Аслă вăрçă участникĕн тăлăх арăмĕ, I-мĕш ушкăн инваличĕ, вăрçă ачи, ĕç стажĕ — 53 çул.
Кăçал вăл 85 çул тултарнине паллă тунă, анчах ачи-пăчипе сĕтел хушшинче мар, чире пула – вырăн çинче. Виçĕ çул каялла ăна шалкăм (инсульт) ураран ӳкернĕ. Сылтăм алли ĕçлемест, пуçĕ çаврăннипе ура çине тăраймасть. Апла пулин те ăс-тăн тĕлĕшĕнчен те, кăмăл çĕкленĕвĕпе те Клавди акка аптăрамасть-ха.
«Эпĕ виççĕре чух пирĕн çемьене репрессиленĕ. Мĕнпурне туртса илсе килтен хăвса кăларнă. Çурт çуррине сӳтсе тустарнă. Çурри темĕнччен ларчĕ, анчах пире унта пурăнма кĕртмерĕç. Эпĕ çичĕ класс пĕтерейрĕм, анчах малалла кайма шăпа пӳрмерĕ. Манăн питĕ бухгалтера вĕренес килетчĕ. Ямарĕç. Килте ĕçлекен кирлĕччĕ. Атте комбайнерта çӳрерĕ. Вăрçă тытăнсан ăна тата касри арçынсене чи малтан илсе кайрĕç. Вĕсем касĕпех тыткăна çакланнă. Атте хамăр ялти тепĕр çынпа тарнă. Хĕрĕх кун çуран утнă вĕсем. Алă айне мĕн лекнĕ, çавна çинĕ. Киле çитсе кантăкран шаккасан эпир аттене палламан. Типсе-хăрса ларнăскере ют çынпа арпаштарнă. Телее, аттене явап тыттармарĕç, 1 çула бронь пачĕç. Учёта тăратрĕç. Хирте юлнă кĕлтесене çапса кĕртме хушрĕç. Ялта ун чух арçынçем çукчĕ. Çав ĕçсене пĕтерсен ăна тепĕр хут вăрçа илсе кайрĕç. Ку хутĕнче — çар техникине юсанă çĕре. Кайран çапăçу хирне те лекнĕ вăл. Тăшмана Германие çитиех хăваласа кайрăмăр тенине астăватăп,- тесе Клавди акка сывлăш çавăрса илчĕ те калаçăва малалла тăсрĕ.- Вăрçă вăхăтĕнче вăрăсем нумайччĕ. Нӳхрепсене кĕрсе çарататчĕç. Хамăр ялсемех çӳретчĕç ĕнтĕ. Каçсерен хурал тăма тиветчĕ. Асанне вилсе кайсан сыхлама мана тăрататчĕç. Эпĕ, хуралçă, çывăрсах каяттăм.
Пирĕн асаттен 15 ачаччĕ. Вĕсенчен пиллĕкĕшне вăрçа илсе кайнă. Иккĕшĕ çеç таврăннă. Пĕри—пирĕн атте. Аттепе анне пилĕк ача çуратнă. Тăваттăшĕ ачаллах вилнĕ. Эпĕ кăна тăрса юлтăм».
Çапла Клавдия Александровна ялтан ниçта та кайман. Колхозра мĕн хушнă, çавна пурнăçланă. Тырçи вăхăтĕнче вĕсем патĕнче механизаторсем пурăннă. Клавди акка вĕсене пĕçерсе çитерсе тăнă.
1952 çулта вăл Вырăс Чăнлă каччипе Константин Бахтинпа çемье чăмăртанă. Упăшки унран 9 çул аслăрах. Вăл унччен авланнă пулнă. Арăмĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Нина ятлă хĕрĕ юлнă. Мăшăрлансан Бахтинсен пĕрин хыççăн тепри виçĕ ача (икĕ ывăл, пĕр хĕр) çуралнă, Нинăпа тăваттăн пулса кайнă.
Нина Константиновна халĕ Кивĕ Улхашра çемйипе пурăнать.
Пётр Константинович Ульяновскра тĕпленнĕ, усламçă ĕçĕпе аппаланать. Раиса Константиновна нумай çул бухгалтерта вăй хунă. Амăшĕ çапла инкеке лексен ăна хăй патне хăтлă хваттере пурăнма илнĕ. Шăпах тивĕçлĕ кану вăхăчĕ те çитнĕ. Халĕ вăл амăшне пăхать. Хăй те нумаях пулмасть операци тӳссе иртернĕ. Çавăнпа та ăна амăшне çавăркалама çăмăл мар. Раиса Константиновнан хĕрĕ Оксана Мускаври юридици академин Ульяновскри филиалне пĕтернĕ, халĕ мăшăрĕпе Калининград хулинче пурăнать.
Клавди аккан кĕçĕн ывăлĕ Володя 2002 çулта çĕре кĕнĕ. Ку çухатăва амăшĕпе хĕрĕ питĕ хурланса аса илчĕç. Вăл хулара çурт лартсан амăшне хулана пурăнма илсе килнĕ пулнă.
Клавдия Александровна упăшкипе 48 çул килĕштерсе пурăннă. Çемье пуçĕ 81 çула çитсе çĕре кĕнĕ. 80 çулччен колхозра хуралта ĕçленĕ. Ун пирки Рая хĕрĕ çапла каласа пачĕ: «Атте вăрçăра взвод командирĕ пулнă. Ленинграда хӳтĕленĕ çĕрте çапăçнă. Блокадăна çакланса нумай терт курнă. Шартлама сивĕре унăн ури шăнса кăçатă çумне çыпçăнсах ларнă. Хывма май пулманнипе кăçаттине каса-каса ӳчĕ-мĕнĕпе сĕвсе илнĕ».
Бахтинсем хăйсен йăхĕпе тивĕçлипех мухтанаççĕ. Клавди акка упăшкин иккĕмĕш сыпăкри тетĕшĕ (амăшĕсем пĕр тăван) – Пётр Васильевич Дементьев – икĕ хутчен Социализмла Ĕç Геройĕ, СССР авиаци промышленноçĕн министрĕ. Вăл пирĕн облаçшăн та сулмаклă ĕçсем тунă. Ульяновскра авиаципе промышленность комплексне çĕклеме ирĕк паракан хушăва вăл алă пусса çирĕплетнĕ. Бахтинсем каласа панă тăрăх, вăл таванĕсене нумай тăвалла туртнă.
Клавди акка хăй мăшăрĕн шăллĕне Геннадий Ледюкова та ырăпа аса илчĕ. Геннадий Яковлевич нумай çул председательте вăй хунă. Ун çинчен Анатолий Юман çырнă «Председатель» кĕнеки вĕсен килĕнче чи сумлă вырăнта упранать.
-Эх, ĕçлесех ĕмĕрĕм иртрĕ. Ачасене вĕрентсе çын тăвас тесе кунĕн-çĕрĕн пилĕке авнă. Автансемпе тан тăрса ял çыннисенчен патшалăх валли çу пуçтараттăм, кайран халăхпа пĕрле ĕçе каяттăм. Ăçтан пур çĕре те ĕлкĕрнĕ? Мана ялти пĕр çын калатчĕ: «Ялта сан пекки виççĕ: ăçта çитен, унта эсĕ …»,- тетчĕ.
 
: 941, Хаçат: 1 (1197), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: