Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи Ирçел ялĕнче пурăнакан Тимофей Степанович Азанов – ял тата унта пурăнакансен историйĕпе кăсăкланать. Куллен сĕтел хушшине ларса ручка тытать, ялта, килте пулса иртнĕ пулăмсене çырса шур хута хуратать. «Çырасси вăл çăмăл ĕç мар, кунта чăтăмлăх кирлĕ. Кăнтăрла май пулмасан ыйхă килмен чухне çĕрле тăратăп. 1974 çултанпа кун кĕнеки çырса пыратăп, çанталăка сăнанине. Ман веçех çырас килет, пурнăçри пĕр саманта та сиктерсе хăварас килмест», - тет вăл.
 
Вăл 1941 çултанпа ял çыннисем çинчен кăна мар, хуçалăхсенче мĕн чухлĕ выльăх-чĕрлĕх тытни, çуртсене ял çыннисем хăш çулта лартни, садра миçе тата мĕнле йывăç ӳсни таранччен çырса пынă. Кама мĕншĕн, хăш çулта мĕнле наградăсемпе чыслани те пур, тулли список – 89 çын. Ялта хăçан, кам çемйинче ача çуралнă е çын вилнĕ, хăш ял хĕрне качча илнĕ тата вăл унччен мĕнле хушаматлă пулнă, миçе ача çуратса ӳстереççĕ – пĕр пулăма та Тимофей Степанович палăртмасăр, пĕр çынна та манса хăвармасть. Вилнисене уйрăм тетрадь çине кашни çула уйăрса çырать. Тетрадьсен шучĕ çулсерен нумайланса пырать, халь пĕр сумккана та кĕмест.
-Эп яланах ялти обществăлла пурнăçра хастар пулнă. Совет саманинчех суйлава хутшăннă. Çавăнпа пур цифрăсене ялан çырса пынă. Тĕслĕхрен, иртнĕ ĕмĕрхи 60-мĕш çулсенче ялта 2540 çын пурăнатчĕ. Халь пĕр пине яхăн. Хăш чухне ял администрацийĕнчен ман пата шăнкăравласа хăш-пĕр сведенисене ыйтаççĕ, - каласа парать вăл.
Братск ГЭСне хăпартма ялтан миçе çын тухса кайнă, миçемĕш çулта пĕрремĕш трактор колхоза илсе килнĕ, кам пĕрремĕш колхоза ертсе пынă – çаксене веçех Тимофей Степановичран ыйтса пĕлме пулать. Типтерлĕ çыннăн пуçламăш класра вĕреннĕ тетрачĕсемпе учебникĕсем, чернил ямалли савăчĕсемпе перо паянхи кунччен ятарлă чăматанра упранаççĕ. Яш вăхăтра çырнă сăвăсемпе юрăсен пуххисем те тирпейлĕн упранаççĕ вĕсен килĕнче.
Тимофей Азанов çак ялтах 1937 çулта çуралнă. Вăрçă тапраннă кун ашшĕ ытти çынсем пекех Аслă Нагаткинра Бегара пулнă. Унтан начар хыпарпа таврăнсан тепĕр куннех фронта кайнă.
- Аттене фронта ăсатнă кун асра сыхланса юлнă: лӳшкесе çумăр çăватчĕ, плащсем тăхăннă пулин те пурин тăрăх шыв юхатчĕ. Ялтан çав кун 80 çын вăрçа тухса кайрĕ. Атте каялла таврăнаймарĕ. Ун чухне ялта ялан çыру илетчĕç, пĕрисем уншăн савăнатчĕç, теприсем выртса йĕретчĕç. Атте пирĕн темиçе çыру та çырнă. Пĕрне нумаях пулмасть хамăн ача чухнехи тетрадьсем хушшинче тупрăм. Ăнсăртран сыхланса юлнă. Ыттисене упрама пĕлмен, вăрçă вăхăтĕнче краççын кĕленчине тасатса янă. Нумай çын вилетчĕ выçлăхпа, уйрăмах ачасем. Хăшĕсем çемйипе вилсе пĕтрĕç. Пирĕн ĕне пурччĕ, хирĕççисемпе пĕрле тытаттăмăр, çавă çăлса хăварчĕ. 1941 çулта ялта 323 ача ашшĕсĕр юлнă, 86 килтен вăйпитти арçын вăрçа тухса кайнă, - кашни цифрăна астăвать вăл.
Вăрçă вăхăтĕнче вĕсем амăшĕпе иккĕшех тăрса юлаççĕ. 1941 çулта çуралнă йăмăкĕ часах чирлесе вилнĕ. Сивĕ пӳрте мĕнле те пулин ăшăтас тесе амăшĕ çĕрле тăрса вăрмана кайнă, чĕрĕ пуленккесене кăмака çине хурса типĕтнĕ. Ĕнине те, ытти выльăхне те сивĕре пӳртре усранă, вите пулман. Вăрçă пĕтсен те Азановсен çемйинче нуша пĕтмен-ха. 1948 çулта амăшне тĕрмене хупаççĕ. Нимсĕр. Милиционерсем ялта камăн сăмакун пуррине тĕрĕслеме килеççĕ те пытарса ĕлкĕреймен пĕр кĕленчине тупаççĕ. Вунпĕр çулхи ачи пĕччен юлнине пăхмасăрах çулталăка «ĕçлесе тӳрленме» Çинкĕлти цемент заводне яраççĕ.
-Манпа пурăнма аннен аккăшĕ килчĕ. Качча кайманччĕ. Унтан вăл çемье çавăрчĕ. Йысна мана аннене курма Çинкĕле те илсе кайса килчĕ. Интереслĕ пулчĕ çав çул, грузотакси текеннипе те, пăрахутпа та ярăнса куртăм, - чуна ыраттаракан пулăмра та аваннине тупма пĕлет Тимофей Степанович.
Ултă çултах шкулта вĕренме тытăнать Азанов. Ялта та, Вăта Тимĕрçенте те вĕреннĕ, вăтам пĕлӳ илнĕ. Каникулсенче шав колхозра ĕçленĕ. Салтак ячĕ тухнине те каçпа ĕçрен килсен кăна пĕлнĕ.
-1957 çул. Çыру килнĕ. Анне сан ыран салтака каймалла тет. Салтак юрри юрламасăр каймастăп тетĕп. Хăвăрт тантăшсемпе пухăнса, тăвансене пĕлтерсе салтак ачи чупрăмăр. Тăвансем те килчĕç, хĕрсем те тĕрленĕ сăмса тутри парнелерĕç. Çын пекех салтака кайрăм. Тавар турттармалли вакунсемпе пуйăспа Брест крепоçĕ еннелле эрне кайрăмăр. Çула кĕскетме командир купăс та туянчĕ. Польша чиккинче службăра тăтăм. Салтака кайса килсен пурнăç çинчен тĕплĕнрех шутлама пуçларăм. Пограничниксене милицие ĕçлеме тӳрех илетчĕç. Эпĕ те Ульяновска милицие кĕме кайрăм. Мана Чăнлă районне кай терĕç. Яла килсен анне: «Аслăксем тумалла. Эс мана пĕччен хăварасшăн-и?» - тесе куçран тинкерчĕ. Çапла ялтах тĕпленме шутларăм. Ял хĕрĕпе Зинаида Павловнапа çемье çавăртăм. 1960 çулхи кĕркунне ял советне ĕçлеме чĕнчĕç. Вунă çул тăрăшрăм унта. Çав вăхăтрах халăх сучĕн председателĕ, дружинниксен командирĕ, комсомол организацийĕн секретарĕ тивĕçĕсене илсе пынă. Комсомолăн районти пĕрремĕш секретарĕ ун чух Медковччĕ, унăн сĕнĕвĕпе «çамрăксен фермине» йĕркелерĕмĕр. Районта вăл пур кăтартусемпе те пĕрремĕш вырăнтаччĕ. Комсомол организацинче 100 ытла çын тăратчĕ, унччен кĕменнисем те комсомола туртăнчĕç. Пысăк хор йĕркелерĕмĕр, Василий Лапшин ертсе пыратчĕ. Таврари ялсене концерт-спектакльпе çӳренĕ. Ял пурнăçĕ кĕрлесе тăратчĕ. Çав вăхăтра колхозăн, ял совечĕн мĕнпур докуменчĕсене йĕркене кĕртсе районти архива патăм. Пĕр документ та çухатман. Унччен выртнă вĕсем, никама та кирлĕ пулман. Анчах документсене çухатни пенсие тухакансемшĕн чăн-чăн трагедие çаврăнма пултарать, - тет вăл.
1970 çултанпа Тимофей Азанов колхозри парти организацине ертсе пынă. Çав вăхăтра Барăш районĕнчи Жадовкăри совхоз-техникумра зоотехника вĕренсе тухнă. 1976 çултанпа фермăра вăй хунă: зоотехникра, селекционерта, ферма заведующийĕнче, учётчикра. Тивĕçлĕ канăва кайма вăхăт çитсен те тепĕр икĕ çул çакăнта ĕçленĕ.
Канăçсăр çын пенсире те обществăлла ĕç илсе пымасăр пултарайман.
- Пирĕн ял историйĕ пуян. Ирçелĕнче 1917 çултах революци тунă. Халăх пăлханнă, чухăннисем пуяннисене хирĕç тăнă, тыррине туртса илесшĕн пулнă. Анчах пуянсене кĕпĕрне çарĕсем пулăшнă, тепĕр кунне хирĕç тăнă 8 хресчене персе пăрахаççĕ. Çапла пирĕн ялта çĕнĕ власть йĕркелессишĕн 1917 çулхи чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче пĕрремĕш юн тăкăннă. 1930 çулта колхоз йĕркеленнĕ. Партипе ĕçленĕ, тăвансемпе пухăнса пулĕ. Вĕсем пирки çырнисем пур – хăш партире камсем тăнă. Кайран вĕсем пĕрлешсе пысăк хуçалăх йĕркеленĕ.
Ялта 1976 çулта колхоз музейĕ туса хутăмăр. Экспонатсене пуçтарса ĕçе пуçараканни Леонтий Гаврилович Уйрановччĕ, хăех директорччĕ. Вăл вилсен ĕçне ывăлĕ тăсрĕ. Халь самана улшăнчĕ, колхоз историйĕ те интереслентерме пăрахрĕ. Пилĕк çул каялла музей ĕçне илсе пыма мана ыйтрĕç. Килĕшрĕм. Анчах çав вăхăтра музей çурчĕн тăрри шăтнă, шыв каять. Экспонатсене питĕ шел. Аванах чупрăм музея ăçта та пулин куçарассишĕн. Нумаях пулмасть шкулта иккĕмĕш хутра вырăн уйăрса пачĕç. Çутă, ăшă кунта. Ĕçлемелли нумай. Мĕнпур япаласене вырнаçтарса та пĕтереймен-ха, - интересленсе паллаштарать ĕçĕпе.
Тимофей Степанович ялти ĕç тата вăрçă ветеранĕсен канашне те ертсе пырать. Таврапĕлӳçĕ «Краткая чувашская региональная энциклопедия», «Солдаты трудового фронта» кĕнекесем валли материалсем пухса панă. Хăйсен ялĕнчи тивĕçлĕ пĕр çын та тимлĕхсĕр ан юлтăр тесе тăрăшнă. Вăл хăй те ялти интереслĕ шăпаллă ял çыннисем пирки çырать, вĕсен аса илĕвĕсене, кăсăклă каларăшĕсене пуçтарать.
Тимофей Азанов пек пултаруллă çынсем кашни ялтах пулсан малашнехи ăру валли чăн истори сыхланса юлатех.
 
: 1055, Хаçат: 1 (1197), Категори: Ульяновская область-70

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: