Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
1790 çулхи раштавăн 22-мĕшĕнче А.В. Суворовăн 31 пинлĕ çарĕ Измаил крепоçне илнĕ.
Измаил хули хăçан никĕсленни пирки тĕрĕс çирĕплетни çук. Версийĕ нумай. Измаил крепоçĕ пирки пĕрремĕш хут 1529 çулта асăнни пур. Ун тăрăх, Ренида çывăхĕнче авалхи грексем пурăннă. Каярах Рим çыннисем Измаил çывăхĕнче Сморнис текен тăрăх никĕсленĕ. IV ĕмĕртен тытăнса XIV ĕмĕр таранччен Измаил вырăнĕнче славянсен Смил хули пулнă. Ун пирки Рим историкĕ Касторий çырса хăварнă. XVI ĕмĕртен тытăнса Измаила тĕрĕк крепоçĕ пек пĕлнĕ. Тепĕр верси тăрăх, 1484 çулта çак тăрăха Измаил ятлă хан тытса илнĕ. Хулана ун ятне панă. Çав çулах тĕрĕксем Килия тата Белгород (Аккерман) крепоçĕсене тытса илсе нагай тутарĕсене тĕпленме ирĕк панă.
1538 çулта Сулеман Кануни султан Измаил хули ячĕпе хăйĕн ывăлне Исмаил ят панă (иммасль — «услышь, Аллах»). Дунай шывĕ хĕрринче (Измаил хули тĕлĕнче) крепость туса лартакан Э.Челеби хăй кĕнекинче (1659 çул) çапла çырнă: «Измаил хулинче 2000 кил, 800 лавкка пулнă. Хула тăватă пайран тăнă, виççĕшĕнче мăсăльмансем пурăннă, пĕринче — грексемпе эрменсем, еврейсем, пăлхарсем, караимсем. Крепость пысăках пулман. Унăн тăршшĕ — 6 çухрăм. Крепоçа çĕртен тата чулран 6-8 метр çӳллĕш валсемпе çирĕплетнĕ, çумĕнче — 12 метр сарлакăш, 6-10 метр тарăнăш шăтăк. Унта мăй таран шыв тăнă. Крепоçра 8 мечет, 3 грек тата 1 эрмен православи чиркĕвĕ пулнă».
Çар гарнизонĕнче 25 пин çын тăнă, вăл шутра 8 пин кавалери, 265 çар хатĕрĕ, хĕç-пăшал. Çар ертӳçи Айдос-Махмет-Паша пулнă.
Вырăссен çарне А.В. Суворов ертсе пынă. Ун аллинче 31 пин салтак, 500 çар хатĕрĕ пулнă. Де Рибас флотили ертсе пынă, унăн 70 çар хатĕрĕ шутланнă, ытти хĕç-пăшал карапсем çинче вырнаçнă. Измаил крепоçне Александр Суворов 1790 çулхи раштавăн 11 (22)-мĕшĕнче çĕнсе илнĕ.
«Штурм Измаила Суворовым» кĕнекинче Н. Орлов çапла çырать: «Суворов çарĕ 1000 тутар çине пырса кĕнĕ. Крепость хапхине çĕмĕрсе кĕрсе тутарсене аркатма тытăннă. Вырăссем «Ура! Да здравствует Екатерина!» - тесе кăшкăрса малалла ыткăннă. Хаяр вăрçă тытăннă. Суворов талăк хушшинче тăшмансене тĕп тума хушнă. Куç тĕлне кам пулнă — йăлт вĕлернĕ. Ачасемпе хĕрарăмсене те шеллемен. Лаша витинчен 4 пин лаша ирĕке тухса халăха тапта-тапта мĕнпур вăйран вирхĕнсе çӳренĕ. Çак çапăçура тăшман 4 пин çын çухатнă, пин çын аманнă. 650 вырăс офицерĕнчен 400 çын вилнĕ тата аманнă. 9 пин тĕрĕке тыткăна илнĕ, 2000 çын тепĕр кунне сурансене пула вилнĕ. Вилнисене Дунай шывне пăрахнă. Вырăссене крепость тулашне пĕр шăтăка чавса пытарнă.
Суворов Потёмкина çапла çырса пĕлтернĕ: «Тыткăна 4285 православи, 140 эрмен, 900 болгар, 135 жид çыннисене илтĕм. Раççее илсе кайма хысна укçине тăкаклас мар тесе пĕр пайне Раççей офицерĕсене парнеленĕ, ыттисене казаксем конвойпа Николаев хулине ăсатнă». Çул çинче нумайăшĕ вилнĕ. Малтанхи 35 çухрăмра кашни утăмрах виле выртнă.
Измаила тытса иличчен малтан Систов (Болгари) хулинче конференци ирттернĕ. Унта хĕвеланăç Европа дипломачĕсем Раççее хăйсен условийĕсемпе Турципе килĕшӳ тума хистенĕ. Англипе Прусси хистенипе Турци мирлĕ калаçса татăлма килĕшмен. Суворовăн крепоçа штурмлама тивнĕ. Хастарлăхĕпе вăл Европăна тĕлĕнтернĕ. Çапла килсе тухнăшăн тĕрĕксем Европа дипломачĕсене айăпланă.
Çавăн хыççăн крепость комендантне Кутузова çирĕплетнĕ. Гарнизонра 4 егерь батальонĕ, 2 мушкетёр полкĕ тата 2 пин казак хăварнă. Кутузова крепость тавралăхне сӳтме хушу панă. Крепоçăн пĕр пайне сӳтнĕ.
 
 
 
: 867, Хаçат: 1 (1197), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: