Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
К а л а в
Трахвинсен пĕчĕк те лутра çурчĕ урамран çĕр ăшне кĕрсе ларнă пекех курăнать. Шалтан та çаплах вăл – тĕттĕм те хĕсĕк. Чӳречи пĕчĕк пулнипе пĕр хĕвел пайăрки те кĕмест кунта. Кăнтăр пулсан та пӳртре тĕксĕм. Çуртри шăплăх пушшех кичемлетет кунти пурнăçа.
Пӳрт ăш-чиккинче нимех те çук. Турă кĕтесĕ патĕнче пысăках мар сĕтел ларать, ун тавра – икĕ сакă. Тепĕр стена çумĕнче сарлака сакă, юнашарах сăпка çакнă. Кăмака хыçĕнче арçын ахлатни илтĕнет. Çуртра урăх сасă çук. Икĕ хĕрарăм пӳртре тем кăштăртатаççĕ, хутран-ситрен ахлатакан арçынна пыра-пыра пăхаççĕ.
Сăпка та пушă мар, анчах унти пепке килти шăплăха пăсасран хăранă пек шăпăртах выртать. Çывăрать-ха вăл. Анчах ача – ачах ĕнтĕ. Ахальтен-им пĕчĕкскерсене патшаран та аслăраххи теççĕ. Кĕçех вăл ыйхăран вăранчĕ, хăйĕн çинчен систерсе сассине кăларчĕ.
-Мур илесшĕ, каллех вăранчĕ. Ун сассипе ахаль те чирлĕ ашшĕне пĕр канлĕх те çук. Пыр, чар часрах ачуна. Трахвине ан вăраттăр,- мăкăртатрĕ ватăрах хĕрарăмĕ çамрăкраххи çине сиввĕн пăхса.
Çамрăк хĕрарăм сăпки патне васкаса утрĕ, пепкине алла илсе ыталарĕ. Ачи аллине кăкăрĕ енне тăснипе сакă çине ĕмĕртме ларасшăнччĕ кăна – хунямăшĕн сассине илтрĕ:
-Эпир çамрăк чухне нихăçан та ача ĕмĕртсе ларман. Ĕç çук-им сан? Сăпкари улăма та типĕтместĕн, çиттине те илсе хумарăн.
Ларма тесе кăна тытăннăччĕ çамрăк хĕрарăм – тӳрленсе тăчĕ те сăпки еннелле утрĕ. Пĕр сăмах чĕнмесĕр сăпкинчи улăм çине хунă çиттине илчĕ, хĕрĕ шăрса янипе йĕпеннĕ улăмне пĕр аллипе пăтратрĕ, йĕпе улăм пĕрчисене пĕр-пĕринчен уйăрса çиеле хучĕ. Тăнă çĕртех пĕчĕк хĕрне ĕмĕртрĕ.
Марьен упăшки чирленĕренпе канлĕх пĕтрĕ вĕсен килĕнче. Хунямшĕ, Ука, унччен те кинне вăрçман тесе калаймастăн. Юратнă ывăлĕн арăмĕ пĕрремĕш ачине хĕр çуратсанах урма тытăнчĕ хунямăшĕ, пуриншĕн те кинне айăпларĕ. Ывăлĕ чирлесен вара канăç тупайман хĕрарăм Марьене кăшласа ямах хатĕрччĕ. Иккĕмĕш уйăх чирлесе выртать арçын, ниепле те сипленеймест.
Упăшки асапланнине курма йывăр Марьене. Çитменнине, хунямăшĕнчен пĕр канлĕх çук. Юрать, пĕчĕк хĕрĕпе йăпанать.
Марье ачине ура çинче тăрсах çитерчĕ. Кайран ăна сăпкана хучĕ. Çав вăхăтра Ука кăмака хыçнелле утрĕ.
-Тем сасси илтĕнми пулчĕ. Çывăрса кайрĕ-ши? - хăйпе хăй калаçрĕ вăл.
Ывăлĕ патне çывăхарах пырсан Ука çари! çухăрса ячĕ.
-Пĕтрĕ, пĕтрĕ ывăлăм! Эпир сисмесĕрех чунĕ тухнă унăн. Сан упăшку патне пыма вăхăт çук, ача пăхмалла! - кăшкăрчĕ вăл кинĕ патнелле аллипе хăлаçланса çывхарса.
Унтан Ука çилленсе кайса пӳрте çавра çил пек тустарма пуçларĕ. Аллине мĕн лекет, веçех ывăтрĕ. Марье сиссе ĕлкĕриччен сăпкара лăпкă кăна выртакан Мархвана ярса тытрĕ те алăк патнелле утса кайрĕ. Пӳрт алăкне яри уçса ячĕ те пепкене мĕнпур вăйĕпе тулалла ывăтрĕ:
-Аçу виличчен сан вилмелле пулнă, кама кирлĕ эсĕ! - кăшкăрчĕ вăл хыçĕнчен. Унтан алăка хытă шаплаттарса хупрĕ.
Çакна ниепле те кĕтмен Марье ыйхăран вăраннă пек пулчĕ, часрах пӳртрен ыткăнчĕ. Кăпăшка юр çинче çари çухăрса выртакан ачана йăтса илчĕ, умĕнчи саппунĕпе чĕркерĕ, пӳртне каялла йăтса кĕме хăраса ачине вĕри сывлăшĕпе вĕрсе тăчĕ. Мархва йĕме чарăнтăр тесе кăкăрĕ çумне пăчăртарĕ. Чĕтрекен урисемпе пӳрте кĕчĕ. Хăранипе, сиввипе ача антăхса йĕчĕ, вăл амăшĕн кăкăрне те хыпаймарĕ. Хăраса ӳкнĕ Марье кăкрине аран-аран хĕрне хыптарчĕ. Чăнтăха-чăнтăха ĕмекен хĕрне пуçĕнчен ачашларĕ. Ун куçĕнчен шăпăртатса юхакан куççуль ачи çине тумларĕ. Марье кăмака хыçне пычĕ. Сывламасăр выртакан упăшкин ури вĕçне тăчĕ. Куççулĕ вара юхрĕ те юхрĕ.
Ывăлне тирпейлесе пытарсан Ука кинĕпе мăнукне ытлашши çăвар вырăнне кăна хучĕ. Ĕçлеме ĕçлеттерчĕ кинне, анчах сĕтел хушшине ларсан пĕр кашăк яшки те сăмахсăр пулмарĕ.
Тăлăх туйрĕ хăйне Марье. Тăван килне таврăнас – ашшĕпе амăшĕ каялла кĕртмесрен хăрать. Амăшĕ качча кайнă чухнех: “Каснă чĕлĕ каялла çыпçăнмасть, качча кайнă пулсан чăт, пурăн”,- терĕ. Халь мĕн тумаллине те, мĕнле пурăнмаллине те пĕлмест Марье.
Яланах ĕç пур чухне çулталăк мĕнле иртни те сисĕнмест. Мĕскĕн хура халăх валли ялан ĕç пур. Арçынсăр юлнипе Марьепе Укан мĕнпур ĕçе хăйсен тума тиврĕ. Çуракинче хунямăшĕ лашине çавăтрĕ, Марье сухапуç тытрĕ. Пĕчĕк хĕрне пысăк тутăрпа çыхса çурăмĕ хыçне çакрĕ. Унсăр пуçне тата мĕн кăна тумалла мар: вуттине те касмалла, уттине те çулмалла.
Пĕр каçхине вĕсем патне выртмана кӳршĕ ял хĕрарăмĕ килчĕ. Хунямăшĕн таçтан аякри тăванĕ лекет тет. Укапа иккĕшĕ темĕнччен тĕпелте пăшăлтатса ларчĕç. Марьене ачу патне кай тесе хăваласа ячĕç.
Çак хĕрарăм тепĕр эрнерен каллех килчĕ. Кун хутĕнче вăл пĕччен мар, темле лутра та тискер арçына ертсе килнĕ.
-Кин,- терĕ Ука. – Атя, хатĕрле юр-вар. Сĕтел хушшине хăв та лар, калаçмалли пур.
Темех çук чăвашăн çимелли. Анчах хăна валли вăл яланах мĕн те пулин тытса тăрать. Марье хунямăшĕ çине ыйтуллăн пăхса илчĕ, лешĕ куçĕпе “юрать” паллă турĕ. Çамрăк хĕрарăм чăланта çакăнса тăракан шăрттанне йăтса кĕчĕ, çăкăр касрĕ, тĕп сакайĕнчен чашăкпа кăвас ăсса тухрĕ. Хăнасем сĕтел хушшине вырнаçсан Марье сак хĕррине хăяккăн ларчĕ.
-Калаçăва вăраха тăсмастпăр,- çăвар тулли шăрттана чăмла-чăмла калаçрĕ арçын. – Анне, сăмахна пуçла.
-Ман мĕн пуçламалли пур. Ука калатăр. Ука кинĕ,- сăпайлăн хуравларĕ хĕрарăм.
-Ман çине ан ярăр. Хăвăр килнĕ, хăвăр калаçăр,- сиввĕн хуравларĕ Ука.
-Ара, кин. Эпир санпа калаçма килсеччĕ. Хуняму хирĕç мар. Эсĕ пĕччен. Ман ывăл та хăраххăн юлчĕ. Мăшăрĕ, шеремет, уйăх каялла çĕре кĕчĕ,- тутăр вĕçĕпе тухман куççульне шăлса илчĕ хĕрарăм. Икĕ пĕччен пĕрле пулсан çăмăлтарах. Кайăкăн та çуначĕ иккĕ, пĕр çунатпа вĕçеймест. Ман ывăлпа мăшăрлансан аван пулмалла. Ывăл хирĕç мар. Эс мĕнле шутлатăн, кинĕм,- çу сĕрнĕ пек юхтарчĕ вăл сăмахне.
-Унран мĕн ыйтмалла? Эп хирĕç мар пулсан вăл та хирĕç мар. Пире ĕçлекен арçын кирлĕ, - тӳрккессĕн хуравларĕ Ука.
Марье пуçне чикрĕ. Унăн сăмахне никам та итлемессе лайăх пĕлчĕ. Ăна ирĕксĕрех качча пачĕ хунямăшĕ.
Анчах ют арçын кĕтнĕ пек пулăшаканни, арçын ĕçне тăваканни пулмарĕ. Малтанлăха Мĕкĕте хăйне маттур пек, йăваш пек кăтарткаларĕ. Анчах ку курнăçу ăна часах йăлăхтарчĕ пулмалла.Тепĕр уйăхранах вăл кăнтăрччен вырăн çинче йăваланма пуçларĕ. Çакна чăтма йывăр пулчĕ Укана. Вăл Мĕкĕтешĕн Марьене вăрçма тытăнчĕ, сан арçынну мĕншĕн ĕçлемесĕр выртать тесе хăртрĕ. Марье пĕрне те хирĕç чĕнеймерĕ. Ука çакăнпа лăпланаймарĕ. Вăл арçынна хăй вăрçрĕ. Пĕррехинче çапла çывăрса выртакан Мĕкĕте патне Ука вăрçма пырсан арçын сиксе тăчĕ те хĕрарăма мĕнпур вăйĕпе пуçĕнчен сăтăрса ячĕ. Çакна кĕтмен Ука сулăнса кайрĕ те урай варрине тĕшĕрĕлсе анчĕ. Ку вăхăтра пӳртре никам та çукчĕ. Мĕкĕте карчăка вĕлерсе пăрахрăм пуль тесе хăраса ӳкрĕ. Часрах картишне сиксе тухрĕ, унталла-кунталла пăхрĕ – Марье ниçта та çук.
-Марье, Марье,- кăшкăрса ячĕ вăл. – Ăçта çӳрет çав хĕрарăм?
Хăйне чĕннине илтсен выльăх картинче пĕчĕк хĕрĕпе пĕрле кăштăртатакан Марье часах чупса пычĕ.
-Мĕн кăшкăран? Мĕн пулчĕ?
-Унта…Унта сан хуняму тăнсăр кайса ӳкрĕ. Хăрасах кайрăм. Атя пӳрте, вилмен пуль те…
Çакăн хыççăн Ука урăх ури çине тăраймарĕ. Калаçаймарĕ те. Кинĕ ăна ывăлĕ выртнă çĕре, кăмака хыçне, вырăн сарса пачĕ. Уйăх нушаланчĕ вăл. Марье ăна пĕчĕк ачана пăхнă пек пăхрĕ. Анчах шăп уйăхран Ука ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Вилме те кинĕ аллинчех вилчĕ. Калаçайманнипе чунĕ тухиччен шăтарасла пăхрĕ кинне куçĕнчен. Каçару ыйтрĕ-ши? Тем пирки асăрхаттарасшăнччĕ- ши?
Укана пытарма Мĕкĕте тăванĕсем те килчĕç. Виле çинче пĕрисем йĕреççĕ, теприсем сăмах ваклама юратаççĕ. Марье патне те упăшки енчи пĕр тăванĕ пырса сăмах тапратрĕ.
-Эсĕ пулатăн-и-ха пирĕн Мĕкĕтен çĕнĕ арăмĕ? Пирĕн ялти мăшăрĕ мĕнле вилнине пĕлетĕн-и? Хĕнесе вĕлернĕ вăл ăна. Асăрхан. Унăн шăпи сана та çитме пултарать,- терĕ шăппăн.
Ырă маррине Марье унчченех сиснĕччĕ. Пĕрле выртма тивсен те пит тискер пек туйăнчĕ ăна Мĕкĕте. Хăнăхаймарĕ вăл çак арçынна. Ку хĕрарăм сăмахĕ хыççăн хунямăшĕ мĕнле вилни те Марьене кăсăклантарчĕ. Укан питĕнчи кăвакарнă йĕрсем ӳкнипе мар, арçын çапнипе тухнине ăнланчĕ вăл.
Анчах Мĕкĕтене Марье хăваласа кăларса яраймарĕ. Лешĕ кайма шутламарĕ те. Çапла пурăнса кайрĕç. Ĕçлеме юратмасан та Мĕкĕте кăмака çавăрма пĕлетчĕ хуть. Унта-кунта çӳрекелесе çимелĕх çăкăрне илсе килетчĕ. Пурăна киле вĕсен ачасем те çуралчĕç. Виçĕ ывăл. Ывăлсемшĕн хĕпĕртерĕ Мĕкĕте. Вĕсемшĕн патша çĕр парать-çке! Хĕрне кăна юратмарĕ. Кашни хусканăвĕ, утти, калаçни – пурте тарăхтарчĕ çак хĕрте Мĕкĕтене.
Çапла вунтăватă çул иртсе кайрĕ. Çак вăхăтра мĕн кăна тӳсмен пуль Марье упăшкинчен? Тискер кайăк та ун пек хăтланмасть. Анчах чăтнă. Мĕн тумалла...
Çуллахи янкăр çанталăк. Утă çаранĕ. Çынсем пурте утă çулса типĕтнĕ, купаланă. Паян лашисемпе тиеме килнĕ. Мĕкĕте те лашине кӳлсе çарана кайма пуçтарăннă.
 
(Малалли пулать.)
 
: 1035, Хаçат: 36 (1128), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: