Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Ваççа Аниççи майлă)
 
Ялта лăпкă, пит лăпкă,
Пĕр сас-чӳ те илтĕнмест.
Ыйтса пĕлме çын çуккă.
Ватти пур. Хăлхи илтмест.
 
Кăшкăрашса калаçсан
Тин пĕлтĕмĕр чăннине.
Ывăлĕ ĕçсĕр юлсан
Ялтан тухса кайнине.
 
Вăл «вахтă» меслечĕпе
Кайса çӳрет Мускава.
Уйăхĕпе-эрнипе
Ернĕ çакă хускава.
 
Кĕçех шĕкĕр хулара
Тупнă еркĕн майрине.
Çакăн евĕр мыскара
Ку чухне мăй таранах.
 
Çамрăк çемье арканнă,
Кил-йыш юлнă тăлăха.
Ваттин чунĕ чулланнă -
Унăн кĕтни кăлăхах.
 
Кӳршĕ арăмĕ Евтук
Пурăнать пĕччен вăрах.
Пулнă мăшăрĕ – халь çук,
Пуçне çинĕ вăр-хурах.
 
Вăл та ĕçсĕр аптраса
Ялтан тухса кайнă-мĕн,
Пуйса килме шутласа
Тĕп хуланах çитнĕ-мĕн.
 
Пуйма кайсан ăнсăртран
Вилсе килнĕ-мĕн килне.
Ас илеççĕ хушăран
Мĕскĕн çамрăк çын чунне.
 
Килчĕ-çурчĕ юхăнать,
Пахчинче – хурхух, мăян.
Такăр çул тумхахланать,
Урамра кичем паян.
 
Масар çинче хĕрессем
Йышлăлансах пыраççĕ.
Ытларах чух çамрăксем
Унта пӳкле каяççĕ.
 
Фермер пĕччен тăрăшать
Вĕçсĕр-хĕрсĕр уй-хирте.
Пурнăç пур-ха. Вăл шăвать
Çапларах ку чух пирте.
 
22.11.2012.
 
: 1124, Хаçат: 1 (1197), Категори: Поэзи хумe cинче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: